Комментари хушас

6 Утă, 2018

Çĕрпÿ кĕперĕ: строительство тапранчĕ!

2018 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче суйласа илнĕ çĕнĕ подряд организацийĕ çак кунсенче Мăн Çавал юхан шывĕ урлă хывнă Çĕрпÿ кĕперĕн строительствине малалла тăсрĕ.

Иртнĕ çулсенче кунта ĕçлесе пăхнă подрядçăсем Чăваш Енрен марччĕ. Объекта туса пĕтерме темиçе уйăх каялла шантараканни — республикăран! "Сухаллă" кĕпер çинче 44 çын тăрăшать, ĕçе 17 техникăна явăçтараççĕ. Строительсем икĕ сменăпа вăй хураççĕ. Контракт 282 млн тенкĕлĕх. Унпа килĕшÿллĕн кĕперĕн иккĕмĕш çуррине кăçалхи юпа уйăхĕнче туса пĕтермелле.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн Транспорт министерствин коллегийĕн пĕтĕмлетÿллĕ ларăвĕнче Çĕрпÿ кĕперне уйрăммăн тимлĕх уйăрма чĕнсе каларĕ. Мĕнех, «йывăр урапа малаллах кайрĕ».