Тăваткал метрсем, эскроу тата ытти çинчен
Правительство çуртĕнче паян иртнĕ канашлура строительство отраслĕн кăçалхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, çитес çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Калаçу тĕпрен илсен пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси тавра пычĕ. Наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн Раççейре хута яракан тăваткал метрсен калăпăшне ÿстермелли тĕллев палăртнă май Чăваш Енĕн 2024 çул тĕлне çулталăкра тăвакан çурт-йĕр лаптăкне 916 тăваткал метра çитермелле — хальхинчен 1,5 хут ÿстермелле.