Комментари хушас

17 Çурла, 2018

Çĕнĕ йышăну

Чăваш Республикин Аслă сучĕ спорт министрĕн экс-заместительне ĕçлесе юсанмалли учреждение ăсатма йышăннă

ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсен коллегийĕ Шупашкар хулин Ленин районĕн сучĕ пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче айăпланă экс-заместителĕн уголовлă ĕçĕпе кассаци сучĕ апелляци йышăнăвне пăрахăçланă хыççăн çĕнĕрен пăхса тухнă.

Чăваш Республикин прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — спорт министрĕн заместителĕнче ĕçленĕскере министерствăна пăхăнса тăракан «Белые камни» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен центр реконструкцийĕн тата маунтинбайк трассин строительствин проект докуменчĕсене хатĕрлеме патшалăх контракчĕсене çирĕплетнĕ чухне коммерци организацийĕн интересĕсене хÿтĕленĕшĕн айăплаççĕ. Предприяти учредителĕпе туслă пулнăран экс-заместитель аукцион документацийĕнче палăртнă пек патшалăх экспертизин тата надзорĕн органĕсем ирĕк памасăрах тунă ĕçсене йышăннине çирĕплетекен хутсене алă пуснă. Çапла майпа айăпланакан должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă, уçă аукциона хутшăнакансен саккунлă интересĕсемпе прависене хĕсĕрленĕ, республика бюджетне 9 миллион ытла тенкĕлĕх /контракта пурнăçлакана тÿленĕ/ сăтăр кÿнĕ. Ку питĕ пысăк виçе шутланать.
Пĕрремĕш инстанци сучĕ уголовлă ĕçе пăхса тухнă хыççăн экс- заместителе РФ УК 285 статйин 1, 3-мĕш пайĕсемпе айăпланă, ирĕксĕр хăварма йышăннă. ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсен коллегийĕ хÿтĕлевçĕсен апелляци ыйтăвне пăхса тухнă май айăпланаканăн ĕçĕсене урăх статьяпа квалификациленĕ, айăплава çемçетнĕ, амнистипе усă курнă. Чăваш Республикин прокуратури пуçарнипе кассаци инстанцийĕн сучĕ ку йышăнупа килĕшмесĕр ăна улăштарнă, уголовлă ĕçе çĕнĕрен пăхса тухма панă.
ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсен коллегийĕ чи малтан тăратнă квалификаципе килĕшсе спорт министрĕн экс-заместительне пĕтĕмĕшле режимлă колоние 3,6 çуллăха ăсатма, 2,6 çул патшалăх службинче хăш-пĕр должноçра ĕçлемешкĕн чарма йышăннă.
Айăпланă çынна суд залĕнчех арестленĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.