Комментари хушас

Юпа уйăхĕн 4-10-мĕшĕсенче Космос эрнине паллă тăваççĕ. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче сума сăваççĕ уява. Космос кунне паллă тума шăпах çак тапхăра суйлани пирĕн çĕршыв историйĕпе çыхăннă: 1957 çулта шăпах юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Байконуртан тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хутчен спутник вĕçтерсе янă.
Сумлă пулăмсене асра тытса юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шуршăлти Андриян Николаев ячĕллĕ мемориал комплексра йывăç лартнă. Çак ушкăнри хастарсенчен пĕри — «Гагарин стартĕнче» хĕсметре тăнă Николай Михалуков.

«Вăрттăн» вĕренÿ

Николай Алексеевич Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Тĕрекленнĕ, пĕве кĕнĕ яшăн 1968 çулта салтака кайма ят тухнă. Байконура лекме тÿр килнĕ унăн. «Гагарин старчĕ» тени кунтан шăпах Юрий Алексеевич вĕçсе кайнине пĕлтерет паллах. Белкăпа Стрелка та тĕнче уçлăхне çак вырăнтанах хăпарнă.
— «Карантинра» /салтак пурнăçĕн чи малтанхи тапхăрне çапла калаççĕ. — Авт./ пулнă чухне экскурсие илсе кайрĕç. «Старта» теççĕ-ха. Ялти çыншăн мĕн- ха вăл? Нимĕн те пĕлместпĕр. Утрăмăр çапла. Çитрĕмĕр те… Чун калама çук хăпартланчĕ! Çакăнтан Гагарин вĕçнĕ теççĕ. Епле тĕлĕнмĕн-ха? — хĕсметри пурнăçа аса илме тытăнчĕ çÿçĕ шуралма ĕлкĕрнĕ арçын.
— «Карантин» вĕçленсен «покупательсем» килчĕç. Полковниксемпе майорсем лараççĕ. Пĕри: «Эпĕ ăна хам пата илĕп», — тет. «Карантин» пуçлăхĕ аслă лейтенант Бабец: «Эпĕ ăна хам пата çырнă ĕнтĕ», — хуравлать хирĕç. Ăçта кайăп? Кам пулăп — нимĕн те пĕлместĕп. Казармăна çул тытрăмăр çапла. «Çамрăк заправщиксем çитрĕç», — теççĕ салтаксем. Тепрер кунтан ăнкартăмăр хамăр тивĕçе, — каласа кăтартать Николай Алексеевич.
Çапла служба пуçланать. Салтаксем, вĕсен йышĕнче Николай Михалуков та, ракетăсене тĕнче уçлăхне тухма хатĕрленĕ. Паллах, ку ĕçе пурнăçлама ятарласа вĕренмелле. Кашни пая палламалла, кашни вак-тĕвеке пĕлмелле-çке. Ку тĕлĕшпе вăрттăн хутсем, кĕнеке нумай вуланă.
— Пайсене епле сыпăнтармалла? Ракетăна çунтармалли хатĕр тултарса вĕçеве мĕнле хатĕрлемелле? Çаксене шĕкĕлченĕ те. Пайсене те çап-çут тасатмаллаччĕ, спиртпа çăваттăмăр вĕсене. Вăхăт пăхса, журнала çырса пурнăçлаттăмăр пур ĕçе те. Тĕрлĕ кăтартăва та пăхсах тăмаллаччĕ, — аса илет арçын.

Сăпайлăх та ура хурать

1969 çулта тĕнче уçлăхне «Союз-5» хăпарать. Борис Волынов, Алексей Елисеев, Евгений Хрунов вĕçеççĕ ун чухне. Мĕншĕн аса илетпĕр-ха çакна? Ара, заправщикĕ Михалуков юлташ пулнă-çке. Малтан та, каярах та тĕрлĕ спутнике пĕрре мар вĕçтернĕ тĕнче уçлăхне. Космонавтсене ăсатма вара икĕ хутчен тÿр килнĕ.
— Ракета çĕртен тапранса кайни, паллах, пурне те курăнать. Пăхса ытармалла мар! Каласа кăтартма та çук çакна. Савăнăçпа хăпартлану кăна мар ку. Ура айĕнче çĕр чĕтрет. Лайăх çанталăкра айккинчи пайсем ÿксе юлни те курăнатчĕ, — малаллах тăсăлчĕ калаçу.
1970 çулта уçлăха Андриян Николаевпа Николай Севастьянов хăпарнă. Ку ĕçе те хутшăннă чăваш каччи.
Николай Михалуков Андриян Григорьевича паллани те кăсăклă пулчĕ маншăн. Ку ыйтăва хускатмасăр хăварайăн-и? Çук иккен. Ракетăра вĕçекенпе ăна хăпарма хатĕрлекен пĕр-пĕрне палламан. Паллашма майĕ те пулнă-ха хăй вăхăтĕнче…
— Эпĕ салтакран таврăнсан тахăш çул Патăрьелĕнче иртнĕ Акатуя Андриян Николаев та килнĕччĕ. Вăрман варринче концерт кĕрлет. Летчик-космонавт ывăннă пулас, автобуса кĕрсе ларнă. Эпĕ ун çумĕпе иртсе пынă май Андриян Григорьевича курах кайрăм. Сывлăх сунса пуçа сĕлтрĕм, вăл та хирĕç йăл кулчĕ. Çавăн чухне автобуса кĕрсе космонавтпа паллашма хăю\çитерейменшĕн çулсем иртсен нумай ÿкĕнтĕм. Чăваш халăхĕн сăпайлăхĕ-ши çакă?.. Сăпайлăх кăна та мар, хамăра шанманни, ыттисемпе тан пулма пĕлменни, — шухăшне палăртать Николай Алексеевич.

Чăн телей

— Байконурта шăрăха та, сивве те чăтса ирттернĕ эпĕ. 1969 çул питех те сивĕ килчĕ. Кун пекки пулман та теççĕ. Çăмăл килмерĕ служба. Шлангсем йывăрччĕ. Виççĕн йăтаттăмăр вĕсене. Картлашкапа хăпарса йĕри-тавра хурса тухмаллаччĕ малтан, — тăсрĕ калаçăва Николай Алексеевич.
Анчах служба йывăрлăхĕ ĕçре çеç мар иккен…
— Сирĕн умра мĕн тери хăватпа калаçатăп эпĕ. Çакăнта лармасан та пултарнă вĕт... Хăшĕсем яланлăхах Байконурта юлчĕç. Çунчĕç. Ÿт сывланă май ун çине тĕрлĕ хутăш ларать, хĕм тухсан кĕлетке хыпса илет.
Пĕррехинче ракета яма хатĕрленетпĕр. Кашни хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Акă çĕр айĕнчи управран çунакан салтак хăпарнине куратăп. Виççĕшĕ малтан чупса тухма ĕлкĕрнĕ иккен. Эпĕ тăваттăмăшне çеç асăрханă. Унта вара вĕсем — пиллĕкĕн. Çĕр айĕнче тахăш тытăм «чăхăмланă». Юрать-ха управăн алăкĕ хупă. Пирĕн ракета ларать-çке, вĕçме хатĕрленĕскерте çунакан хатĕр туллиех…
Пирĕн вара пиллĕкмĕш салтака çĕр айĕнчен туртса кăлармалла. Эпĕ çăлав ушкăнĕнче. Анчах тăхăннă чухне манăн противогаз çĕмрĕлчĕ. Владимир Егоров тусăм пĕчченех анса кайрĕ, йăтса тухрĕ инкеке лекнине... Анчах пиллĕкĕшĕ те унтах юлчĕç. Манăн телей пулчĕ, — сăмах çăмхине пытармасăр малаллах кустарчĕ арçын. Инкекпе вĕçленме пултарнă тĕслĕхсем татах та пулнине те палăртрĕ.
Хăйне тĕнче уçлăхĕпе çывăх тесе тÿррĕнех калама пултарать паллах. Çапах та пурнăçне пач урăх тытăмра ирттернĕ вăл. Шофера, механике вĕреннĕ, транспортпа ĕçленĕ. Салтакран таврăнсан космодром çинчен пач маннă.
— Ăнăçу тени пурнăç тăршшĕпех пĕрле пычĕ. Пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшатăп. Таса чунлă пулни пурнăçра пулăшнине пĕрре мар туйнă эпĕ. Çынна ырă тума, савăнăç кÿме тăрăшатăп. Çакă вăй-хăват хушать те. Икĕ ывăл тахçанах çитĕннĕ, пÿрт хăпартнă, йывăç лартнă эпĕ.

«Хамăр» йыш

Салтакран таврăнсан Николай Алексеевичшăн тĕнче уçлăхĕ «çухалнă». Пач урăх пурнăçпа пурăннă вăл. Хĕсметре ăçта пулни, мĕн туни пирки никампа та калаçман. Ентешĕсем, Патăрьелсем, те пĕлмен кун пирки. Çавăнпах Байконурта хĕсметре тăнă çынсем çинчен кăларнă кĕнекене те кĕртмен ăна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Н.МИХАЛУКОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.