Хастаррисем

13 Çурла, 2020

Анне çумĕнче шанчăклă

Хĕрарăм е арçын ĕçĕ текен ăнлав çук уншăн. Мăшăрĕ килте мар чухне çĕр улмине купалама суха пуç тытни те пул¬нă. Техникăра та тĕшмĕртет вăл. Мотоблокпа çÿресси кăна мар, йывăр тиевлĕ машинăна хускатасси те ним те мар ун¬шăн. Кунашкал ĕçе упăшкинчен хăнăхнă темелле.

3 Нарăс, 2020

Спортра çирĕпленнĕ кăмăл

Ĕçлĕ хĕрарăм пулнăран Алевтина ИСАЕВĂПА тĕл пулса калаçмашкăн унăн пÿлĕмĕ тĕлне палăртнă вăхăта — ир-ирех — çитсе тăтăм. РФ Пенси фончĕн Шупашкар районĕнчи /районсен хушшинчи/ управленийĕн ертÿçи килсе çитме кăна мар, ватă пĕр çынна тивĕçлĕ пулăшу кÿме те ĕлкĕрнĕччĕ. Професси каçалăкĕнче кăна мар, общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăраканскер районта пурăнакансен нуши-терчĕпе кăсăклансах тăрать. 2012 çултанпа вăл — Шупашкар район Депутатсен пухăвĕн депутачĕ. Ку çеç-и — Чăваш Ен хĕрарăмсен союзĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи.

13 Кăрлач, 2020

Шăпа пÿрнинчен иртеймĕн

«Эпĕ Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемри шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах колхоз ĕçне хутшăнма пуçларăм. 7-мĕш класа куçсан утă çултăм», — ачалăхне аса илет Нина Шемякина. Унăн ашшĕ Димитрий Зайцев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă.

Pages