Комментари хушас

15 Чÿк, 2018

Телемедицина ялта та вăй илет

… Документсен электронлă çаврăнăшĕ, электронлă медицина карттисем тата врач йышăнăвне электронлă майпа çырăнасси, телемедицина… — çаксем пурте гражданина, вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, квалификациллĕ медицина пулăшăвне тивĕçмешкĕн кирлĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çитес вунă çуллăх валли палăртнă тĕллев — аслă çĕршывăмăрăн мĕнпур территорийĕнче тĕпленнĕ Раççей гражданĕсене пахалăхлă сывлăх сыхлавĕпе тивĕçтермешкĕн май туса парасси — Чăваш хутлăхĕнче вăй илнине ялсенчи çĕнĕ йышши ФАПсене хальхи кăткăс оборудованипе пуянлатни аван çирĕплетет. Халĕ вĕсем те пысăк квалификациллĕ телемедицина консультацийĕсене интернет уçлăхĕ урлă илме пултараççĕ.

Çакăн йышши пĕрремĕш çыхăнăва Красноармейски районĕнчи Именкассинчи модульлĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче кăçалхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Ун чухне ку тăрăхри пациент сывлăхне Шупашкар хулин Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин кардиологĕ тĕплĕн тĕрĕсленĕ, амака сирмелли майсене уçăмлатса усăллă сĕнÿ-канаш панă.

Именкассинчи ФАП — Чăваш хутлăхĕнче пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă пĕрремĕш сиплев çурчĕ /кăçал Республика кунне уявланă чухне уçнă/, ăна районти тĕп больницăпа тата республикăри медицина центрĕсемпе çыхăнса телемедицина консультацийĕсем ирттермелли, пациент сывлăхне курав конференцийĕн мелĕпе тишкермелли кăткăс техникăпа пуянлатнă. Урăхла каласан, ял çыннине пахалăхлă сиплеве вырăнтах илме пултармалла майлаштарнă.

Паян кунта чĕрепе юн тымарĕсен амакĕллĕ пациентсен черетлĕ консультацийĕ иртрĕ. Надежда Владимирова фельдшер çирĕплетнĕ тăрăх, Именкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕ сала халăхĕсĕр пуçне Çурткасси, Шурка, Чумаш ялĕсенче пурăнакансен — 420 çыннăн, çав шутра 60 ачан — сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерет.

«Халĕ пирĕн ентешсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн пурте çителĕклĕ, — тет вăл. — Кашни кĕçнерникун ФАПра Красноармейски больницин терапевчĕ йышăну ирттерет. Пациента республикăри ертсе пыракан больницăсен тухтăрĕн татăклă сăмахĕ кирлине палăртсан çийĕнчех вĕсемпе телемедицина консультацийĕ йĕркелет».

Асăннă кун Инга Прокопьева терапевт чылай пациента йышăнчĕ. Вĕсенчен пĕри — 73 çулти Мария Солюкова — чĕре чирĕпе чылайранпа аптăрать. 

Мария Солюкова шухăшĕпе, телеçыхăну мелĕпе ирттернĕ йышăну уншăн, çамрăках мар çыншăн, питĕ меллĕ. Ялтан тухмасăрах пахалăхлă консультацие тивĕçме пултарни — чăннипех ырлăх.

Именкассинчи офисра телемедицина консультацийĕсене ытларах кардиологсене йыхравланин сăлтавĕ ансат. «Ялти çынна ансăр специалист йышăнăвне лекме çăмăл мар, унсăр пуçне чĕре чирĕсем пирĕн республикăра кăна мар, Раççейре те, тĕнчере те этем пурнăçне кĕскетекен сăлтавсенчен пĕри пулса тăраççĕ», — тет Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин тĕп тухтăрĕ Ильдар Абызов.

www.hypar.ru

Рубрика: