Красноармейски районĕ

18 May, 2020

Ачасем сусăрланнă

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче 28 çулти амăшĕпе унăн 9 çулти хĕрĕ инкеке лекнĕ. Авари «Сăр» автоçул çинче пулнă. «Фольсваген-Пассат» рулĕ умĕнчи хĕрарăм-водитель кювета чăмнă. Машинăра хĕрарăмăн хĕрĕ пулнă. Иккĕшне те больницăна ăсатнă.

24 Jan, 2020

100 çул тултарнă ятпа саламланă

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кайри Карăк ялĕнче пурăнакан Нина Егорова патне хăнасем килсе çитнĕ. Сумлă сăлтавпа! Ĕç ветеранĕ Нина Ивановна çав кун 100 çул тултарнă.

11 Jul, 2019

Çул пулсан пурнăç татах лайăхланĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи Боголюбов урамĕнче пурăнакансем хăйсем патне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килессе пĕлсе ятарласа пухăннă. «Республика ертÿлĕхне тав сăмахĕ калас тесе килтĕм, çак çула тума укçа уйăрнăшăн», — терĕ Альбина Кудряшова.

8 Jul, 2019

Чăваш Енри хастар та маттур çемьесене чысларĕç

«Çемье – тăнăçлăх пуянлăхĕ». Çапла калаççĕ халăхра. Çемье юратупа шанчăклăх хÿттинче пулни вара пирĕн пурнăçа паха пĕлтерĕшпе пуянлатать. Вĕсем — çын телейĕн никĕсĕ, пурнăçри чи хаклă тупра тата шанчăклă тĕрев.

29 Ноября, 2018

Пĕр-пĕриншĕн — ырă тĕслĕх

«Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр», — теççĕ халăхра. Чăнах та çапла. Савăнăçа та, кулянăва та кампа та пулин пайлас килет. Атте-аннепе калаçни аван-ха, çапах тепĕр чухне канăç паман шухăшсене пайлама çывăх тус-тантăш кирлех.

Pages