Комментари хушас

27 Раштав, 2018

Телее малтанах ĕненмен

Асамлăх пурах çав. Ăна ĕненмелле кăна. Акă Шупашкарти Ивановсем уяв умĕн хăйсене савăнтарма май тупнă. 1-мĕш класра вĕренекен Костьăпа Миша Хĕл Мучи патне планшет ыйтса çыру вĕçтернĕ те — пĕчĕкскерсем ĕмĕтленнине шур сухалпа мăнукĕ туххăмрах пурнăçланă. Мĕнле майпа тетĕр-и?
Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрварта вĕсен кукашшĕпе кукамăшĕ пурăнаççĕ.
— Канмалли кунсенче ачасем яла кайсан алла час-часах хаçат-журнал тытаççĕ. Миша çакна кура килте те илсе тăма темиçе хутчен ыйтрĕ. Çавăнпах вĕсене ача-пăча кăларăмĕсене çырăнса патăм, — каласа кăтартрĕ кил хуçи мăшăрĕ Ольга Юрьевна.
Миша хаçатпа паллашма уйрăмах юратать. Маттурскер уроксене те пĕчченех тума тăрăшать. Хаçат вулама та вăхăт тупать. Пĕррехинче вĕсем аякри хулана больницăна кайнă. Профессор пÿлĕмне кĕрсен Миша нумай жур-нала курнă та савăннă. Амăшĕ хурса хăварма ыйтсан та итлемен, анчах тухтăр арçын ачан кăмăлне хăварман — журналсене тулли кăмăлпа ăна тыттарнă.
«Тантăш» хаçатра выляв пирки пĕлтерÿ тухсан вăл ача-пăча кăларăмĕсене çырăннине ĕнентерекен квитанци копийĕсене редакцие ярса пама амăшне сĕннĕ. Çемье канашланă хыççăн çапла тунă та.
Çак кунсенче Мишăна Юр пике планшет парнеленĕ. Костя ăмсанса пăхнă, анчах Хĕл Мучи те килмеллине манман-ха. Ивановсене «Хыпар» Издательство çуртĕнчен планшет выляса илнине пĕлтерсен вĕсем малтанах ĕненмен. Тĕрĕсех-ши тесе тепĕр хут шăнкăравласа ыйтнă. Ун хыççăн Александр Владимировичпа Ольга Юрьевна ачисене савăнтарнă: «Планшет илме Пичет çуртне каймалла. Хаçат- журналпа туслă пулнăшăн Хĕл Мучи Костьăна та планшет парнелеме унта пырĕ».
Раштавăн 24-мĕшĕнче телейлĕ çемьене çĕнтерÿçĕ пулса тăнă ятпа чысларĕç. Мишăпа Костя Хĕл Мучипе чăвашла калаçни савăнтарчĕ. Парнеллĕ пулнă Костя савăннипе шур сухала сăввине те чăвашла каласа кăтартрĕ. Хулара пурăнаççĕ пулин те арçын ачасем амăшĕ кăкăр сĕчĕпе пилленĕ чĕлхерен писмеççĕ.
— Килте яланах чăвашла к а л а ç а т п ă р . Хăш-пĕр чухне шкултанвырăсла сăмахсем «çаклатса» килкелеççĕ. Анчах тĕпренчĕкĕмсем тăван чĕлхерен писмеççĕ тесе шухăшлатăп, — ачисемпе кăмăллă амăшĕ.
Ивановсем кунашкал вăййа пĕрремĕш хут хутшăнман. Малтан та мĕн те пулин выляса илме илĕртекен билета туянкаланă. Анчах планшет – пĕрремĕш хут. «Тантăшри» ăнăçу вĕсем майлă çаврăннă хыççăн хавхалану татах вăй илнĕ.
— Тĕлĕнмелле те, савăнмалла та, «Тантăш» хаçатпа /267,72 тенкĕ/ «Самант» журнала /203,04 т е н к ĕ / ç ы р ă н с а çакăн чухлĕ тăкакларăмăр çеç — темиçе пин тенкĕ тăракан япала выляса илтĕмĕр, — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи Александр Иванов. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.