Комментари хушас

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн правленийĕ черетлĕ ларăвне ирттернĕ.
Правлени пайташĕсем кулленхи ĕç-хĕле тишкернĕ. Союз çумĕнче Çамрăк литераторсен канашне туса хурассине çирĕплетнĕ. Унăн ĕçне йĕркелесе пыма, литература çулĕ çине тăнă çамрăк прозаиксемпе поэтсене, драматургсене пĕр чăмăра пĕрлештерсе ăрусен çыхăнăвне тĕреклетме Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлекен, ача-пăча литературине ертсе пыракан редакторне, пултаруллă прозаика Ольга Васильевăна суйланă. Канаш йышне малтанлăха вăтăр çамрăка, литература анине сухалама шанчăк паракансене, кĕртĕç. Вĕсемпе писательсен пĕрлĕхĕнчи сумлă çыравçăсем нарăс уйăхĕнче мастер-классем ирттерĕç.
Союзăн çулленхи отчетлă пухăвне кăçал пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркеленĕччĕ. Килес çул, пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Мускавра иртекен Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунне хутшăнма Профессионал писательсен союзĕн пайташĕсене те чĕннĕрен вăхăта кăшт улăштарнă. Союз пайташĕсене икĕ хут пуçтарас мар тесе отчетлă пухăва пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче съезд пек ирттерме йышăннă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.