Комментари хушас

16 Нарăс, 2019

Тутарстанри "Сувар" хаçат 25 çулхине уявлать

Тутарстанра тухса тăракан "Сувар" хаçат тухма пуçланăранпа кăçал 25 çул çитрĕ. Çавна май редакци хăнасене Хусанти Туслăх çуртне пуçтарчĕ. Уява тĕрлĕ регионти чăвашла тухса тăракан хаçат-журналĕнче ĕçлекенсем, наци культура автономийĕн хастарĕсем, çыравçăсем тата ыттисем пухăнчĕç.

Уяв программи анлă пулчĕ. Конференципе пуçланчĕ, ăна хаçат редакторĕ Константин Малышев ертсе пычĕ. Унта Тутарстанри патшалăх канашĕн депутачĕ, чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Дмитрий Самаренкин, Хусанти наци культура центрĕн ертÿçи Валерий Казаков, "Сувар" хаçатăн иккĕмĕш редакторĕ Николай Сорокин тата ыттисем сăмах илчĕç. "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина та ĕçтешсене саламларĕ. Вăл ИÇ ĕçе-хĕлĕ тата пирĕн хаçат-журнал çинчен каласа кăтартрĕ.

Туслăх çурчĕн директорĕн заместителĕ Николай ВЛАДИМИРОВ:

- Туслăх çуртĕнче 37 халăхăн наци автономийĕсем килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсенчен чи пултарулли - чăвашсен пĕрлĕхĕ. "Сувар" хаçат та тĕрлĕ нацин çыннисен туслăхне çирĕплетекен хатĕр пулса тăчĕ.

СĂН ŸКЕРЧĔКСЕМ...

ВИДЕО...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: