Комментари хушас

21 Нарăс, 2019

«Теттепе» — зарядка

Паян Шупашкарти 41-мĕш шкулта 3-мĕш класра ăс пухакансем пĕрремĕш урок вăхăтĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕсемпе, Лариса Петровăпа тата Валентина Федоровăпа, тĕл пулчĕç. «Тантăш» хаçат малтан «Пионер сасси» ятпа тухнине, пĕрремĕш редактор Илья Максимович Алтын-Баш пулнине пĕлчĕç. Çак кăларăм çинчен видео курчĕç. Унтан юратнă «Тетте» журналпа тĕплĕнрех паллашрĕç.

Ачасем кăларăмсемпе туслашма сăмаха пачĕç. Ара, хаçат-журналпа тачă çыхăну тытсан лауреат пулатăн-çке! Сăмахран, 41-мĕш шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Елена Яндрова (Григорьева) — «Тантăш» хаçатăн 1980 çулти лауреачĕ. Елена Матвеевна «Артек» ача-пăча центрне кайма путевкăна тивĕçнĕ. Ăна Шупашкартан ăсатса яраканĕ — Петĕр Çăлкуç, кĕтсе илекенĕ вара Василий Кервен пулнă.

Акă класа чĕрĕ «Тетте» те килсе çитрĕ. Ачасемпе ирхи зарядка ирттерчĕ. Вĕренекенсем хаваспах хусканусем турĕç, кайран унпа асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

www.hypar.ru

Тина АПРЕЛЬСКАЯ. Лариса ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Видео авторĕ — Лариса ПЕТРОВА.

Рубрика: 
Теги: