Комментари хушас

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Правительствин АПК, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру улшăнăвне хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комиссин тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна уçнă май агропромышленноç комплексĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕн çитĕнĕвĕсемпе пĕрлех çитменлĕхĕсене те тĕплĕнрех палăртма чĕнсе каларĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене çураки çывхарнă май хăйсене пысăк яваплăх кĕтнине туйса ăна пахалăхлă ирттерме тĕплĕн хатĕрленмеллине аса илтерчĕ. Хĕрÿ ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисене Правительство наградисемпе хавхалантарчĕ. Вĕсен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн хастарĕ Вера Иванова та.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов АПК 2018 çулта епле аталаннипе тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. 70 млрд тенкĕлĕх продукци хатĕрленине /вăл шутра ял хуçалăхĕнче — 37,4, апат-çимĕç продукчĕсемпе ĕçмелли тавар 32,7 млрд тенкĕлĕх/ палăртрĕ. Производство индексĕ 101,7 процента çитнĕ /Федерацин Атăлçи округĕнче — 98,7%, Раççейре — 99,4%/. Çитĕнÿре патшалăх пулăшăвĕн тÿпи курăмлă. 2018 çулта вăл 2,7 млрд тенкĕпе танлашнă /ÿсĕм — 10,6%/. Минерал удобрение çулсерен ытларах хывни хăйĕн çимĕçне кÿнĕ: пĕлтĕр 632,7 пин тонна тырă туса илнĕ, 2014 çулхинчен 13,2% нумайрах /ФАО —2,5%, РФ — 7,6%/.

Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕлтĕр çĕр улми туса илессипе округра — 3-мĕш /усă куракан 100 гектар çине куçарса шутласан — 1-мĕш/, çĕршывра 15-мĕш вырăн йышăннă. Выльăхран продукци илессипе кăтартăва 2,3% лайăхлатнă. Чăваш Ен ФАОра усă куракан 100 га çине куçарса шутласа сĕт сăвассипе — 2-мĕш, аш-какай туса илессипе 3-мĕш вырăнта.

Продукци калăпăшĕ ÿсни ĕç укçине хăпартма май панă. Ял хуçалăхĕнче юлашки 5 çулта вăл 46% пысăкланнă. Апла пулин те экономикăри вăтам шалупа танлаштарсан 69% кăна. Çамрăксене уйăхсерен 11-13 пин тенкĕ сĕнекен хуçалăх ертÿçисем халĕ те пурри тĕлĕнтерет. Çав вăхăтрах пурăнмалли вырăн çук та иккен. «Кам кайтăр кун пек шалупа яла, — терĕ республика ертÿçи. — Çамрăксем 30 пин тенкĕрен пĕчĕкрех ĕç укçипе килĕшесшĕн мар. Кун пирки тĕплĕн шухăшласа пăхмаллах».

Фермерсене çĕр улми вырнаçтарас ыйту канăç памасть. Çитменнине унăн хакĕ кăçал пысăках мар. Кĕркунне йÿнĕ, хĕлле хакланать пулĕ тесе хăшĕсем ăна упрама хăварнă. Анчах хак улшăнманпа пĕрех. Михаил Игнатьев ку чухнехи потребительсем лавккара е пасарта лайăхран лайăх тавар çеç туяннине палăртрĕ. Çĕр улмине сортласа лайăх тасатсан çынсем хакне пăхмасăр кăмăлласах йышăнĕç терĕ. Апла пулсан хресченĕн ăна çитĕнтерме кăна мар, тупăшлă сутма та вĕренмелле. Паха тавара республика тулашĕнче кăна мар, чикĕ леш енче те хапăл пулĕç.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Исключить из Яндекс-Новостей: