Комментари хушас

Паян ЧР Пуçлăxĕ Mихаил Игнатьев Канаш хулинче пулса экономикăпа социаллă пурнăç ыйтăвĕceне тишкерчĕ.

"Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçула Канаш айккипе, хулана кĕмесĕр автотранспорта тухмалли çула пĕлтĕрхи раштав уйăxĕнче туса пĕтернĕ. Ăна хута янăранпа Тăвайсем Канаша кĕмесĕр трассăна тухаççĕ. "Çак çул хулари çул çÿреве çăмăллатма пулăшать", - терĕ Михаил Игнатьев.

Канашри пурăнмалли çуртсенчен, мĕн пур йышши çурт-йĕртен юхса пухăнакан таса мар шыва кашни талăкра 15 пин кубла метр тасатма пултаракан объекта еплерех тунипе паллашрĕ. Cтроительство ĕçĕcене 59 процент пурнăçланă. ЧР Пуçлăxĕ вĕceне хăвăртлатма, кăçaлхи авăн уйăxĕнче вĕçлеме ыйтрĕ.

Индустри паркне электричество, шыв, газ çитернĕ, acфальт çул, тротуар тунă. Кунта производство йēркелесе яма тăватă резидент çĕр лаптăкĕ йышăннă. Вĕceнчен пĕри промышленноç валли сивĕтмĕш-шăнтмăш тăвакан завод тума пуçланă. Тата тăватă предприниматель кунта лаптăк илме кăмăл тунă.

Михаил Игнатьев 240 вырăнлăx ача сачĕ тунă çĕре те çитрĕ. Ăна раштав уйăхĕ тĕлне туса пĕтереççĕ. Xулари пурăнмалли çуртсене хăтламалли программáна еплерех пурнăçланипе те паллашрĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: