Чăваш Ен Пуçлăхĕ

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Наци радиовĕн тата «Тăван радион» «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хуравларĕ. Калаçу хальхинче çĕнĕ форматпа иртрĕ: микрофон умĕнче «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕсем те пулчĕç. Тепĕр майлă каласан, хăйсене пăшăрхантарнине пирĕн вулаканăмăрсем те республика ертÿçи пулăшнипе уçăмлатма пултарчĕç.

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Наци радиовĕнчи тата "Тăван радиори" "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче хуравларĕ. "Тÿрĕ лини"  хальхинче çĕнĕ форматпа иртрĕ: микрофон умĕнче "Хыпар" тата "Советская Чувашия" журналисчĕсем те пулчĕç.

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче 13 сехетре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçатсен вулаканĕсен ыйтăвĕсене хуравлĕ.

Михаил Васильевича памалли ыйтусене «Хыпар» хаçат редакцийĕнче те йышăнаççĕ. Адрес: Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт. Электронлă почта: hypar1@mail.ru. Ыйтса пĕлмелли телефон: 36-65-35.

www.hypar.ru

«Ялти çынсен пурнăçне лайăхлатсах пынăшăн республика ертÿлĕхне чĕререн тав тăватăп. Пирĕн ялта шкул та, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ те пур. Çамрăк нумай, вĕсем хитре çуртсем çĕклеççĕ. Ял аталансах пырать», — пĕлтерчĕ паян Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче пурăнакан Людмила Никитина Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева.

Pages

Subscribe to Чăваш Ен Пуçлăхĕ