Комментари хушас

5 Jul, 2019

Каллех пуçтарчĕ Тихвин ярмăркки

«Ярмăрккă» сăмах нимĕç чĕлхинчен куçарсан «çулталăкри пасар, рынок» тени пулать. Ăна çулталăкра пĕрре, яланах пĕр вăхăтра, йĕркеленĕ.

Вĕсене вăтам ĕмĕрсенчех ирттерме пуçланă. Çĕрпÿри Тихвин ярмăркки хăçан пуçланса кайни пирки тĕплĕн пĕлтерни çук, анчах та чăвашсен паллă историкĕ Иван Кузнецов хăйĕн пĕр кĕнекинче çапла çырни пур: «1864 çулта Çĕрпÿ ярăмрккинче тĕрлĕ тавара 258 пин тенкĕлĕх сутнă, 1866 çулта — 130 пин, 1867 çулта — 454 пин, 1904 çулта — 118 пин тенкĕлĕх. 1827 çулта 55 200 тенкĕлĕх тавар илсе килнĕ, анчах та 52 пин тенкĕлĕх кăна сутнă…» — тенĕ. Ярмăрккăра ытларах пусма-таварпа сутă тунă, унсăр пуçне ун лапамĕ выльăх-чĕрлĕхпе те, апат-çимĕçпе те пуян пулнă.

Совет влаçĕн çулĕсенче Тихвин ярмăркки хăйĕн пĕлтерĕшне çухатма пуçланă. Телее, çĕнĕ ĕмĕрте вăл çĕнĕрен чĕрĕлсе тăчĕ. Паян Çĕрпÿри Тихвин ярмăрккин пуянлăхĕ — культурăпа спортăн пуян программисем, кану мероприятийĕсем, тĕрлĕ енлĕ суту-илÿ.

Кăçал вăл тăватă кун — утă уйăхĕн 4-7-мĕшĕсенче иртет. Çулталăкĕпех кĕтнĕ уяв провослави темине халалланă мероприятисемпе уçăлчĕ. Чăваш патшалăх академи симфони капелли, арçынсен «Артикаль» вокал арт-проекчĕ тата халăх пултарулăхĕн «Ярмаринка» фестивалĕ асăннă темăна пурнăçа кĕртрĕç.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕ районта Театр кунĕпе асра юлĕ. Ярмăрккă лапамĕ мĕн иртенпех юрă-кĕвĕпе, ташă-кулăпа янăраса тăрать. Кунта «Чăваш йăли-йĕрки» фестиваль ĕçлерĕ, çавăн пекех «Тихвин майри» пултарулăх конкурсĕ иртрĕ, унта наци тумĕсен коллекцийĕпе паллаштарчĕç. Тата чăвашсен авалхи, ламран лама куçса паянхи куна çитнĕ Акатуйĕ кĕрлерĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сумлă ытти хăна хутшăнчĕç. Михаил Васильевич çĕр ĕçченĕсене ака вăхăтĕнче хастар пулнăшăн, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тав турĕ. Чи-чи маттуррисем наградăсене тивĕçрĕç.

Акатуя Çĕрпÿ хут купăсçисен ансамблĕ малалла тăсрĕ. Каç кÿлĕм вара сăнав пукане театрĕн презентацийĕ, театр коллективĕсен регионсен хушшинчи уçă фестивалĕ иртĕ, «Çавал» ентешлĕх Çĕрпÿ районĕнчен тухнă театр артисчĕсене чыслĕ тата К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн «Килех килчĕ тур çырни» камитне курса киленĕç. Уяв фейерверкĕ хăнасен, хулапа район çыннисен кăмăлне çĕклĕ.

Ыран вара хула çыннисем Çĕрпĕве никĕсленĕренпе 430 çул çитнине паллă тăвĕç. Вырсарникун та ярмăрккă лапамĕ кĕрлесе тăрĕ: ачасен, çавăн пекех аслисен хушшинче мини-футбол енĕпе ăмăртусем иртĕç. Самбо, ирĕклĕ кĕрешÿ, канат туртасси, кире пуканĕ çĕклесси тата ытти енĕпе те вăй виçĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн укерчĕкĕсем.

Рубрика: