Комментари хушас

6 Авăн, 2019

Палăртнă объектсене мĕнле тăваççĕ?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Çул-йĕр сечĕсем» регион проектне пурнăçласа Шупашкарта тăвакан ĕçсемпе паллашрĕ.

Малтан Электроаппаратчиксен бульварне çитрĕ. Кунта 340 метра тăсăлакан тăватă полосаллă автоçула хута ярасшăн. Унăн икĕ енĕпе тротуар пулать. Тĕп юсава 48,8 млн тенкĕ явăçтараççĕ. Хальлĕхе ĕçсен 75% пурнăçланă. Михаил Игнатьев вĕсене кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме ыйтрĕ.

Подряд организацийĕ Октябрь 50 çулĕн урамĕнчи автоçула /949 м/ тĕпрен юсанă, çĕнĕ тротуар сарнă. Проект хакĕ 28,6 млн тенкĕ. Республика Пуçлăхĕ çул тата тротуар пахалăхĕпе кăсăкланчĕ, çитменлĕхсене пĕтерме ыйтрĕ.

Çавăн пекех А.Николаев космонавт летчик урамĕнче пулчĕ. Кунта çула /2489 м/ Çĕрпÿ районĕнчи «Воддорстрой» общество тĕпрен юсать. Ăна çĕнетме 62,5 млн тенкĕ уйăраççĕ. Паянхи кун тĕлне ĕçсен 40% пурнăçланă, объекта кăçалхи юпа уйăхĕнче хута ямалла.

Михаил Игнатьев çул тăвакансен ĕçне хак панă хыççăн çапла пĕтĕмлетрĕ:

— Шупашкар агломерацине кĕрекен муниципалитетсене — Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене, Шупашкарпа Муркаш районĕсене çул-йĕр тăвас ĕçре ытларах ăнса пырать теме пулать. Пирĕн умра вĕсенчи автоçулсен — 85%, республикăри муниципалитетсен çулĕсен 50% нормативпа тивĕçтерес тĕллев тăрать. «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçлама федераци, республика тата тĕп хула бюджетĕнчен Шупашкара пĕлтĕр питĕ пысăк укçа, кăçал 1 млрд ытла, пĕтĕмпе 1,6 млрд тенкĕ уйăрнă. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн асăннă районсенче кăçал 55 объекта ĕçе кĕртмелле. Подряд организацийĕсемпе килĕшÿсем çирĕплетнĕ, 25 объектра юсава вĕçленĕ, ыттисенче вăл малалла пырать. Çулсене çĕнетме укçа юлашки вăхăтри пек нумай нихăçан та куçарман. Çулсем лайăхланнине водительсем те, çуран çÿрекенсем те асăрхаççĕ. Çакна Чăваш Ен хăнисем те туяççĕ. Сăмахран, кĕçнерникун республикăра пулса курнă Совет Союзĕн Геройĕсем пирĕн çулсем лайăххине палăртрĕç. Эпĕ вĕсене татах та лайăхлатмалла терĕм. Паян сирĕнпе Октябрь 50 çулĕн урамĕнче çĕнĕ тротуар та куртăмăр, ăна Электроаппаратчиксен бульварĕнче те тăваççĕ. Ун пекки Калинин урамĕнче те, ытти урамра та пулать. Ÿлĕм «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тротуарсем те тăватпăр. Маларах вĕсене тăсма унпа укçа уйăрман. Тротуарсенче велосипедистсем валли те вырăн пулмалла. Пирĕн кăçал 55 объекта хута ярассишĕн мĕн кирлине пурне те тумалла.