Чăваш Енре шыва кĕмелли сезон пуçланнăранпа çăлавçăсем шыв объекчĕсенче сыхласа тăраççĕ. Рейдсене ишме ирĕк панă, çавăн пекех юраман вырăнсенче те ирттереççĕ.
Шупашкарта пляжсем пĕр уйăх каялла уçăлчĕç. Шăрăх çанталăкра хула çыннисем унта хаваспах шыва кĕреççĕ. Çавăн пекех Атăл хĕрринче уçăлса çӳреççĕ, велосипедпа ярăнаççĕ.
Çăлавçăсем асăрхаттарса тăрсан та кăçал шывра инкек çине инкек пулчĕ. Статистика савăнтармасть: çак уйăх пуçламăшĕнче 11 çын путса вилнĕ, çав шутра — 3 ача.
Паллах, инкек тухасса никам та кĕтмест, анчах ăна кашнин хатĕр пулмалла. Çавăнпа вăл е ку лару-тăрăва лексен мĕн тумаллине ача садне е шкула çӳренĕ чухнех вĕрентеççĕ. Мĕн пĕлнине вара çăлавçăсемпе пĕрле тĕрĕслеççĕ. Çапла, пушар хуралĕнче тата çын пурнăçĕшĕн тăрăшакан ытти ведомствăра ĕçлекенсем те хăйсен пĕлĕвне çĕнетсех тăраççĕ.