Комментари хушас

23 Юпа, 2019

Капиталлă юсав хакланмасть

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче халăхăн пысăк пайне пырса тивекен ыйту 2020 çул валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама хывакан тÿлев виçине палăртасси пулчĕ.

Строительство министрĕ Алексей Грищенко тÿлеве 2018-2019 çулсенчи шайрах хăварма сĕнчĕ — хваттерсен кашни тăваткал метрĕшĕн 6,3 тенкĕ. Çапла йышăнчĕç те.

Министр палăртнă тăрăх, çак виçепе пухакан тÿлевĕн çитес çулхи пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 800 миллион тенкĕпе танлашмалла. 2019 çултан юлаканни — тата 630 миллион тенкĕ. Çак укçа юсама палăртнă çуртсенчи ĕçсене туллин пурнăçлама, юсав ĕçĕсене кăçалхинчен 30% ÿстерме çителĕклĕ.

Регион ертÿçи халăхран капиталлă юсав тÿлевне пухассипе çыхăннă лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Министр шучĕпе, халăх енчен ăнлану пурри куçкĕрет. Çакна иртнĕ çул тÿлевсене 94% пухни те çирĕплетет. Апла пулин те, Михаил Васильевич шучĕпе, ку енĕпе çирĕпрех ыйтмалла: «Çуртсене юсатпăр, вĕсенче пурăнакан хăш-пĕр çемье вара çакăн валли укçа тÿлемест». Тĕрĕслĕх тени пулмаллах — хăшĕсем ыттисен шучĕпе ыр курнипе çырлахма юрамасть.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: