Комментари хушас

27 Чÿк, 2019

Эмелсемпе тĕрĕс усă курман

Çĕртме уйăхĕнче Раççейри допингпа кĕрешекен агентство Чăваш спортсменĕсемпе медицина ĕçченĕсем антидопинг йĕркине пăснă 60 ытла тĕслĕхе тупса палăртнине пĕлтернĕччĕ. 

Çавна май çурла уйăхĕнче Министрсен Кабинечĕ никама пăхăнман ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Çак йыша спорт юрисчĕ Артем Пацев, сывлăх сыхлавĕн специалисчĕ Асхаб Гаджиев врач тата уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчес енĕпе ĕçленĕ следователь Сергей Кондратьев кĕнĕ. Вĕсем агентство тупса палăртнă тĕслĕхсене тĕпченĕ, пĕтĕмлетÿсене 100 ытла страницăран тăракан ятарлă докладра çырса кăтартнă.

Артем Пацев паян иртнĕ брифингра çак докладри хăшпĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх, Чăваш Енри спорт тата сывлăх сыхлавĕн организацийĕсен ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ, тренрсемпе спортсменсемпе курса калаçнă, унта патшалăх влаç органĕсене те явăçтарнă. Ĕçлĕ ушкăн саккуна пăснă тĕслĕхсем тупса палăртман, медицина ĕçченĕсем сиплев вăхăтĕнче эмелсемпе тĕрĕс мар усă курнă /препаратсен дозине пысăклатни/ тĕслĕхсене вара тĕплĕн тĕрĕсленĕ. «Спортра усă курма юраман препаратсен тата усă курма юраман меслетсен /эмелсен дозисене усă курмалли йĕрке/ списокĕ пур. Анчах нумайăшĕ иккĕмĕш пайĕ пирки яланах манать, çавăнпа çакнашкал тĕслĕхсем палăраççĕ», — терĕ спорт юрисчĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: