Комментари хушас

27 Feb, 2020

Телефона таптаса çĕмĕрчĕ

Эпĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнче пурăннă май «Çамрăксен хаçачĕн» 5-мĕш номерĕнче «Авланма вăхăт çитнине ăнланса илтĕм» интервью пирки тăвансемпе юлташсем шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Виталий Осипов юрăç Иркутскра пурăнакан Ирина пирки каласа панă чухне сăмах ман çинчен пынине ăнланнă вĕсем. Эпĕ юратăва машинăпа улăштарнă, унăн шучĕпе пурăннă имĕш. Çапла каланине пĕлсен тĕлĕнтĕм те, тарăхрăм та. Çавăнпа хаçата хурав çырма шухăшларăм.

Çапла, эпир Виталипе çÿренĕ, анчах вăл каланă пек 6 çул мар, 3 çул. Канаш районĕнчи Карăклине эпĕ кукамай патне хăнана килсен вăл ман пата пыратчĕ, эпĕ те ун патне килне кайса çÿренĕ. Канашра вĕсен ашшĕн хваттерĕ пурччĕ, унта та кайса çÿрекеленĕ. Эпир нихăçан та пĕрле пурăнман. Виталий «Альянс» ушкăнра юрлатчĕ те Шупашкарта час-часах пулатчĕ, тăтăшах концертчĕ вĕсен. Пĕррехинче Чулхулари концерта пĕрле кайнăччĕ эпĕ.
«Унăн шучĕпе пурăннă» тенипе вуçех килĕшместĕп. Манăн хамăн укçа пулнă. 2000 çулта анне вилчĕ. Вĕренеттĕм те пособи тÿлетчĕç. Çулла эпĕ ĕçленĕ. Мускав облаçĕнчи Дмитриево районне тухса кайрăм. Кун пирки ман тăвансем пурте пĕлеççĕ, çирĕплетме пултараççĕ. Ĕçлеме çÿренине ĕнентерекен документсем те пур. Канаш пасарĕнче калча сутнă. Хăш вăхăтра Виталий мана усранă-ши?
Пĕрремĕш телефона хамах туянтăм. Вăл мĕнле фирмăн пулнине те лайăх астăватăп. Хĕрлĕ тĕслĕ «раскладушкăччĕ», ун пеккисем тухнă кăначчĕ. Анчах унпа пĕр уйăх та усă кураймарăм. Виталик ÿсĕрле урайне печĕ те таптаса çĕмĕрчĕ. Кайран урăххине туянма тиврĕ. Атте пулăшатчĕ, уявсенче укçа паратчĕ. Виталий мана, вăл каланă пек, нимĕнле супер-пупер телефон та туянса паман. «Водитель правине илме вĕрентсе кăлартăм» тени те тĕрĕс мар. Хальхи пек астăватăп: инструкторпа пĕрле машинăпа çÿреме вĕрентнĕшĕн кашни занятире хам тÿлеттĕм, унсăр пуçне 200-шер тенкĕ бензиншăн параттăм. Экзамен умĕнхи каçхине вăл мана ÿсĕрле питĕ хытă кÿрентерчĕ. Çывăрнă- çывăрман, макăрнă куçпа ирпе экзамена кайрăм. Кайран вăл унта та ÿсĕрле пычĕ. Çын умĕнче мана уншăн намăсчĕ. Çакă чăтăмлăх миххин юлашки тумламĕ пулчĕ. Тĕрĕссине никама каламасăр пуçтарăнтăм та тухса кайрăм. Виталие те, тăвансене те хăнана çул тытнине пĕлтертĕм. Хам вара яланлăхах тухса кайрăм. Билет валли тăван укçа ярса пачĕ.
Çапла, атте мана автомобиль пачĕ. Мана ĕçе çÿреме питĕ кирлĕччĕ вăл. Виталипе иксĕмĕр хушăра пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă тăк эпĕ çав «юмахран» тармастăм. Халĕ вăл мана япăх енчен хаклаччăр тесе-ши — суйса кăтартать. Хăй вара савнă хĕрĕ ăна «машинăпа улăштарнăран» питĕ телейсĕр те мĕскĕн имĕш. Вăл ÿсĕр çÿренине ялта çынсем те, манăн тăвансем те пайтах курнă. Вăрçăнма пуçласан лăплантаратчĕç, чаратчĕç. Ÿсĕрле эпĕ ăна кукамай килне кĕртместĕм. Мĕншĕн ăна савнийĕсем пĕри те тепри пăрахаççĕ? Сăлтавĕ хăйĕнче мар-ши? Çĕнĕ савни тупнă тесе унчченхисем пирки суйса çыртарни килĕшÿллĕ-и вара?.. Малалла вулас...

www.hypar.ru

ИРИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.