Комментари хушас

10 Пуш, 2020

Шупашкарăн та Çĕнтерÿри тÿпи пысăк

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ канашлура Хĕрарăмсен кунне халалланă мероприятисене пĕтĕмлетнĕ, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсене тишкернĕ хыççăн автомобиль çулĕсене юсас ĕçсене мĕнле пурнăçланине, ку енĕпе йышăнмалли мерăсене сÿтсе яврĕç.

Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов палăртнă тăрăх, çанталăк улшăнсах тăни çулсене пысăк сиен кÿрет — асфальт тĕпренет. Çавна май вĕсене пăхса тăракан организацисемшĕн те ĕç калăпăшĕ пысăк. Ĕçлекенсен пысăк йышне, нумай техника явăçтарма тивет. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче шăтăк-пăтăкăн 7 пин тăваткал метрне сапланă, регион пĕлтерĕшлĕ трассăсем çинче — 3,3 пин тăваткал метр ытла. Апла пулин те, Владимир Михайлович шучĕпе, ĕçсен çак хăвăртлăхĕ тивĕçтермест.

Асфальт сиенленесрен сыхланас тĕлĕшпе регион пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче йывăр грузсем турттаракан пысăк транспорт хатĕрĕсем тĕлĕшпе вăхăтлăх чарăва вăя кĕртме йышăннă. Вăл пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен вăйра пулĕ. Чару апат-çимĕç, эмелсем, васкавлă кирлĕ ытти груз турттаркан транспорта пырса тивмĕ. Йывăр ытти транспортăн вара çула тухмашкăн уйăхлăх тăхтав тума тивĕ. Груза кирлĕ çĕре илсе çитермеллех пулсан ятарлă ирĕк илмелле пулать. Вăл, паллах, тÿлевлĕ. Сăмах май, тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарта уйăхлăх çак чару кăшт маларах — пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнсах — вăя кĕрĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара — ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа.

Олег Николаев водительсем çак чарăва пăхăнассине тĕрĕслесе тăрас енĕпе полиципе тачă çыхăну тытса ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех видеофиксаци мелĕсемпе усă курмалли çинчен та асăрхаттарчĕ.

Канашлăва вĕçленĕ май Олег Алексеевич граждансем хăй иртнĕ эрнере ирттернĕ «тÿрĕ линире» çĕкленĕ хăш-пĕр ыйтăва çĕклерĕ. Çав шутра — Çĕнĕ Шупашкарта кордодром тăвасси. Çак ыйту хăй вăхăтĕнче асăннă хулара самай пысăк шăв-шав çĕкленĕччĕ. Республика ертÿçи ун патне тепĕр хут таврăнмаллине, тĕплĕ сÿтсе явса татăклă йышăну тумаллине палăртрĕ. Çак тĕллевпе вăл химиксен хулинче ятарласа канашлу ирттерме те хатĕр.

Олег Николаев çавăн пекех нефть хакĕ тăруках чакса кайнипе çыхăннă темăран та пăрăнса иртмерĕ. Ку тĕрлĕ тавар хакĕсене пысăк витĕм кÿме пултарнине тĕпе хурса çак ыйтăва Раççей Правительстви те пухăнса тишкернине кура Олег Алексеевич регионăн финанс, экономика аталанăвĕн министрĕсене ятарлă канашлу йĕркелеме, унта республика шайĕнче йышăнмалли мерăсене палăртма сĕнчĕ.

Юлашкинчен вара Общество палатин председателĕн Алексей Судленковăн сĕнĕвĕ янăрарĕ. Вăл Шупашкар хули 1945 çулхи Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнине аса илтерчĕ. Калăпăр, Совет Союзĕнче вăрçă çулĕсенче туса кăларнă мĕн пур танка Шупашкара эвакуаципе куçарнă электроаппарат завочĕн продукцийĕпе тивĕçтернĕ. Кунти ликерпа эрех заводĕнче вара «Молотов коктейлĕсене» хатĕрленĕ. Фронта пулăшса пурнăçланă ытти ĕç те курăмлă. Çавна май, Алексей Алексеевич шучĕпе, Шупашкара ĕç мухтавĕн хулин хисеплĕ ятне пани вырăнлă. Ун шучĕпе, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Конституцие кĕртмелли тÿрлетÿсемшĕн сасăланă чухне Шупашкарсем çак пуçарăва мĕнле хакланине пĕлни питĕ вырăнлă пулмалла.

Олег Николаев сĕнĕве ырларĕ. Вăл Шупашкара сумлă ят памашкăн ыйтса Раççейĕн «Çĕнтерÿ» йĕркелÿ комитетне тăратмалли документсене хатĕрлеме хушрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.