Комментари хушас

11 Пуш, 2020

Вăрçă ветеранне — медаль

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Аслă çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă, вăрçăран таврăннă çынсем нумай та юлмарĕç. Элĕк районĕнче пурăнакан Владимир Петров вăрçă ветеранĕ те тăхăр теçеткерен каçнă ĕнтĕ. Унăн аса илмелли пайтах.

Вăл 1926 çулта Кураккассинче çуралнă. 1944 çулта каччă çар ретне тăнă. Ăна фронтра та çапăçма тивнĕ. Вăрçă чарăнсан Хура тинĕс флотĕнче аслă матрос пулса службăра тăнă. Тăван тăрăха 1951 çулхи март уйăхĕнче таврăннă. Уншăн çар пурнăçĕ çичĕ çула тăсăлнă. Салтак çĕнсе илнĕ наградăсем пайтах. Çак кунсенче район ертÿçисем Владимир Петровича çуралнă кунпа саламланă май юбилей медалĕ те парса чысланă.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.