Комментари хушас

16 Пуш, 2020

Картинăсем юсанса таврăнĕç

Мускаври Третьяков галерийинче чăваш художникĕсен картинисен куравĕ, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе уçăлни чăваш атономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланăскер, уçăлнин пĕлтерĕшĕ çинчен республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕнчен Алла Салаевăран ыйтрăмăр.

- Паллах, курав чи малтан — Мускав çыннисем, тĕп хула хăнисем валли, — терĕ Алла Леонидовна. — Унта чăваш художникĕсен, тĕнче шайĕнчи ÿнерçĕсен республикăри фондсенче упранакан 76 ĕçне тăратнă. Анчах çакăн пысăк пĕлтерĕшне нумай картинăна реставрациленинче куратăп — Третьков галерейинчи курав валли 50 картинăна реставрациленĕ.

Калăпăр, Левитанăн «Одуванчики» картини. Çавăн пекех — Петров—Водкин ĕçĕ. Курари картинăсем çĕртме уйăхĕнче республикăна таврăнĕç, Чăваш Енре пурăнакансем, пирĕн хăнасем ÿнер ĕçĕн çĕнелнĕ шедеврĕсемпе, наци пуянлăхĕ шутланаканскерсемпе, хамăр патра та паллашма пултарĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: