Комментари хушас

18 Пуш, 2020

Йăмра

Йывăр пулсан та паян Андрей ытти кунсенчен иртерех вăранчĕ. Мĕн тăвас тетĕн, юрăри пек — институт, экзаменсем, сесси вĕт... Çитменнине, вăл пачах та хатĕр мар. Унăн ХХ ĕмĕрĕн 60-70 çулĕсенчи чăваш литературипе экзамен тытмалла. Ĕнер тата çуралнă кунра пулнă. Унта лайăх савăннă, ĕçнĕ-çинĕ. Паллах, çитмен. Тата кайса илнĕ, ыттине астуманпа пĕрех. Ĕçе-ĕçе карланки те кĕрĕк çанни пысăкăш пулса кайнă пуль...
Урăх чух экзамен вĕçне çеç кайĕччĕ Андрей. Анчах паянхи вĕрентекен пачах ĕçмест, укçа илмест, хăй вăхăтĕнче коммунист пулнă ахăр. Ку кăмăллă ватта студентсен пĕлĕвĕ кăна кирлĕ. Ăçтан тупас-ха ăна? Иртерех кайса камран та пулин «шпаргалка» илсе çырса илессинче кăна шанчăк. Каярах килсен яланах çывăрса юлакан Канаш хĕрĕнчен Людăран пулăшу кĕтсе илеетĕн-и? Тата экзамена ăнăçлă тытса хăвăртрах яла вĕçтермелле. Унта клуб, юлташсем, савни, уни-куни…
Аудитори алăкĕ умĕнче виçĕ-тăват студент хăйĕн черетне кĕтсе тăрать. Андрей тÿрех пуринчен те «шпаргалка» ыйтма тытăнчĕ. Пулать-çке – никамăн та çук. «Тен, кабинетра ларакансен пур?» — кĕтмен çĕртен пуçа кĕчĕ шухăш. Шăп çав вăхăтра алăкран хĕвел пек çиçекен Петĕр Белов сиксе тухрĕ.
— Миçе? — ыйтрĕç пурте харăссăн.
— Миçе пултăр? Пиллĕк! «Салампи» лекрĕ, эпĕ ăна шкултанах астăватăп, — хуравларĕ Петĕр.
«Артемьевăн «Салампи» повеçĕ мана лекнĕ пулсан, эп те чиперех тытнă пулăттăм... Тен, тата та çăмăл ыйтусем юлнă-ха унта?» — шухăшласа илчĕ Андрей.
— Петĕр, кала-ха, камăн та пулин аудиторире «шпаргалка» пур-и? — ыйтрĕ вăл.
— Баймашăн пур пулас, тем чакаланса ларатчĕ вăл, — кăшкăрса хăварчĕ килне каякан Петĕр.
Çынсем ăнкарса иличчен Андрей аудиторине черетсĕрех кĕрсе те тăчĕ.
— Ишмуллов, вăтанса ан тăр, хăрамасăрах ил билет, — сĕнчĕ ăна Агаков профессор. Андрей Ишмуллов 4-мĕш номерлĕ билет туртса кăларчĕ те ыйтăвĕсене вуласа пăхмасăрах Сантăр Баймашкин умĕнчи пушă вырăна кĕрсе ларчĕ. Ыйтăвĕсене вуласа пăхсан вара унăн пĕр харăс куççульпе макăрас тата упа пек мĕкĕрес килсе кайрĕ. Алексей Воробьевăн «Йăмра» поэми лекрĕ: вуламан кăна мар, ун пирки илтмен те. Баймаш ав тем тăрăшса çырать, хутран-ситрен хăйĕн вăрăм пÿрнисемпе кăтра çÿçне çамки çинчен илсе пăраха-пăрахах тăрăшать. Питĕнче яланхилле кулă вылять. Ишмуллов вĕрентекен ан илттĕр тесе Баймашкинпа пăшăлтатма тытăнчĕ.
— Байма-а-аш! «Шпаргалка» пур-и сан? Пар-ха!
— Туллиех, анчах пуçра çеç. Эп йăлтах вуланă.
— Апла пулсан каласа пар-ха Воробьевăн «Йăмри» пирки.
— Э-э-э, Ишмул! Пĕлетĕп эп ăна... Поэмăра йăмрана чăвашсемпе танлаштарнă.
Çавăн пирки çырнă автор.
— Воробьевĕ тата кам вăл?
— Манпа кÿршĕллĕ ялтан. Вăрнар районĕнчен.
— Ишмуллов! Баймашкин! Эсир ыран килесшĕн-и тепĕр хут? Шăп пулăр! –асăрхаттарчĕ вĕрентекен.
Самантрах шăпланчĕç студентсем. Баймашкин хута малалла çĕвĕ машинки пек
шăрçалама пуçларĕ — сас паллисем тĕрĕ пек ÿкерĕнсе пычĕç, Ишмуллов хут варрине пысăкккăн кăна «Йăмра» тесе çырса хучĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.