Комментари хушас

6 Ака, 2020

Ыйтмасăрах тӳлĕç

Республикăра пурăнакансен 8% - пенсионерсем, Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Роза Кондратьева вĕсене савăнтарма тивĕç хыпар пĕлтерчĕ: ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 6,1% пысăкланаççĕ. Калăпăр, ачаран инвалидсен пенсийĕ 770 тенкĕ хушăнать, вăрçа хутшăннисен, икĕ пенси илекенскерсен, — 818 тенкĕ.

Вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене, Ленинградри блокадăра пулнисене — 75-шер пин, вăрçă вăхăтĕнче тылра 6 уйăхран кая мар ĕçленисене 50-шар пин тенкĕ тӳлесси те вăрах кĕттермĕ. Республикăра пурăнакан ватăсене Çĕнтерӳ юбилейĕ тĕлне паракан тӳлевсен пĕтĕмĕшле виçи 576 миллион тенкĕпе таналашĕ.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова Президент Çырăвĕнче çемьесене, ачасемшĕн пама палăртнă пособисене хăçан тӳлеме тытăнасси çинчен каларĕ — граждансен вĕсене памашкăн ыйтса çырмалла мар, автомат мелĕпе тӳлĕç.

Çавăн пекех вăл ĕçлекен, 65 çула çитнĕ граждансене РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса 19-мĕшĕччен вăхăтлăх ĕçлейменни çинчен калакан хутсем парассине çирĕплетрĕ. Çавна май ĕç паракансен вĕсене е дистанци мелĕпе ĕçлемелли условисемпе тивĕçтермелле, е Соцстрах фондĕнчен больничнăй пама ыйтмалла. Соцстрахран гражданин хăй ыйтмасть, ку — ĕç паракан тивĕçĕ. Олег Николаев Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне паракан тӳлевсене ватăсенчен чылайăшĕ карточка çине мар, почта, банксем урлă укçан илнине палăртнă май хăрушсăрлăха тивĕçтермелли пирки асăрхаттарчĕ: çав укçана хапсăнакан тӳрĕ кăмăллă мар çынсем тупăнма пултараççĕ — влаçсен енчен тимлĕх пулмаллах.

www.hypar.ru

Рубрика: