Комментари хушас

9 Ака, 2020

Çуркуннехи каникул

Акă çурхи каникул та иртсе кайрĕ. Эпĕ ăна усăллă ирттертĕм. Кунĕпех килте пулнă май пĕрлехи экзамена хатĕрлентĕм. Ăнăçлă тытас тесе кĕнеке нумай вуларăм. Карантина пула вĕрентекенсемпе дистанци мелĕпе çыхăнма тиврĕ. Вĕсем мана нумай пулăшрĕç, сĕнӳ-канаш пачĕç.

Эпĕ пĕчĕкренех кĕнекепе туслă. Чăвашлисене те шĕкĕлчетĕп. Тăван чĕлхепе вулама мĕн тери аван.

Вăхăта нихăçан та ахаль ирттерместĕп. Пушансанах кухньăна васкатăп, тутлă апат пĕçерме кăмăллатăп. Эпĕ янтăланине килтисем юратсах çиеççĕ.

Спорт пирки те манмастăп. Кашни кун уçăлмашкăн тата сывлăха упрас тесе шанчăклă тусăмпа — йытăпа — вăрмана çити чупатăп. Ывăнсан та чарăнмастпăр, малалла вĕçтеретпĕр. Çурхи вăрманта мĕн тери хитре! Уçă сывлăш, кайăксем илемлĕ юрă шăрантарни кăмăла çĕклет.

www.hypar.ru

Анастасия ВОРОБЬЕВА,

9-мĕш класс. Тăвай районĕ, Йăнтăрчă шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.