Комментари хушас

10 Ака, 2020

Чăваш тĕнчин чикки çук

Пĕлетĕр ĕнтĕ: чăваш тĕнчин маттур ывăл-хĕрĕ пирĕн республикăра çеç пурăнмасть, ытти регионта та йышлă. Çапах аякран та вĕсене шурă Шупашкар хăйĕн патне кăчăк туртать, вĕсемшĕн кунта чăвашлăх чĕри вырнаçнăнах туйăнать.

Çыравçăсем те, артистсем те — кам кăна çук тăван халăхшăн мухтавлă ĕç пурнăçлакан. Çыравçă тенĕрен, чăваш букварьне хатĕрленĕ Иван Яковлев Тутарстан çĕрĕ çинче çуралнă. Ку тăрăхрах Петĕр Хусанкай поэт кун çути курнă. «Нарспи» поэмăпа ĕмĕр-ĕмĕр халăх чĕринче пурăнакан Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ сăвăç ав Пушкăртстанра тымар илнĕ. Хветĕр Уяр çыравçă — Самар облаçĕнчен… Куратăр-и? Чăваш тĕнчин чикки çук. Паянхи юрăçсен хушшинче те пур аякра çуралнисем. «Кĕмĕл сасă» фестивальте уйрăмах палăрать çакă.

Тутарстан пире çывăхарах пулнăран унран пуçлар. Е… тĕп хулинченех. «Хусан чăвашĕсем» ушкăн палăрма тытăнсан халăха хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртнĕччĕ. Паллах, пĕр йышши кĕвве хăнăхса çитсен урăх варкăш килсе çапнине тӳрех асăрхатăн. Ушкăнра кашнин хăйĕн вырăнĕ пулни те тӳрех паллă. Сцена çине кĕвĕ инструменчĕсемпе тухнине курасси хăнăхнă пулăм мар-çке паянхи кураканшăн. Халĕ те «Хусан чăвашĕсем» ушкăнăн — хăйĕн кураканĕ. Эппин, музыкантсем пултарулăхĕпе тата нумай çул савăнтарĕç-ха.

Светлана Алякимова та Шупашкара чунĕ туртнипех çитнĕ. Ăна чылайăшĕ Ernes ятпа пĕлет. Малтанах пикене Чăваш наци телекуравĕпе сăнаттăмăр, кайран юррисемпе киленме тытăнтăмăр. Сăмах май, мĕншĕн çавнашкал псевдоним илнĕ-ха вăл? Аслă ăрури тăванĕсен- чен пĕрне Эрнеç тесе чĕннĕ иккен. Светланăна питĕ килĕшнĕ ку ят, пултарулăхра унпа усă курас тенĕ. Юрă тĕнчи çине хăйне евĕрлĕрех пăхма тăрăшать вăл. Ку тĕлĕшрен мăшăрĕпе Юрий Сергеевпа пĕр чĕлхе тупнă темелле. Çавăнпах илемлĕ юрăсем çуралаççĕ те вĕсен.

Чăваш этноджазне аталантаракан Вера Кожеманова ку жанра халăх питех йышăнманнине ăнланать. Çапах хăйĕн пултарулăх çулне тупнă вăл, куракан-итлекенĕ те пур. Тата ушкăнри музыкантсем те — хăйсен ĕçне чунпа парăннăскерсем. Чăннипех те мухтавлă ĕç тăвас тесен пур çынна та килĕшме тăрăшмалла мар, хăв суйласа илнĕ çул çинче çитĕнӳ тумалла. Вера Кожеманова пек.

Вероника Пинеслу юрăçа чăваш тесе калаймăн та, тухăç пики тесен ĕненекен ытларах пулĕ. Анчах пике чăвашла тап-таса калаçать, илемлĕ юрлать. Унсăр пуçне тĕнче шайĕнчи конкурссенче те тăван халăх ятне хӳтĕлет. Çавăн пекех Тутарстанран килнĕ Алексей Алексеевпа Лариса Гавриловăна та куракан паллама тытăнчĕ ĕнтĕ. Çамрăк аудитори вĕсен юррисене уйрăмах кăмăллать.

Пушкăртстанра çуралса ӳснĕ Алена Савельева-Силпи юрăç чăвашлăх теминчен аякра пулаймасть. Тĕрлĕ халăх хушшинче тупăшса Раççей этночиперккин ятне çĕнсе илнĕскер кунпа çеç чарăнмасть, çĕнĕрен те çĕнĕ конкурсра хăйне тĕрĕслеме тăрăшать. Унсăр пуçне тĕрĕк тĕнчи йĕркелекен фестивальсене хастар хутшăнать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лада МАРКИЗОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.