Шоу-бизнес калаçтарать

30 Ака, 2020

ПИРĔН КОНКУРС

Иртнĕ номерте пичетленнĕ сăн ÿкерчĕкри юрăçа паллама йывăртарах килчĕ пулас, çапла-и? Хурав сахал çитрĕ. Анчах тĕрĕс пĕлтерекенни пĕрех тупăнчĕ. Вăл — Шупашкарта пурăнакан Татьяна Иванова. Сăн ÿкерчĕкре вара — «Асамат» ушкăн хĕрĕ Галина Иванова /Катейкина/ пулчĕ.

10 Ака, 2020

Чăваш тĕнчин чикки çук

Пĕлетĕр ĕнтĕ: чăваш тĕнчин маттур ывăл-хĕрĕ пирĕн республикăра çеç пурăнмасть, ытти регионта та йышлă. Çапах аякран та вĕсене шурă Шупашкар хăйĕн патне кăчăк туртать, вĕсемшĕн кунта чăвашлăх чĕри вырнаçнăнах туйăнать.

10 Кăрлач, 2020

Лайăххи нумая пымасть

Концертпа никама та тĕлĕнтереймĕн пулĕ халь. Афишăсенче камăн ятне кăна асăрхамастăн- ши?! Куç умĕнче пурте хутăшса каяççĕ те мĕн курнине те аса илейместĕн вара. Пĕрисем хăнăхнă йăларан пăрăнмасăр пĕр «шаблонпа» концерт йĕркелеççĕ пулсан теприсем хăйне евĕрлĕх кĕртме хăтланаççĕ. Анчах кашнинчех кĕтнĕ пек пулаять-ши?

27 Раштав, 2019

Сцена çине тухма çăмăл-и?

Ача чухне паллă юрăç пулма ĕмĕтленнисем сахал мар ĕнтĕ сирĕн хушăра, çапла-и, вулаканăмăрсем? Мĕн тери илĕртет-çке çак шухăш: сцена çине тухатăн та… çăлтăр евĕр çуталатăн. Сана алă çупаççĕ, чечек çыххи парнелеççĕ, юрруна унта та кунта янăраттарма тытăнаççĕ…

Pages