Комментари хушас

13 Ака, 2020

Çамрăксем мобильлĕ, хăйсем сĕнÿ параççĕ

Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче ачасене дистанци мелĕпе пĕлӳ парассипе ятарлӑ лару иртрĕ. Унӑн ĕҫне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Алла Салаева, ЧР вĕрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрĕ Сергей Яковлев тата ыттисем хутшӑнчĕҫ.

Сергей Петрович республикӑри лару-тӑрупа паллаштарчĕ. Шупашкарти 5-мĕш гимназин директорĕн ҫумĕ Ольга Весенинӑпа 12-мĕш шкул директорĕ Елена Мочалова хӑйсен опычĕ ҫинчен пĕлтерчĕҫ. Тĕрлĕ социаллӑ сеть урлӑ вĕсем сайтсем, ушкӑнсем йĕркеленĕ. Ачасем видео, аудио пӑхаҫҫĕ, учительпе ҫыхӑну тытаҫҫĕ. Вĕренекенсене "2" тата "3" паллӑсем лартмаҫҫĕ. Пурте лайӑх ĕлкĕрсе пыраҫҫĕ.

Хулари шкулсенче лару-тӑру йĕркеленсе кайнӑ  теме пулать. Анчах ялсенче лару-тӑру кӑткӑсрах. Пурин те компьютер ҫук, аслӑ ӑрурисем ҫĕнĕ технологисемпе усӑ курма пĕлмеҫҫĕ. Вĕсене ҫамрӑк вĕрентекенсем пулӑшса пыраҫҫĕ. "Юрать ачасем паян мобильлĕрех, вĕсем хӑвӑрт хӑнӑхаҫҫĕ, сĕнӳсем параҫҫĕ", - пĕтĕмлетрĕҫ ларура.

Тĕплĕнрех "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ номеиĕнче вуласа пĕлме пулать.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: