Комментари хушас

6 Утă, 2020

Олег Николаев: Ялсен сăн-сăпатне улăштармалли майсем анлăлансах пыраççĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура паян Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов граждансен пуçарăвĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăçлакан инфратытăм проекчĕсемпе тата ял ипотекипе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ.

Тăватă çулта инфратытăм проекчĕсен шучĕ 1,8 пинрен те иртнĕ — 1,3 миллиард тенкĕлĕх. Ял çыннисемшĕн усăллă мĕнле кăна ĕçсене пурнăçламан — ача-пăча валли вăйă лаптăкĕсем йĕркеленинчен тытăнса кӳлĕсемпе пĕвесене тасатни таранах. Малтанхи çул 100 проект пулнă, кăçал вара — 737. Халăх пухакан кашни тенкĕ çумне республика бюджечĕ 6 тенкĕ хушни граждансен пуçарулăхне пушшех хавхалантарать.

Чăн та, Сергей Геннадьевич кăçал пурнăçлама палăртнисен хушшинче ĕçлеме пуçламаннисем пуррине те пытармарĕ. 23 проект тĕлĕшпе халь те контрактсем туман, суту-илӳ ирттермен. «Ытти тĕллевпе уйăрни пулнă тăк — укçана хальччен урăххисене параттăмăр, анчах ку тĕслĕхсенче халăх укçине те пухнă — бюджет укçине урăх проектсем валли ямашкăн тăхтама тивет, кĕтетпĕр…» — кăмăлсăрланчĕ министр. Сăмах май, хайхи 737 проект валли уйăрнă укçа самай перекетленнĕ — çав перекете те асăннă ĕçсем валлиех ярĕç, тата 111 проекта пурнăçлама май пулĕ.

Ял ипотекине илес тĕк — республикăра çăмăллăхлă çак кредита 203 çын илнĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕмпе 297 миллион тенкĕ. Пурĕ 400 яхăн заявка йышăннă — вĕсене тивĕçтерме 800 миллион тенкĕ патнелле кирлĕ. Çĕршывра çак пĕчĕк, 3 процентлă, кредита ыйтакансем йышлине пула уйăрнă укçана хăвăрт валеçсе пĕтернĕ те — банк пĕр вăхăт ипотека парассине чарса та лартнă. Халь хăш-пĕр регион усă курса пĕтереймен укçана та валеçнĕ — Россельхозбанкăн республикăри филиалĕ ял ипотекине каллех пама тытăннă.

Чăваш Енре çемьесен уйрăм категорийĕсем /нумай ачаллисем, АПКра, потребкооперацире ĕçлекенсем/ валли çак кредитăн процент виçине тата пĕчĕкрех тунă — 0,1 пункт шайнех антарнă. Анчах çак çăмăллăхпа усă куракан сахал иккен — 9 çын кăна. Вĕсем валли республика бюджетĕнчен 219 пин тенкĕ куçарĕç. Çавна май Сергей Артамонов вырăнти влаç ертӳçисене халăха çăмăллăх пирки ăнлантарса пама ыйтрĕ — «процентсăр» кредитпа ытларах çын усă куртăр.
— Ялсен сăн-сăпатне улăштармалли майсем анлăлансах пыраççĕ, — терĕ темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев. — Пирĕн тивĕç — хулари тата ялти пурнăç условийĕсен уйрăмлăхне май пур таран чакарас тĕллевпе пĕтĕмпех тăвасси.

www.hypar.ru Aif.ru тата cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: