Комментари хушас

2 Çурла, 2014

Кинорежиссер, художник...

Эрнст Мокеев ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивне хăйĕн докуменчĕсене пани çинчен вуланă хыççăн паллă çак çын пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

А.ПАВЛОВА.
Çĕрпÿ районĕ.

Эрнст Матвеевич Мокеев - кинорежиссер-документалист, Раççей кинематографистсен тата Журналистсен союзĕсен членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, художник Чăваш Енре çеç мар, Раççейре те паллă çын.

Э.Мокеев 1936 çулта Канаш хулинче çуралнă. Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институтне /1970/ пĕтернĕ. Ярославльти Ф.Г.Волков ячĕллĕ патшалăх драма театрĕнче /1953-1960/, Ленинградри наука-популярлă фильмсен студийĕнче /1967-1970/, Ростоври хроника-документлă фильмсен киностудийĕнче /1970-1979/, Шупашкарти телекурав студийĕн киноушкăнĕнче /1979-1990/ ĕçленĕ.

Ентеш - «Полярный летчик», «Салам, Адыгея», «Водолазы», «Мужество», «Репетиция в воскресенье» т.ыт. документлă фильм сценарийĕсен авторĕ, режиссерĕ. Чăваш Ен çинчен çĕр ытла киноочерк хатĕрленĕ: «Алтăр», «Рядовой Харитонов», «Красный поезд», «Гобоист Анатолий Любимов», «Композитор Григорий Хирбю», «Поет Ираида Вдовина», «Композитор Федор Васильев» т.ыт.те. Чăваш Енре пурăннă чухне Шупашкар ГЭСне тăвакансем çинчен «Восьмая в Волжском каскаде» киноочерк тата «Биографии республики» документлă ярăм ÿкернĕ. Хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнать.

15 çул каялла Э.Мокеев хăйне художник пек тĕрĕслесе пăхма шут тытнă. Пултаруллă çын кирек ăçта та пултаруллă каларăш хальхинче те тÿрре тухнă. Кĕçех акварельпе ÿкернĕ картинăсем кун çути курма пуçланă. Чăваш Енри юлташĕсем ăна Шупашкарта куравсем йĕркелеме сĕннĕ. Вунă çул ытла Э.Мокеев Шупашкарсене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Кинорежиссерăн графика ĕçĕсен шутĕнче - пленка çине лекеймен шухăшсем, паянхи пурнăç чăнлăхĕсем, кĕнеке вуланă май çуралнă сăнарсем.

«Моя Чувашия», «Нарспи», «Мастер и Маргарита» картинăсен ярăмĕсен куравĕ Шупашкарта çеç мар, Мускавра та иртнĕ. Хăш-пĕр ÿкерчĕк «Юность», «Молодая Гвардия» журналсенче кун çути курнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.