Комментари хушас

9 Çурла, 2014

Ватăсемшĕн меллĕ

«Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске», - шăрантарать паллă юрăç уçă сассипе. Çак кĕске те шутлă кунсенче тем те куратпăр, тÿсетпĕр. Тăнлав ахальтен шуралмасть пулĕ. Çын ватăлса ĕçлейми пулсан çапла калать: «Кама кирлĕ ĕнтĕ халь эпир?» Епле кама? Хамăр çуратнă ачасем мансан та Тăван çĕр-шыв пĕччен ватăсене, сусăрсене пăрахмасть, канлĕ ватлăх туса парас тесе тăрăшать.

Акă 1990 çулта Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнче ветерансем валли вун икĕ вырăнлă учреждени хута кайнă: пуçламăш класс ачисем вĕреннĕ шкул çуртне чăх-чĕп фабрикине çав çулсенче ертсе пынă Николай Любимов çине тăнипе тĕпрен юсанă. Каярахпа ăна çут çанталăк газĕпе ăшăтмалла тунă, столовăй уçнă, канализаци кĕртнĕ.

Çак çурт ватăсемшĕн тăван кил вырăнĕнчех. Туслă çемьере вунă хĕрарăмпа икĕ арçын пурăнаççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисен шухăш-кăмăлĕ те пĕрешкел мар паллах. Çавна май вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Аслă ăру çыннисен ватлăх кунĕсене çăмăллатассишĕн хыпса çунаканнисем вара - çак çурт ертÿçи Лариса Афанасьева тата Алевтина Фомирякова, Юлия Павлова, Тамара Иванова, Людмила Григорьева социаллă ĕçченсем.

Людмила Майорова та кунта чылай вăхăт тăрăшнă. Вăл - республикăри «Чи лайăх социаллă ĕçчен» конкурс çĕнтерÿçи. Çавăн пекех Таисия Андреева медсестрана лайăх енчен асăнса хăвармалла, вăл - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Зинаида Васильева та 13 çул ватăсене пăхнă, тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çитернĕ. Вĕсем тăрăшнипе кунта ĕç кал-кал та ăнăçуллă пырать, ветерансем килĕштерсе те тату пурăнаççĕ.

Аслă ăрурисем кунта хăйсене килти пекех туяççĕ. Пултарнă таран хуçалăх ĕçне хутшăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп картиш тулли, 67 сотка çĕр пур ветерансен çурчĕн. Пĕрлехи вăйпа пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. Пленка карнă теплицăра пăрăç, арпус, помидор çитĕнтереççĕ.

Шорккара пурăнакан Николай Прокопьев хресчен-фермер хуçалăхĕ социаллă учреждение çулленех утă-улăмпа, тырăпа пулăшать. Вырăнти шкул ачисем, социаллă университет студенчĕсем кунта тăтăшах пулаççĕ. Шорккари «Туслăх» фольклор ушкăнĕ ватăсене кашни уяврах илемлĕ ташă-юрăпа савăнтарать. Сарапакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Амурцев, районти социаллă центр ертÿçи Любовь Ананьева тата специалистсем вырăна çитсе тĕрлĕ ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ. Хăйсене манманни ватăсене малалла пурăнма вăй-хал парать, хавхалантарать.

Кинемейсемпе мучисем кунти пурнăçпа кăмăллă: пÿлĕмсенче хăтлă, шăл çемми апачĕ тутлă, пăхаканĕсем ăш пиллĕ... «Хама килти пекех туятăп», - тет иккĕмĕш ушкăн инваличĕ Зоя Кузнецова. Мавра Иванова Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, кунта канлĕх тупнă. «Çак çуртра пурăнма тытăнсан утма тытăнтăм», - пĕлтерет савăнăçне иккĕмĕш ушкăн инваличĕ Раиса Алексеева.

Вăхăт çитсен ватлăх пурне те куçран пăхать. Хамăра ачасем хисеплеччĕр тесен пирĕн те аслă ÿсĕмри атте-аннене сума сумалла. Шел, пур чухне те çапла килсе тухмасть-çке. Пурнăçа пĕччен ирттерекен те çук мар...

Çакăн пек çуртсем вара йывăр шăпаллă ватăсене пурăнма меллĕ.

Владислав ПЛАТОНОВ.

Шупашкар районĕ,

Шоркка ялĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.