Комментари хушас

9 Юпа, 2020

«Хыпар» 114-115 (27697-27698) № 09.10.2020

Варти пепки малалла хистенĕ

Çемьере çирĕп юрату хуçаланни, юнашар çывăх çынсемпе ырă кăмăллă юлташсем пурри кăна йывăрлăхсене чăтма май парать. Пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени пурнăçа, кирек епле пулсан та, юратса йышăнма хистет. «Хăш-пĕр чухне Турă пире чăтăмлăха кура тĕрĕслет», — çапла каласа ассăн сывларĕ Шупашкарта пурăнакан Кристина Золотова.

«Сывласа ятăрах, куçне уçтăрах»

Кристина Мордва Республикинчи Ковылкино хулинче çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан ăсату каçĕ хыççăнах, хăйсем патне пынă Шупашкарти тăванĕсемпе пĕрле, Чăваш Ене хăнана килнĕ. Виççĕмĕш сыпăкри аппăшĕн юлташĕпе — Александр Золотовпа — шăпах çавăн чухне паллашнă. 9 çул аслăрах каччă тÿрех килĕштернĕ хĕре, алăран вĕçертмен. Çывăх вăхăтрах вăл Ковылкино хулине хăнана çитнĕ. Çамрăксен чĕринче çуралнă туйăм çемьепе çирĕпленнĕ. Ун чухне Кристина — 19-та, Александр 28 çулта пулнă. Çамрăкскер йывăр çын пулма васкаман. «Эсĕ хăв та ача кăна-ха», — шÿтленĕ мăшăрĕ.

Виçĕ çултан Даша çуралсан çамрăк мăшăр савăннă. Александр арăмне тав туса тĕпренчĕкĕ çумĕнчен кайма пĕлмен. Ĕçрен таврăнсанах вăхăта пĕчĕк хĕрĕпе ирттернĕ. Анчах кĕтмен инкек Золотовсен çемйине хурлантарнă.

— Варта тĕвĕленнĕ тĕпренчĕк 9 уйăх йĕркеллех аталанчĕ. Ăна вăхăтра çуратрăм. Çапах Турă пирĕн тÿсĕмлĕхе тĕрĕслес терĕ- ши? Çуралсан пилĕк кунран Дашăна сарамак чирĕ /вырăсла: ядерная желтуха/ аптăратрĕ. Амак ачан пуç мимине сиенлетрĕ. Приступсем пуçланчĕç. Чĕрнисем, тути кăвакарса каятчĕ, тăнсăр пулатчĕ. Эпир шанчăка нихăçан та çухатман, «Сывласа ятăрах, куçне уçтăрах…» — тесе ăшра Турра кĕлĕ тăваттăм. Эпилепси ăна аталанма та чăрмантарчĕ, — каласа кăтартрĕ Кристина Геннадьевна. Ачана мышцăсен чирĕ канăçсăрлантарнă. Хăйне пăхсан Даша чирлĕ ача пек курăнман. 3 çулччен тутор тăхăнса, алăран çавăтăнса утнă. Хăйĕн кравачĕ çумĕнче чылайччен тăма та пултарнă. Теттесемпе вылянă, кулнă. Приступсене пула хĕрачан йăл кулли тунсăха çаврăннă. Илемлĕ сăн-питлĕскерĕн сывлăхĕ япăхланнă. ДЦП диагноз лартсан та ашшĕпе амăшĕ пуç усман, хĕрачине Мускаври, Питĕрти тата ытти хулари медицина центрĕсене илсе кайнă, сыватасшăн хыпса çуннă. Темĕн тĕрлĕ препаратпа сиплесен те, шел, усă пулман…

Тĕрĕс сиплесен…

Золотовсем Дашăна ура çине тăратас тĕллевпе ăçта кăна çитмен-ши? Вĕсем Германири клиникăран 2009 çулхи çу уйăхĕнче тĕрĕсленме килĕр текен хурав илнĕ, çавна май Кристина тĕрлĕ соцсетьре «Звездочка, которая не погаснет!» ушкăн йĕркеленĕ. Хĕрĕн диагнозĕ çинчен каласа кăтартнă, пулăшу ыйтса укçа пуçтарнă. Мускаври темиçе ыр кăмăллăх фончĕ, вĕсен шутĕнче Василий çветтуй ячĕлли те, Çĕнĕ Шупашкарти чиркÿ, предприятисем, тăванĕсем, паллаканĕсем, юлташĕсем йывăр вăхăтра укçа парса пулăшнă. Ырă кăмăллă çынсем Дашăн амăшĕн хуйхи çине алă сулман: кам — 100, кам — 1000… тенкĕ куçарнă, теприсем ырă сăмахпа лăплантарнă. Золотовсем тинех ют çĕршыва çула тухнă. Германири тухтăрсем Дашăн ашшĕпе амăшне шанăçпа хавхалантарнă: тĕрĕс сиплесен тĕпренчĕкĕ вĕренме те пултарĕ, ура çине те тăрĕ… Шел, Раççейре йывăр чирлĕ ачасем валли ятарлă тренажерсем, нимĕç тухтăрĕсем сĕннĕ эмелсем çук… Пуçтарăннă укçаран юлнă пайĕпе вара Даша валли кÿме илсе панă.

Пысăк инкек

Çемьере пĕрремĕш ача йывăр чирленĕрен Золотовсем тепĕр тĕпренчĕке пурнăç парнелеме тăхтанă. Ултă çултан кăна Сева çуралнă. Сăнĕпе ашшĕ пек ывăлĕ халĕ хулари 1-мĕш гимназире математикăна тарăннăн вĕрентекен 5-мĕш класра ăс пухать. Унсăр пуçне акăлчан чĕлхипе хушма пĕлÿ илет.

— Мăшăрăм Саша çемьере пурин валли те вăхăт тупатчĕ. Дашăна ваннăра çума та пулăшатчĕ, апат çитеретчĕ. Больницăра та унпа пĕрле выртатчĕ. Шел, пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕ. Хĕллеччĕ ун чухне. Çĕнĕ çул уявĕн пĕр кунĕнче Сашăпа Сева «ватрушкăпа» ярăнма тухнăччĕ. Çавăн чухне мăшăрăм ăнăçсăр ÿксе пуçне ыраттарнă. Ку йĕр хăварчĕ. Больницăна лекрĕ, темиçе кун комăра выртнă хыççăн пурнăçран уйрăлчĕ, — ассăн сывларĕ виçĕ ачапа тăрса юлнăскер. Мăшăрĕнчен вăл йывăр çын юлнă. Даша чирлĕ пирки Золотовсем хĕр çуратма ĕмĕтленнĕ. Ытти ашшĕ-амăшĕ пекех вĕсен те «атте, анне» тенине илтес килнĕ. Александр Николаевич хĕр пĕрчи çуралсан ăна Кира ятлă хурăпăр тесе час- часах каланă. Ку ят Кристинăна килĕшмен.

— Сашăна пытарсан тăвансем, юлташсем варта тĕвĕленнĕ чунран хăтăлма сĕнчĕç. Виçĕ ачана, çитменнине, асли йывăр чирлĕ, ура çине тăратма кансĕр пулать терĕç. Вĕсене итленĕ пулсан эпĕ хуйха епле тÿссе ирттерĕттĕм-ши? Чĕре çумĕнчи тĕпренчĕк шăла çыртса малалла пурăнма хистерĕ. 8 уйăхра кун çути курнăскере Саша каланă пек Кира ят патăмăр. Халĕ вăл икĕ çулта. Юратнă мăшăрăм чи лайăх ашшĕччĕ, нихăçан та пирус туртман, эрех-сăрапа айкашман, — лара-тăра пĕлмен Кирăна ыталарĕ амăшĕ. Ашшĕсĕр юлнă хыççăн Дашăн сăнĕнче кулă çухалнă, тути кăштах чалăшнă. Вăл, хальчченхипе танлаштарсан, ÿкнĕ теттене илме те тăсăлман, хускалми пулнă.

Ыр кăмăллăх фончĕ

Хĕрне сиплеме укçа самаях кирлине кура çемье пуçĕ кăна мар, Кристина Геннадьевна та ĕçленĕ — психиатри больницинче юристра вăй хунă. Мăшăрĕпе ылмашăнса Дашăпа ларнă вĕсем. Юнашар çуртра пурăнакан хунямăшĕ Людмила Яковлевна та пулăшнă, мăнукĕпе час- часах юлнă. Александр Николаевич çĕре кĕнĕ хыççăн Кристинăпа пĕрле пулма хĕллесерен Ковылкинăран 74 çулсенчи ашшĕпе амăшĕ килсе пурăннă. Халĕ, ашшĕне инсульт пулнă хыççăн, килесси иккĕленÿллĕ тет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Кристина пĕр-икĕ çул каялла Аня Чижова ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕ çинчен пĕлнĕ. Даша иртнĕ çул кăна 4 хутчен пневмонипе чирленĕ. Реанимацие лекнĕ хыççăн ун валли пульсоксиметр, аспиратор кирлĕ пулнă. Вĕсем йÿнĕ мар: 80000 тенкĕ. Виçĕ ача амăшĕ фондпа çыхăннă. Вĕсене пулăшу кÿнĕ, ырă чĕреллĕ çынсем Кристина Золотовăн хуйхине ăнланса алă тăснă. Çак фонд ку çемьене халĕ те манмасть. Ваннăра çăвăнтарма шезлонг туянса панă. Кĕçех 18 çул тултаракан хĕре ванна кĕртме çăмăлах мар амăшне. Аня Чижова ячĕллĕ фондри юристсемпе час-часах канашлать вăл. Унсăр пуçне вĕсем пек шăпаллă ашшĕ- амăшĕпе çыхăнать, пĕр-пĕринпе тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Фонд ĕçченĕсем Даша валли кирлĕ эпилептолога тупса панă, консультацисемшĕн тÿленĕ.

Паянхи кун Золотовсене кресло туянма йывăр. Кĕлеткине тытайман сусăрсем валли ятарлă кÿме кирлĕ Дашăна. Вăл 400 пин тенкĕ ытла тăрать. Амăшĕ каланă тăрăх, хĕрĕн сывлăхĕ кашни çулах йывăрланса пырать. Халĕ пуçне те тытаймасть. Ятарлă кÿме çукран вĕсем урама уçăлма та тухаймаççĕ. Балкона илсе тухма та кансĕр, унăн лаптăкĕ пĕчĕк. Халĕ Даша ларакан кресло унта вырнаçмасть. Сăмах май, вĕсем хваттершĕн кредит тÿлеççĕ. Çапла, хĕрарăм мăшăрне çухатнă хыççăн хăйне алăсăр-урасăр пек туять. «Çын хуйхи йывăç çинче», — теççĕ. Кристина вара талăкра миçе сехет çывăрать- ши? Юлашки вăхăтра Дашăна гастростома урлă апатлантарма тивет амăшĕн.

Кăçал утă уйăхĕнче Даша коронавируспа чирленĕ, реанимацире пĕр уйăх выртнă. Килте — икĕ ача: 11-ти Севăпа 2 çулти Кира. Вĕсене те амăшĕ кирлĕ-çке. Больницăри тухтăрсем Дашăна хăварнăшăн мăкăртатнă. Амăшĕн çурмалла çурăлса каймалла-ши: ачасене кампа хăвармалла? Халĕ Аня Чижова ячĕллĕ ыр кăмăллăх фондĕнчен вĕсем патне эрнере пĕр хут Оля няня килсе çÿрет /хăйсен программипе килĕшÿллĕн, йывăр лару-тăруллă, нумай ачаллă çемьесене, йышĕнче сусăр та пулсан/. Май килнĕ таран ĕçлесе те, ачасемпе ларса та пулăшать. Çак фондри Ксения Хрисанова эрготерапевт, ортезист амăшĕ чĕннипе эрнере пĕр хутчен Дашăн аллине, пÿрнисене ортез тăвать.

— Хĕрача питĕ йывăр чирлĕ. Эпĕ ăна пăхнă, виçнĕ хыççăн урисен хушшине, айне, аллисен хыçне хумалли япаласене /минтер евĕрлĕ/ фондра хатĕрлеççĕ. Çакă Дашăн кĕлеткине тата япăхланасран сыхлĕ. Тен, амăшĕ асăрхаса та ĕлкĕреймĕ. Специалист пулнă май, Кристина Геннадьевнăна шăпах Дашăна кирлĕ кÿме суйлама пулăшрăм. Унăн çурăм шăмми те кукăрăлнă. Çитĕннĕскерне йăтса вырттарма та кансĕр-çке. Ку кÿме вара сусăр ачасене пăхма кăштах та пулин çăмăллатĕ. Ăна кирлĕ пек йĕркелеме, майлаштарма пулать. ОТТО БОК МайГоу кресло алă-ура усăнасран сыхлать, пуçа тытать. Халĕ Дашăн кĕлетки хускатмассерен ыратать. Кирлĕ кÿмере вăл хăйне лăпкă туйĕ, телевизор пăхĕ, шăллĕ-йăмăкĕпе, амăшĕпе, тухтăрпа, калаçаймасан та, кăмăлпа хутшăнĕ. Вăл питĕ хаклă, çавăнпа Аня Чижова ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕ Даша валли ăна туянса пама счет уçнă та ĕнтĕ, — каласа кăтартрĕ Ксения Хрисанова.

Кунĕпе ывăнсан та

Кристина туй салонĕнче вăй хурать. Уяв ирттермешкĕн кирлĕ япаласем ăсталама пĕлет вăл. Вăхăт тупса унта çÿреме ĕлкĕрет. Çемье бюджетне амăшĕсĕр пуçне кам пус çумне пус хушĕ-ха? Алькешри пахчи те ал çитменрен юхăнать. Кил хуçи çĕре кĕнĕренпе Кристинăна унта кайса килме йывăр. Дашăна тата пĕчĕк Кирăна пăрахса хăварма çук. Сева шкултан таврăнсан пурпĕрех пан улми те пулин илме кайса килет вăл.

Елена ЛУКИНА.


Савни, савниçĕм, сан пĕлесчĕ

Ют укçана хапсăнакансен фантази тени питĕ вăйлă — улталас тĕллевпе вĕсем темле мел те, тем тĕрлĕ истори те шухăшласа тупма хатĕр. Çакна республикăра пурăнакансем тĕлĕшпе тунă преступленисем питĕ лайăх çирĕплетеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕ интернетра ют çĕршыв çыннипе, çар служащийĕпе, паллашнă. Инçетри савни çемье çавăрма хатĕр имĕш — качча тухма ыйтнă. Раççее килес шухăшлă иккен. Багажне кунта ăсатать, анчах уншăн тÿлеме пулас арăмĕнчен укçа ыйтнă — тăкака кунта килсенех, тĕл пулсан, туллин саплаштарма шантарнă. Хĕрарăм 500 пин тенкĕ куçарса панă, анчах пулас мăшăр çакăнпа çырлахман, татах ыйтнă. Çакăн хыççăн тин хĕрарăм хăй улталаннине ăнланса илнĕ, полиципе çыхăннă.

Республика тĕп хулин 52 çулти хĕрарăмĕ социаллă сетьсенчен пĕринче сувенир статуэтки сутни çинчен панă пĕлтерĕве асăрханă та — ăна туянас тенĕ. Сутуçăпа çыхăннă, вăл таваршăн тÿрех тÿлев куçарма сĕннĕ — 3,3 пин тенкĕ ыйтнă. Укçа куçарнă кăна — çыхăну тÿрех татăлнă.

Статуэтка хуçин «йĕрĕсем» Липецк хулине илсе çитернĕ — ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн ултав тĕслĕхĕсене уçса парас енĕпе ĕçлекен пайĕн сотрудникĕсем унта тухса кайнă. Шупашкар хĕрарăмĕ укçине 26 çулти хĕр карточки çине куçарнă, çав хĕр вара шăпах Липецкра асăннă йышши тĕслĕхсемпе пуçарнă уголовлă ĕç фигуранчĕ иккен. Çав хулара вăл социаллă сетьсем урлă çакнашкал майпах тата 15 çынна улталанă. «Ултав» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă — тĕпчев пырать.

Куславкка çынни те, 50 çултискер, интернетри сайтсенчен пĕринчи пĕлтерĕве вуласа «капкăна» лекнĕ. Казанка кимĕ пирки ĕмĕтленнĕскер унăн сутуçи 15 пин тенкĕ куçарса пама ыйтнине пурнăçланă, анчах лешĕ çакăн хыççăн телефонне тытма пăрахнă. Уголовлă шырав сотрудникĕсем çак преступление Челябинск облаçĕнчи Троицк хулин çынни тунине тĕпчесе пĕлнĕ, служба командировкине кайса ăна допрос тунă. Çамрăк çын айăпне йышăннă, следователь чĕнсен Чăваш Ене килме шантарса алă пуснă. Унăн та «ултав» статьяпа уголовлă майпа явап тытма тивĕ.

Куславкка арçынни, ĕçсĕрскер, интернетра паллă пĕр компание водитель кирли çинчен панă пĕлтерĕве асăрханă. Çак вакансие йышăнас шухăшпа хавхаланнăскер пĕлтерÿре кăтартнă адреспа çырса янă. Кĕçех ăна çав компанирен шăнкăравланă — кадрсен пайĕн пуçлăхĕ имĕш. Вăл пулас водительтен документсен копийĕсене ярса пама ыйтнă. Унтан вара укçа куçарма ÿкĕте кĕртнĕ — çитмелли çĕре çитмешкĕн çул укçин тăкакĕсене саплаштармалла-мĕн. Арçын 11 пин тенкĕ куçарса парсан «ĕç паракан» телефонне тытма пăрахнă, интернетри пĕлтерÿ те часах çухалнă.

Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ май уголовлă шырав сотрудникĕсем ултавçă йĕрĕ çине ÿкнĕ. Тюмень облаçĕн çынни иккен. Ăна тытса чарнă. Вăл хăйĕн айăпне йышăннă, сиене туллин саплаштарнă. Пурпĕр яваплăхран хăтăлаймĕ – ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Тĕпер майлă ултавсем те, пĕлтерĕве ĕненекеннисем мар, ăна параканнисем улталаннă тĕслĕхсем, пулаççĕ.

Шупашкар арçынни интернетра автор мелĕпе хатĕрленĕ чечек çыххисем сутни пирки реклама вырнаçтарнă. Кĕçех пĕр клиент шăнкăравланă – патшалăх учрежденийĕсенчен пĕрин тĕп хула центрĕнче вырнаçнă кантурне чечек çыххи илсе килсе пама ыйтнă. Ĕçтешне саламласшăн имĕш. Калаçнă май чечек хуçине хăйĕн абонент номерĕ çине 15 пин тенкĕ куçарса памашкăн ÿкĕте кĕртнĕ: тĕл пулсан тавăрса пама шантарнă.

Николай КОНОВАЛОВ.


Тракторĕ çителĕклĕ, тракторисчĕсем çитмеççĕ

«Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă». Çак сăмахсене Патăрьел районĕнчи Анат Туçара çут тĕнчене килнĕ, унтах ĕçлесе пурăнакан Александр Перепелкин çинчен каланăнах туйăнать. Александр Петрович пиччĕшĕсемпе тата аппăшĕсемпе пĕр шухăшлă пулса севок сухан ÿстерес енĕпе ĕçлет.

Александр Перепелкин вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче ÿстернĕ. Анчах ăраскалĕ çапларах çаврăнса килнĕ: пĕр кун та шкулта ĕçлемен. «Вĕрентекене каяс темерĕм, мĕншĕн тесен ял хуçалăхĕнче укçа- тенкĕ ытларах ĕçлесе илме пулать», — çапла пуçларĕ калаçăва хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Александр Петрович.

Диплом илсен вăл тăван тăрăха таврăннă, севок сухан лартса туса илме пуçланă. 2011 çулта вăл хăйĕн ячĕпе хресчен-фермер хуçалăхне уçнă. «Пирĕн ялти «Гвардеец» хуçалăх ĕлĕкренпех севок суханпа ĕçлессипе палăрнă. Унта пысăк управсем те пулнă. Пире севок ани çинче пай паратчĕç. Мĕн ачаран ăна ÿстернĕ. Каярахпа хамăр тĕллĕн ĕçлеме тытăнтăмăр. Севок туса илесси, ытти пахча çимĕç ÿстернипе танлаштарсан, — укçаллăрах ĕç. Хĕрлĕ кăшман кăларса пĕтертĕмĕр. Унăн пĕр килограмне 5 тенкĕпе сутатпăр. Унран 3 тенки тăкаксене саплаштарма каять. Малтанах пĕр гектартан пуçларăмăр. Унтан 2 гектара çитертĕмĕр. Майĕпен лаптăка ÿстерсе пытăмăр. 10 гектар севок лартатпăр. Паянхи кун, сăмахран, севок алласа пĕтеретпĕр. Эпир темиçе фермер хуçалăхĕ пĕрлешсе «Урожай» ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелерĕмĕр. Ăна манăн аппан ывăлĕ Сергей Перепелкин ертсе пырать. Эпир пиччесемпе, аппасемпе пĕрле ĕçлетпĕр. Аппасем Мелания Жукова, Татьяна Ермолаева — фермерсем. Вĕсем ытларах бухгалтери, хут ĕçĕсене тăваççĕ. Пичче Алексей Перепелкин та — фермер. Мĕншĕн пĕрле тетĕр-и? Çĕр ĕçĕ пĕччен тумалли мар. «Пĕччен хулă хуçăлать», — теççĕ халăхра. Техника та, апат пĕçерекен те, çынсене илсе килекен те, бухгалтерĕ те, тракторисчĕ те, пахча çимĕç управĕ те кирлĕ. Пĕччен вăй çитерме йывăртарах. Çавăнпа ушкăнпа, хамăрăн çемьепе пĕрлешсе ĕçлеме йышăнтăмăр», — калаçăва сыпăнтарчĕ Александр Петрович.

Александр Перепелкин пĕлтернĕ тăрăх, «Урожай» кооператив 250 гектар çĕрпе усă курать. Севок 35 гектар йышăнать, хĕрлĕ кăшман — 5 гектар. Кунсăр пуçне çĕр улми, кишĕр лартаççĕ, тыр-пул, сухан вăрлăхне акаççĕ. Урпапа сĕлĕ пусă çаврăнăшне улăштарма пулăшаççĕ. Анат Туçа ялĕнче вырнаçнă управра вĕсем 500-600 тонна таран севок хĕл каçарма пултараççĕ. Тата ана çинчен пуçтарса кĕртнĕ севока çуллахи вăхăтра упрамалли хранилище те пур. Унти севока алласа хĕллехи управа куçараççĕ. Пĕр пайне кĕркуннех сутаççĕ. Кăçал вĕсем 100 тонна севок сутнă. «Хакĕ вăрттăнлăхра пултăр. Хамăра килĕшекен хакпа каять сухан», — йăл кулчĕ Александр Петрович.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçалхи çу типĕрех килчĕ. Пĕр уйăх ытла çумăр çумарĕ. Типĕ тăни севокăн тухăçне чакарман-ши? «Çанталăк епле пулни пире ытлашши витĕм кÿмест, мĕншĕн тесен пирĕн севок сухана шăвармалли техника пур. Тĕрĕссипе, анасем йăлтах шăварăнаççĕ. Пахча çимĕçе 2014 çултанпа шăваратпăр. Шăварнин усси пур: тухăç икĕ хут нумайрах пулать. Кăçал севок гектартан 25-30 тонна тухрĕ. Пĕлтĕр те кăтарту çакăн пекрех пулнăччĕ. Çĕр улмине, кишĕре, хĕрлĕ кăшмана хĕл каçарман. Кĕркунне ана çинченех сутма тăрăшатпăр. Туянас текенсене пурне те парса яратпăр. Кăнтăр енчен те, хамăр республикăран та илме килеççĕ. Сухана кăна мар, ытти пахча çимĕçе те шăваратпăр. Вĕсен тухăçĕ те начар мар кăçал. Севока алăпа та, техникăпа та кăларатпăр. Голландирен ятарласа сухан кăлармалли техникăна кÿрсе килтĕмĕр. «Йывăрлăхĕ мĕн?» — тетĕр-и? Тракторĕсем çителĕклĕ, тракторисчĕсем çитмеççĕ. Пĕр çынах 2-3 техникăпа çÿрет. «Урожай» кооперативра 5-6 çын ялан ĕçлекенни шутланать. Çуллахи вăхăтра ялти çынсене те ĕçлеттеретпĕр. Кÿршĕ ялсенчен, Елчĕкпе Шăмăршă тăрăхĕсенчен килеççĕ. Севок е хĕрлĕ кăшман кăларнă çĕрте ĕçлекенсене кунне 1-ер пин тенкĕ паратпăр», — кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Александр Перепелкин.

Пилĕк пĕртăван — виçĕ ывăлпа икĕ хĕр — çитĕннĕ Перепелкинсем. Халĕ вăл хăй çемьеллĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕпе Любовь Валерьевнăпа ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Вĕсем садике çÿреççĕ. Любовь Валерьевна мăшăрне ĕçре пулăшса, хавхалантарса пырать. Çемье пуçĕ те, кил хуçи хĕрарăмĕ те яла юлнăшăн ÿкĕнмеççĕ. «Çăкăр çитерет пире ку ĕç. Ĕçĕ çăмăлах мар, çапах Мускава çÿрени мар. Выçă вилме памасть. Çуллахи вăхăтра ытларах тар кăларма тивет. Хĕлле техникăна юсатпăр, ака- сухана хатĕрленетпĕр. Кооперативра пирĕнпе пĕрле фермерсем — Шайкинсемпе Углевсем — ĕçлеççĕ. Пахча çимĕçе пĕрле лартатпăр, пĕрле вырнаçтаратпăр. Фермерсене патшалăх пулăшу парать. Кăçал, сăмахран, ятарлă программăпа усă курса «Беларуç-82» трактор туянтăмăр. Шăваракан техникăна илме те патшалăх пулăшрĕ. Тăкакăн 50 процентне субсидилерĕ. «Ĕç пуçаракан фермер» программăпа килĕшÿллĕн маларах та техникăсем туяннăччĕ. Патшалăх пулăшса пыни савăнтарать, ытларах пулăшсан тата лайăхрах ĕнтĕ. Вара яла юлса харпăр ĕçне пуçăнакан тата ытларах пулĕ. Патшалăх пулăшăвĕсĕр çĕкленме, ĕçе ăнтарма йывăр. Пулăшни вара хавхалантарать, ĕçлеме вăй-хăват парать. Программăсем малашне те пулччăр», — чунне уçрĕ çĕр ĕçченĕ.

Роза ВЛАСОВА.


Анатолий ВОЛКОВ: Сиккассисем арçын ача çуралсан пурне те «Толя» тетчĕç

«Лайăх чирлисем пулчĕç манăн. Тавах Турра, тен, мана пула та вилмелле çĕрте те вилмерĕç. Ăнчĕ манăн пурнăçăм. Юлташсем, çемье, ачасем енĕпе те. «Анне, кала-ха, сирĕн ачăрсем те лайăх пулчĕç-и? Манăн ачасем ăнчĕç», — тенĕччĕ пĕррехинче çывăх çыннăма пурăннă чухне. Шÿт тума юрататчĕ вăл. «Манăн ачасем санăн ачусенчен нимĕнпе те кая мар», — терĕ вăл ун чухне.

Ман тĕле ĕмĕр тăршшĕпех лайăх çынсем пулчĕç. Паллах, этемккесем те пулкаларĕç. Эпĕ

вĕсене те ăнланатăп. Вĕсенчен те усси пулнă», — тет паян Анатолий Волков.

— Анатолий Никандрович, калăр-ха, хăвăра 89 çула çитнĕ пек туятăр-и?

— Туятăп паллах. Анчах чунпа хама çамрăк пекех шутлатăп. «Хам çамрăк маррине пĕлетĕп-ха, анчах хама çамрăк пекех туятăп», — тетчĕ анне те 94 çула çитсен. 100 çула çитейместĕп ĕнтĕ. Финиша çитерекен тÿрĕ çула тухатăп майĕпен. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ЧПУри медицина факультетĕнче студентсене вĕрентме пăрахрăм. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ операцисем тумастăп. Этемлĕхĕн пур тапхăрĕ те — ачалăх та, çамрăклăх та, вăй питти вăхăт та — кăмăлăма кайрĕ. Ленин ячĕллĕ урамра çуралса ÿсрĕм. Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлесе пиçĕхрĕм. Коллективра ĕçлеме вĕрентнишĕн колхоза тав туса пĕтерейместĕп. Эпĕ пĕлеттĕм – манăн пулас ĕçĕм пĕччен тумалли марччĕ, коллективпа пурнăçламалличчĕ. Ара, эпĕ мĕн пĕчĕкренех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ-çке…

— Мĕншĕн тухтăр пулас тенĕ эсир?

— Тăваттăра чухне манăн температура ÿснĕччĕ, хĕрлĕ шатра тапса тухнăччĕ. Шурă халатлă пĕр арçын килнине астăватăп. Тухтăр е фельдшер пулнă ĕнтĕ вăл. Çавăн хыççăн çăмăлланнăччĕ манăн чир. 5-6 çулсенче, ун чухне çурхи шыв юхса иртнĕччĕ, иккĕмĕш сыпăкри тетепе çырма тăрăх кайнăччĕ. Вăл манран икĕ çул аслăрахчĕ. Шывпа пыратпăр çĕмĕрттерсе. Тете шуса ÿкрĕ те пакăлчакран чĕркуççи таран çурса ячĕ. Юн юхать… Эй, кăшкăратпăр эпир. Виçĕ хĕрарăм кĕпе çăваççĕ. Чупса пычĕç пирĕн пата. Пĕри тутăрне салтрĕ те тетен урине çыхса хучĕ. Тепри тетене йăтса Евкен аппа патне чупрĕ. Кĕçех Микулай тете те лашапа курăнчĕ. Виççĕмĕш хĕрарăмĕ конюх патне вĕçтернĕ пулнă. Тетене чĕлхесĕр янаварпа больницăна илсе кайрĕç. Конюхăн аллинче 20 ут пулнă, вĕсене пăрахса хăварса ачана çăлма ыткăннă вăл… Асанне кайран Евкене тав туса пĕтереймест. «Манăн мăнука çăлса хăварчĕ», — тет. Çакă асра юлнă. Эпир юлташăмпа 4-мĕш класра вĕренеттĕмĕрччĕ. Сÿрене хăма çумне тăратса хунăччĕ. Ваня унăн шăлĕсене тытса хăпаратчĕ, анатчĕ. Унччен те пулмасть сÿре хăйĕн çине шап! ÿкрĕ. Хырăмлăхне шăтарчĕ, юн, пыршă тасамарлăхĕ юхать… Больницăна илсе кайрĕç ăна, операци турĕç. Виçĕ çул юхтарса çÿренĕ хыççăн вилчĕ вăл. «Эпĕ хирург пулнă пулсан Ваньăна хăтараттăмччĕ», — тенĕччĕ ун чухне. Асанне те мана: «Тухтăр пул!» — тетчĕ. «Асанне, мĕншĕн манăн тухтăр пулмалла? Пĕр тухтăр пур вĕт-ха пирĕн çемьере», — шухăшне пĕлес тесе сăмахлаттараттăмччĕ ăна. «Пĕр тухтăрĕ кам вара вăл?» — тетчĕ. «Эсĕ! Шăмăсене лартатăн, куçа хăрпăк кĕрсен кăларатăн. Пĕр кун ав Веркка аппанне тухтăр курайманнине тупрăн», — парăнмастăмччĕ эпĕ. «Ăçтан тухтăр пулам-ха? Пурнăç хăех вĕрентет. Юмăç карчăк патне çÿресе ывăнтăм, çавăнпа хам хăнăхас терĕм», — пулчĕ хурав. «Тухтăр пул!» — тесе асанне мана астутарсах тăнă. «Етĕрнере питĕ чаплă тухтăр пур. Пирĕн хушаматлах», — илĕртсех тăнă вăл мана. Мана шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Варвара Васильевна сочиненисене лайăх çырнăшăн мухтатчĕ. «Толя, санăн литературовед пулмалла», — тетчĕ. Вуннăмĕш класра чухне экзаменра « Кам пуласшăн эпĕ?» тема пачĕ. Эпĕ хам мĕншĕн тухтăр пулас тенине тĕплĕн ăнлантарса çырнăччĕ. «Толя Волкова урăх тапăнмастăп. Эпĕ ăнлантăм: унăн тухтăрах пулмалла», — тенĕччĕ вăл класс умĕнче. «Варвара Васильевна, эпĕ литературăна юрататăп, анчах литературăра нимех те тăваймастăп. Медицинăра темĕн тăвассăн туйăнать мана», — шухăшăма палăртрăм ун чух.

— Хусанта медицина факультетĕнче вĕренни мĕнпе асра юлчĕ?

— 5-6-мĕш курссенче пире Рустам Вяселев хăй вĕрентетчĕ. Малтан доцентчĕ, эпир пĕтериччен профессор пулчĕ. Ректор та, кафедра ертÿçи те пулнă. Операцисем те тăватчĕ, пысăк института ертсе пыратчĕ. Общежитисенче те пулатчĕ, студентсен пухăвĕсене те хутшăнатчĕ. «Епле ĕлкĕрет-ши?» — тесе тĕлĕнеттĕмĕрччĕ унран. Эпир ун пек хирург пуласшăнччĕ. Васкамасăр кăна çÿретчĕ. Студентсемпе калаçма юрататчĕ, пурне те пĕлетчĕ. Питĕ кăмăла каятчĕ. Ун пек çын пулас килетчĕ. «Нихăçанхинчен лайăхрах пулчĕ сирĕн курс», — терĕ вăл пире 5 çул вĕреннĕ хыççăн саламланă май. Астăватăп-ха: вĕренме кĕрсенех органикăллă мар химипе пĕрремĕш экзамен тытатăп профессор патĕнче. Шăпах ректор пырса кĕчĕ. Эпĕ хатĕрленсе лараттăмччĕ. «Ăçтан-ха эсир, хăш шкултан?» — тесе ыйтрĕ манран ректор. «Елчĕкрен!» — терĕм. «А мĕн хумханмалли сирĕн? Елчĕк шкулĕнчен манăн отличниксем кăна», — хавхалантарчĕ вăл мана. Тĕрĕссипе, ун пекки пулман та. Экзаменатора ятарласа çавăн пек каланă вăл. Эпĕ «5»-лĕх хуравлаймарăм пулин те хайхи мана питĕ лайăх паллă лартрĕ… Çак самант ĕмĕрлĕхех асăмра юлчĕ. Пурнăçăмра пĕрмаях лайăх çынсем лекеççĕ. Иккĕмĕш экзамен та асăмра юлнă. Хуравлама лартăм кăна — экзаменатора чей илсе килсе пачĕç. Чĕнме те хăратăп. «Çамрăк çыннăм, сире питĕ тимлĕн итлетĕп», — терĕ вăл. Питĕ тĕплĕн хуравларăм, Мен-делеев таблици патне пырса та кала-кала патăм. «Çамрăк çыннăм, тавтапуç сана, мана хавхалантартăн. Çыннăн пурнăçĕ мĕнле пуçланинчен килет теççĕ. Эсĕ лайăх пуçларăн. Сана сăнасах тăрăп, санăн ĕçÿсем лайăх пулса пыччăр», — тесе алла хытă чăмăртарĕ вăл. Эпĕ çакна пил вырăнне хутăм, ĕмĕр тăршшĕпех асăмра тытрăм. Йывăр вăхăтсенче çакна аса илеттĕмччĕ те мана çăмăл пулса каятчĕ.

— Канаш районĕнчи Сиккассинче ĕçленĕ тапхăра та эсир ырăпа кăна аса илеттĕр…

— Астăватăп-ха: ун чухне Сиккасси больницинче 3-4 эрне кăна ĕçлеттĕмччĕ, Çĕнĕ Шелттемрен хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ арçынна илсе килнĕччĕ. Туятăп: йывăр операци. Пырши тухнă, çакăнса тăрать. «Шалта та шăтăксем пур пуль», — тесе шухăшларăм. Турăм хайхи операцие, пыршине виçĕ тĕлте çĕлерĕм. Тепĕр кунне суд тухтăрĕ килчĕ. «Çакăн пек йывăр операци тума тиврĕ. Пултаратăн эсĕ. Эпĕ вăрçă витĕр тухнă ватă салтак. Сана акă мĕн калатăп. Эпĕ икĕ тĕрлĕ хирургсене пĕлетĕп. Пĕрисен ăнса пырать. Вĕсем ăнса пынине чăтаймаççĕ — ĕçме пуçлаççĕ. Теприсем ăнманран ĕçсе каяççĕ. Çавсен шутне ан кĕр, эрехпе ан çыхлан. Санăн малалла вĕренме каймалла. Санра клиникăра ĕçлекен тухтăра куратăп», — тесе хавхалантарса хăварнăччĕ вăл. Сиккассинче ăнчĕ мана. Ял лайăх йышăнчĕ. Аван йышăннăран ĕçĕм те ăнса пычĕ. Хĕрарăмсене ача çуратнă чухне кесарь операцине те тунă. Вĕсем вара арçын ача çуралсан пурте Толя ят хуратчĕç. Ют ялсенчен те килетчĕç. Пĕрре ман пата Геннадий тете /Геннадий Волков академик. — Авт./ хăйĕн виççĕри хĕрне илсе пынăччĕ. Больницăран çĕр метрта масарччĕ. «Толя тете, кунта пĕтĕмпех санăн чирлисем выртаççĕ-и?» — терĕ Тамара. «Манăн кунта пĕр чирли те çук, маларах вилнĕ вĕсем», — тунмарăм эпĕ. Çапах та пĕчĕк хĕрача калани шухăша ячĕ… «Сыхă пулмалла, кунта мана Тамара та тĕрĕслесе тăрать те», — терĕм хама хам ăшăмра.

— Тухтăр пĕрех Турă мар, вилекенсем те пулаççех ĕнтĕ…

— Пĕчĕк чухне ăнланса çитереймен эпĕ шурă халатлисем питĕ хисеплĕ, пирĕнтен урăхларах, Турра çывăх çынсем пулнине… Хамăн ĕмĕрте 14-15 пин операци тунă. Паллах, вилнисем те пулнă. Манăн тухтăр стажĕ — 65 çул. Çын вилнĕ хыççăн тепĕр операцие кĕме çăмăлах марччĕ. Хайлавсем çырса, сăвăсем вуласа лăпланаттăмччĕ, çапла майпа малалла ĕçлеме вăй-хăват илеттĕмччĕ…

— Ман шутпа хирург ĕçĕ чи йывăрри?

— Хирургăн тата акушер-гинекологăн йывăр. Эпĕ вăл та, ку та пулнă. Сиккассинче чухне хĕрарăмсем çуратаççĕ кăна, ухмах упăшкисем пĕччен пурăнайманран тепĕр куннех арăмĕсене илме пыратчĕç. Вĕсемпе те тавлашма тиветчĕ…

— Сире асаннĕр питĕ тухтăр тăвасшăн пулнă. Чаплă врач пулса тăнине курчĕ-и?

— Шел, кураймарĕ. Эпĕ 2-мĕш курса куçсан 97-ре вилчĕ.

Роза ВЛАСОВА


Михаил МИХАЙЛОВСКИЙ: Кашни çулталăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлтăр

Михаил Михайловский — патшалăх деятелĕ. Вăл «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин, Чăваш АССР Министрсен Канашĕпе КПСС обкомĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

— Михаил Алексеевич, ача чухне эсир кам пулма ĕмĕтленнĕ? Çав ĕмĕт пурнăçланнă-и?

— Ачалăхри ĕмĕт пурнăçланнă тесе калама пулать. Пĕрремĕш класс хыççăн пире, 5 ачана тата пĕр мучие, пăрçа хураллама янă. Вĕçен кайăксем тапăнатчĕç ăна, çиетчĕç. Ача-пăчана вĕрентме, пăхкалама мучие шаннă ĕнтĕ пуçлăхсем. Пĕррехинче пăрçа çисе тăрантăмăр та ăна кĕсьесене тултарса киле кайма тухрăмăр. Пăрçапа тăраннă пулсан та яшка çиес килет-çке. «Посадкăпа» пыратпăр, çав вăхăтра агроном килнине асăрхарăмăр, пытантăмăр. Вăл пире курчĕ, çапах нимĕн те каламарĕ. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Альфа Елагин ун чухне пирĕн колхозра 4-мĕш курс хыççăн практикăра пулнă. Эпир, ача-пăча, унăн ятне-шывне те пĕлмен, «агроном» тесе чĕннĕ. Ăна кура агроном пулас шухăш çуралнă. Атте-анне те çĕр ĕçченĕсем пулнă. Атте вăрçăран таврăнсан уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. 1948 çулта Ленин орденне тивĕçнĕ. Анне те кун-çулне колхоз уй-хирĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Çавна май пире, çичĕ ачине, пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Çĕр ĕçĕ маншăн ют пулман.

Вунă класс пĕтерсен Елчĕкри вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Ун хыççăн вара Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм.

— 18-тах учительте тăрăшнă. Хăвăр çулти ачасене вĕрентме шикленмен-и?

— Вĕренекенсен йышĕнче хамран аслăраххисем те пурччĕ, 1946 çулта çуралнисем. Манăн аслă классемпе ĕçлеме тÿр килчĕ. Уроксем шкул коридорĕнче иртетчĕç. Ун чухне хальхи пек спортзалсем пулман. Уроксене хатĕрленме кĕнекепе усă кураттăм.

Георгий Сидоров — вĕрентÿ министрĕччĕ. Шкултан тин вĕренсе тухнă çамрăк уроксене еплерех ирттернине тĕрĕслеме пынăччĕ. Вăл манăн ĕçе лайăх хак пани, паллах, хавхалантарчĕ ун чухне.

— Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн эсир тĕрлĕ çĕрте — экономистра, агрономра, совхоз директорĕнче, колхоз председателĕнче, совхоз директорĕн заместителĕнче — ĕçленĕ. Çак ĕçсенчен хăшĕ ытларах килĕшнĕ?

— Паллах, уйрăммăн палăртма пултараймастăп. Пур ĕçе те яваплă пурнăçлама тăрăшнă. Çынсемпе ĕçленĕ май вĕсен ыйтăвне вăхăтра татса пама ăнтăлнă. Ял халăхĕпе пĕрле килĕштерсе пурăнас шухăш пуçран тухман.

Ун чухне ял çынни валли ĕç çителĕклĕ пулнă. Халĕ çамрăксем ĕç çукран ют çĕре тухса каяççĕ. Паллах, вăл вăхăтра та тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен тÿленĕ. Паянхи кун çакă пенси илекенсен хушшинче лайăх палăрать. Пĕрисен вăл пысăкрах, теприсен — пĕчĕкрех. Ĕç укçи лайăх тÿленĕ хуçалăхсенче вăй хунă çынсен пенсийĕ пысăкрах.

— Михаил Алексеевич, хăй вăхăтĕнче эсир Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулнă май тĕрлĕ саккун пăхса тухнă, йышăннă. Вĕсенчен пĕлтерĕ-шлисене каласа парăр-ха.

— Пĕлтерĕшлисем ытларах экономикăпа çыхăннисем. Сăмахран, бюджет, социаллă пурнăçпа экономика программисем. Вĕсем тăрăх республика аталанса пынă-çке. Çак программăсене йышăнман пулсан паянхи пек аталану та пулмастчĕ тесе шухăшлатăп. Манăн ытларах ЧР Президенчĕпе Николай Федоровпа ĕçлеме тÿр килчĕ. Ун чухне укçа çитсе пымастчĕ. Халĕ нумайрах уйăраççĕ. Çавна май кăтартусем те куçкĕретех. Вăл вăхăтра самана урăхларахчĕ, мĕнле те пулсан хамăрăн майлаштарма тиветчĕ. Сăмахран, газификаци, ялсене асфальт çулпа çыхăнтарасси, шкулсем тăвасси — çаксем пурте саккунсем йышăнмасăр пулмаççĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ пулăм — Чăваш Республикин Конституцине йышăнни. Ăна 2000 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăнтăмăр. Кăçал 20 çул çитет. Çавăн пекех 2007 çулта Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккуна йышăнтăмăр. Халăх ăна питĕ кĕтетчĕ.

— Сире политика е çĕр ĕçĕ çывăхарах?

— Политика экономикăсăр пулмасть. Çавăнпа та политикăна кĕриччен малтан тăрăшса ĕçлени пулăшать. Халăх сана суйларĕ тĕк вĕсене мĕнле те пулсан хăв енне туртмалла. Çавăнпа та эпĕ çак ăнлавсене пĕрре те уйăрасшăн мар. Политика çул- йĕрне суйласа илсен кутăнлашмалла мар, тăрăшмалла. Тăрăшмасан çул айккине пăрса хăвараççĕ.

— 2011 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче вырăнти парламентра эсир çапла каланă: «Республикăра тĕп чĕлхе — чăваш чĕлхи, ун хыççăн вырăс чĕлхи шутланать». Чăваш-лăха мала хуракан çын çеç çапла калама пултарать. Эппин, эсир чăваш патриочĕ.

— Чăваш хастарĕ пулмалла та, унсăрăн тăван халăхсăр тăрса юлма пултаратпăр. Паллах, ун пек ан пултăр ĕнтĕ. Халĕ çамрăксем вырăсла, акăлчанла вĕренме тăрăшаççĕ. Вĕренмелле, анчах чăваш чĕлхине те манмалла мар.

Ун чухне эпĕ хамăн шухăша каласа пĕтереймен пулас: республикăра 67-68 процент чăваш халăхĕ пурăнать пулсан чăваш чĕлхи пĕрремĕш вырăнта тăрать паллах. Ун хыççăн — вырăс чĕлхи.

— Ачăрсем чăвашла пĕлеççĕ-и?

— Мăшăрпа ывăлпа хĕр ÿстертĕмĕр. Вĕсем чăвашла пĕлеççĕ. Халĕ мăнуксем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн мăнук кун çути курчĕ. Апла пулсан эпир — телейлĕ. Мăшăрпа 53 çул пĕрле пурăнатпăр. Вăхăт сисĕнмесĕр иртрĕ.

Валентина ПЕТРОВА.


Усал шыçăпа кĕрешмелли шанчăклă меслет

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче кашни çулах кăкăр ракĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Ку чир мĕнле палăрать? Унран мĕнле сыхланмалла тата еплерех сипленмелле? Çак тата ыйтăва Шупашкар хулин тĕп больницин онкологи пулăшăвĕн центрĕн заведующийĕ, аслă квалификаци категорийĕллĕ онколог тухтăр Людмила Максимова хуравлать.

— Людмила Георгиевна, кăкăр шыççи тăтăшах тĕл пулать-и?

— Кăкăр ракĕ — хĕрарăмсен хушшинче чи анлă сарăлнă шыçă чирĕ. Тĕнчере çулсеренех çак чирĕн пĕр миллион ытла тĕслĕхне тупса палăртаççĕ. Раççейре — çулсеренех 50 пине яхăн, çав шутран 40 ытла процентĕнче рака чирĕн юлашки тапхăрĕсенче тин палăртма май килет. Чăваш Республикинче çулсеренех 400-500 хĕрарăмăн çак чир пуррине регистрацилеççĕ.

— Ку чир мĕнле сăлтавсене пула аталанать?

— Кăкăр ракĕн пĕртен-пĕр тата тĕп сăлтавĕ çук. Вăл тĕрлĕ факторсен комплексне пула вăй илсе аталанма пултарать. Пĕрремĕшĕ — йăхран куçаслăх. Çывăх тăвансем /амăшĕн, аппăшĕ-йăмăкĕн, кукамăшĕн/ çак чирпе нушаланнă тăк — çав хĕрарăмăн та кăкăрта усал шыçă пулаять. Тепĕр фактор — ÿсĕм. Хĕрарăм аслăланса пынăçемĕн кăкăр ракĕ вăй илес хăрушлăх пысăкланать. 50-ран иртнисен, тĕслĕхрен, 30 çултисемпе танлаштарсан, ракпа чирлес хăрушлăх вуншар хут пысăкрах. Ытларах 50-65 çулсенчисем аптăрани паллă. Анчах чир çамрăклансах пырать, вăл 40 çула çитменнисен хушшинче те ытларах та ытларах тĕл пу-лать. Хĕрарăм организмĕн хăш-пĕр уйрăмлăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ фактор пулса тăрать. Тĕслĕхрен, уйăх хушши ытла ир /12 çулччен/ пуçланни тата кая юлса /55 çул хыççăн/ пĕтни, 30-35 çултан иртсен тин пĕрремĕш хут ача çуратни, çие юлассинчен сыхлакан контрацептивсене вăрах вăхăт ĕçни /10 çул ытла/, вĕсемпе 18 çула çитичченех тата пĕрремĕш пепкене кун çути парнеличченех усă курни, хырăм пăрахни. Ачана 1-3 уйăх çеç кăкăр ĕмĕртни е пачах ĕмĕртес теменни, ăна ыраттарни-суранлатни те шыçă аталанас хăрушлăха ÿстереççĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — самăрланни, мĕншĕн тесен çу хывăмĕсенче эстроген текен гормон ытлашшипех тухма пуçлать. Тăтăшах стресс чăтса ирттерни, депрессие кĕрсе ÿкни, апатланура выльăх çăвĕ нумай пулни, чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла, ешĕл çимĕç сахал çини те çак чир аталанас хăрушлăха ÿстереççĕ.

— Кăкăр ракĕнчен сыхланас тесен мĕн тумалла?

— Хăйне уйрăм профилактика çук. Çапах кăкăр ракĕ аталанас хăрушлăха чакарма пулăшакан мерăсем пур. Çав шутра — кунне 1 сехетрен кая мар хусканусем туни /утни, чупни/, пирус туртма тата алкоголе ытлашшипех ĕçме пăрахни, шайлашуллă та тĕрĕс апатлану, ачана кăкăр ĕмĕртни. Унсăр пуçне хĕрарăмсен кашни уйăхрах кăкăрне хăйсем тĕллĕн тĕрĕслемелле. Кăкăр ракĕпе кĕрешмелли чи шанчăклă меслет — чире пуçламăш тапхăртах тупса палăртни. Май килнĕ таран маларах сипленме пуçлани сывалас тата пурнăçа сыхласа хăварас шанăçа ÿстерет. Çак тĕллевпе профилактика медицина тĕрĕслевĕпе тата диспансеризацие вăхăтра тухмалла. Диспансеризаци вăхăтĕнче кăкăрăн усал шыççисем çук-и тесе скрининг ирттереççĕ, 40-75 çулсенчи хĕрарăмсене 2 çулта пĕрре маммографи тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ.

— Рак аталанма пуçланине сисмесĕр юлас мар тесен мĕнле самантсене шута илмелле?

— Кăкăрта хытăрах вырăн е темĕнле мăкăль пурри, унăн тытăмĕ тата ÿт тĕсĕ улшăнни, вăл пĕчĕкленни е пысăкланни, форми урăхланни, кăкăр çитермен чухне ун пуçĕнчен шĕвек тухни, хул айĕнче хытăрах вырăнсем пурри — пăшăрханмалли сăлтавсем. Ун пек чухне пĕр тăхтамасăр пурăнакан вырăнти поликлиникăна си-плекен врач патне каймалла. Кăкăрта усал шыçă пур пек туйăнсан вăл пациента онколог тухтăр патне ярать, кирлĕ пулсан — Республикăри онкологи диспансерĕн поликлиникинчи маммолог тухтăр патне. Малалла мĕн тумаллине онкологи диспансерĕн специалисчĕсем ăнлантарса парĕç. Асра тытмалла: кăкăрта усал шыçă пуррине е çуккине онколог врач çеç уçăмлăн палăртма пултарать. Тăвансен, пĕлĕшсен, ăнсăртран тĕл пулнă çынсен шухăшне итлемелле мар, çакна пула хаклă вăхăта çухатма тата диагноза тĕрĕс мар палăртма пулать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.