Комментари хушас

21 Юпа, 2020

Хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнмалла

Паян ЧР Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата синкерлĕ лару-тăрăва асăрхаттарас, сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕрен унта районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Кăçал çуллахи шыва кĕмелли тапхăр мĕнле иртни пирки Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пай пуçлăхĕ — ЧР пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ Герман Майков каласа кăтартрĕ. Вăл кăçал инкексен шучĕ те, шывра путса вилнисен йышĕ те пĕлтĕрхинчен нумайрах пулнине палăртрĕ. Çав хушăрах çăлса хăварнă çынсен йышĕ те пысăкрах терĕ. Инкек сăлтавĕсем çаксем: кану валли ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче шыва кĕни, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни, ачасем пĕве-кÿлĕ хĕрринче аслисемсĕрех пулни. Герман Майков ял тăрăхĕсем шыва кĕмешкĕн ятарлă вырăнсем хатĕрлес ĕçе кая хăварнăшăн кăмăлсăррине палăртрĕ. Ку ĕçе шăрăх кунсем пуçлансан тин туни вырăнсăр терĕ. «Çак самантсемпе кăтартусене пирĕн çитес шыва кĕмелли тапхăра хатĕрленнĕ май шута илмелле», — терĕ Олег Николаев.

Герман Майков çавăн пекех кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрти тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Ларура Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская пирĕн республикăра грипп тата ОРВИ чирĕсем анлă сарăлакан тапхăра мĕнле хатĕрленни пирки каласа кăтартрĕ. Ачасемпе çитĕннисене прививка тăвас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.