Комментари хушас

22 Юпа, 2020

Артистсен – юбилейсем

Çак кунсенче Чăваш Енри паллă икĕ артистка хăйсен юбилейĕсене паллă тăваççĕ. Вĕсенчен пĕри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет, тепри – К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăхакадеми драма театрĕнче.

Çамрăксен театрĕнче тăрăшакан Ирина Архипова Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче 1970 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки. Актер ăсталăхне Мускаври М.С. Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче алла илнĕ. Театрта 1993 çултанпа ĕçлет. Ыран, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче, театрта Вячеслав Оринов пьеси тăрăх лартнă «Çунат сараççĕ ĕмĕтсем» спектакль кăтартĕç. Унта Ирина Архипова Октябрина сăнарĕпе сцена çине тухĕ..

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисткин, Чăваш Республикин халăх артисткин, Раççей Патшалăх премийĕн лауреачĕн Валентина Ситовăн юбилей каçĕ иртĕ. Уяв К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 18 сехетре пуçланĕ. Артистка Борис Дроздăн пьеси тăрăх лартнă «Авланатăп эпĕ, авланатăп» спектакльти Мурова сăнарне калăплĕ. Валентина Ситова 1960 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче çуралнă. Мускаври М.С. Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинчен 1983 çулта вĕренсе тухнă хыççăн ăна Чăваш патшалăх академи драма театрĕн труппине илнĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Ирина Архипова тата drama21.ru архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: