Çак кунсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче М.Д.Михайлов ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ пырать. Унăн программине кĕнĕ икĕ спектакле «Культура.рф» порталта тÿрĕ эфирта курма май килчĕ.
Çак кунсенче Чăваш Енри паллă икĕ артистка хăйсен юбилейĕсене паллă тăваççĕ. Вĕсенчен пĕри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет, тепри – К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăхакадеми драма театрĕнче.
Юрласа çитет терĕ пулас Сергей, политикăна кайма васкарĕ, ахăртнех. Ав, çакăн валли ятарлă костюм та туяннă, галстук та çыхнă, халăхпа тĕл пулма çÿрет. Суйлав çывхарать-çке. Анчах… Темĕн çитмест пек. Ара, депутат — унăн çĕнĕ сăнарĕ-çке!
«Эпĕ модăна пăхăнмастăп, хама килĕшекен тум суйлатăп», — çапла çырнăччĕ Данила Ленский Инстаграма «Модный приговор» телекăларăмăн ертÿçипе Александр Васильевпа пĕрле ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕке вырнаçтарсан. Кăларăма çак эрнерех курма май пуррине те палăртнăччĕ.