Комментари хушас

22 Раштав, 2020

«Хыпар» 146 (27729) № 22.12.2020

Валерий ПЕТРЯНКИН: Урампа утатăп та – чун хĕпĕртет

«Елчĕк районĕн чи лайăх строителĕ» ята виçĕ хутчен тивĕçнĕ Валерий Петрянкин социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи, 11-мĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕ, Чăваш Енĕн чи лайăх каменщикĕ пулнă. Валерий Германович 1987 çулта Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, хамăр ентешĕн Андриян Николаев космонавт летчикĕн аллинчен Гагарин ячĕллĕ «Малта пыракан коллектива — космонавт летчиксенчен» çăлтăрлă вымпела илме тивĕçлĕ пулнă. Çав вăхăтра ун кăкăрĕ çинче III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕ ялкăшнă. 2004 çулта вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ пулса тăнă. Юратман ĕçе туса çавăн чухлĕ наградăна тивĕçме çуках, çавăнпа строитель ĕçне пин- пин тĕрлĕ профессирен мала хурать Валерий Германович, уншăн вăл — чи юратни.

 Шкул, лавкка, клуб…

Тăван шкулĕнчи аслă классенче вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул вăхăтĕнче аслисемпе юнашар тăрса вырăнти хуçалăхра çурт-хуралтă хăпартма хутшăннă. Вăтам шкул пĕтерсен мĕнле çул суйласси пирки ыйту тухса тăман унăн. Салтакра та кăмăла кайнă ĕçех пурнăçлама тивнĕ. Унтан таврăнсан Курск облаçĕнчи Льгов хулинче маçтăрсен шкулĕнче çулталăк вĕреннĕ. Çакăн хыççăн Брянскри строительство техникумне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн пĕлĕве Шупашкарти строительство техникумĕнче туптама пуçланă.

Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăх, СМУ, сельхозтехника çумĕнче Валерий Петрянкин ертсе пыракан комплекслă строительство бригади Аслă Елчĕкри социаллă пĕлтерĕшлĕ об˜ектсене — клуба, больницăна, шкула, спорт залне, ача садне, суту-илÿ çуртне, çавăн пекех хуçалăхăн правлени çуртне, фермисене, выльăх- чĕрлĕх валли апат хатĕрлекен цеха, ыттине — хăпартнă. Елчĕкре те пур унăн аллипе çĕкленисем: прокуратура, халăх сучĕн çурчĕсем, 18, 27 хваттерлисенчен пуçласа уйрăм хуçалăхсен строительстви таранах. Пĕр уйăхра уйрăм çынсен 7-8 çуртне çĕклесе лартнă. Валерий Германовичăн строителĕсем Комсомольски, Патăрьел, Тăвай районĕсенче те, Тутарстанри Теччĕ, Пăва, Апастово районĕсенче те, Хусанта та хастарлăх кăтартнă. Кашни çĕнĕ çуртшăн савăннă. «Ял тăрăх утатăп та — чун хĕпĕртет, — тет вăл. — Ман ĕçĕме ывăлăм Алексей тăсать. Çавă та çунатлантарать. Çамрăклăха çĕнĕрен таврăнма май пулнă тăк строитель ĕçнех суйлăттăм. Ача чухне манăн камран тĕслĕх илмелли пулнă: хамăр касра пурăнакан вăрçă ветеранĕ Михаил Горшков пире, ача-пăчана, строитель ĕçне пĕчĕккĕн хăнăхтарса пычĕ».

Курск майри

Валерий Германович Льгов хулинче вĕреннĕ вăхăтра вырăс хĕрĕпе Нинăпа паллашнă. Хваттерте пурăнакан çемьен кÿрши пулнă вăл. Шыв ăсма тухнă сарă çÿçлĕ пике çине ытарайми пăхнă. Малтанласа сăмах чĕнме те вăтаннă, анчах пикене вĕçертес килмен чăваш каччин, хăюлăх çитерсе калаçу пуçарнах. Лешĕ те хирĕçлемен, тĕл пулма пуçланă. Çулталăкран Петрянкин Аслă Елчĕке пĕччен мар, çамрăк мăшăрпа, майрапа, таврăннă. Унтанпа 44 çул иртнĕ. Нина Дмитриевнăшăн малтанхи çулсем чăнласах çирĕплĕхе тĕрĕслемелли тапхăр пулнă темелле. Мĕнле хăнăхса пынă-ха? Ун пирки хăй акă мĕн каласа кăтартрĕ: «Питĕ кансĕр пулчĕ çĕнĕ вырăна хăнăхма. Чăвашла пĕлместĕп, çывăх тăвансем юнашар çук. «Паха тĕрĕ» фабрикăн Елчĕкри филиалĕнче ĕçлеме пуçларăм. Хăшĕ мана пулăшатчĕ, ăнлантарса паратчĕ, тепри йĕкĕлтеме хăтланатчĕ. Сунасласан: «Сăмсу пысăк пултăр!» — тетчĕç, эпĕ ăна-кăна ăнланманскер: «Тавтапуç» — теттĕм. Каллех кулмалли сăлтав тупăнатчĕ. Зина Хушкинăпа ĕçрен таврăнатпăр: «Нина, мĕн ку?» — тет. «Ворона», — хуравлатăп. Чăвашла: «Курак», — вĕрентет ĕçтешĕм. Икĕ çултан сăмахсене ăнланма, унтан чĕлхене хуçкаласа чăвашла калаçма пуçларăм. Валерий хутшăнура час-часах усă кураканнисене тетрадь листи çине 100-шер сăмах çырса паратчĕ те: «Вĕрен», — тетчĕ. Хăнăхса пытăм çапла. Тем те курнă. Лавккара ĕçленĕ вăхăтра: «Супăнь пар-ха», — текене саппун тыттарни те пулнă. Чăвашри атте-аннепе йĕркеллĕ пурăннă. Йывăр пулсан та чăтнă, мана кунта никам та ирĕксĕрлесе илсе килмен вĕт. Ачасем те малтанхи вăхăтра нушаланчĕç. Сăмах май, манăн йăмăк та чăваша качча тухнă. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче пурăнать», — иртнине ăшă кулăпа аса илчĕ Курск майри.

Çĕвĕçĕн кĕпи çĕтĕк мар

Ашшĕпе амăшĕн килĕ пушă мар, унта шăллĕн Юрăн çемйи пурăнать. Ултă пĕртăван çитĕннĕ вĕсем: Лена, Валерий, Коля, Галя, Юра, Вера. Йăмăкĕсемпе шăллĕсем те, вĕсен мăшăрĕсем те, ытти тăванĕ те хăй вăхăтĕнче тетĕшĕн бригадинче вăй хунă. Ял çыннисенчен çаксем — Вера Виноградова, икĕ Галина Чернова, ыттисем — чылай вăхăт ĕçленĕ Петрянкин бригадинче. . /.../

Надежда СМИРНОВА

 


 

Амăшĕн ялне качча кайма хушмаççĕ

Çапла майпа юн хутăшасран асăрханнă. Ĕлĕк-авал пулас мăшăра ют ялтан илме тăрăшнă, хĕрсене 15 çухрăмран çывăхра вырнаçнă яла качча паман.

 «Хĕрарăм енчен юн хутăшать, арçын енчен шăмă хутăшать», — тенĕ мăн асаттесем. Арăмĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлсан арçын унăн аппăшне е йăмăкне качча илме тăрăшнă. Халĕ те тĕнпе наука тăвансем çемье çавăрнине хирĕçлеççĕ. Библи те, Коран та çак пулăма йышăнмаççĕ. Вĕсен ачисем те, мăнукĕсем те чирлĕ е сусăр çуралаççĕ: гемофили, Даун синдромĕ аталанать, ăс-тăн шайĕ чакать, нерв тытăмĕ хавшак пулать. «Ахаль çемьесенче те ача çитменлĕхпе çуралма пулта-рать. Вĕсен ку кăтарту 4 процентпа танлашать тĕк çывăх тăвансем пĕрлешсен çак хăрушлăх 5 хут ÿсет. Ача вилĕ çуралма е пĕчĕклех пурнăçран уйрăлма пултарать», — палăртать Игорь Гершкович генетик. Унăн шухăшĕпе, иккĕмĕш сыпăкри тăвансен çемье çавăрассинчен пушшех асăрханмалла. Тепĕр паллă генетик Владимир Эфроимсон ку ыйтăва нумай тĕпченĕ. «Мăшăрăн темиçе сыпăкра та пулин пĕр юн хушăнсан вĕсен ачи çитменлĕхпе çуралать», — çирĕплетет вăл.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр халăхăн йăх-ăру тасалăхне упраса хăварас тĕллевпе тăванлă хĕрпе йĕкĕте пĕрлештернĕ тĕслĕхсем те пулнă. Калăпăр, Европăра патшасем юна хутăштарман, хăйсен йăхĕнчи тăванпа çемье çавăрнă. Японири тата Индири штатсенче паянхи кун та çак йăлана тытса пыраççĕ. Азербайджанпа Узбекистанра та çакнашкал тĕслĕх чылай тĕл пулать. Çавăнпа унта гемофилипе чирлĕ çын ытларах. Чарльз Дарвин тĕпчевçĕ те хăйĕн тăванĕн хĕрне качча илнĕ, вĕсен 10 ача çуралнă, анчах чылайăшĕ чирлĕ те хавшак пулнă. Историксем каланă тăрăх, çак халăхсем е йăхсем вилсе пĕтнĕ е питĕ сахаллăн юлнă.

Чылай çĕршывра çакнашкал мăшăрланăва хирĕç, çак уйрăмлăха саккунрах çирĕплетнĕ. Саккуна пăхăнманнисене уголовлă майпа айăплаççĕ. Раççейри Çемье кодексĕн 14-мĕш статйинче çапла палăртнă: ашшĕ-амăшĕпе ачисен, пиччĕшĕпе аппăшĕн, ашшĕ-амăшĕпе усрава илнĕ ачисен, аслашшĕ- кукамăшĕпе мăнукĕсен мăшăрланма юрамасть. Çав вăхăтрах саккун иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе аппăшĕ, иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕпе шăллĕ, тетĕшĕпе унăн йăмăкĕн хĕрĕ, аппăшĕпе унăн йăмăкĕн ывăлĕ çемье çавăрнине хирĕçлемест.

Светлана ВАЛИЦКАЯ, Шупашкарти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ:

— Çемье кодексĕ тăвансене пĕр-пĕринпе çемье çавăрма чарать. Кун пек чухне хĕрарăм ача кĕтнине те тĕпе хумаççĕ. Çав вăхăтрах çывăх тăвансем пĕрлешме пултараççех. ЗАГС пайне заявлени панă чухне çамрăксем пĕр-пĕринпе тăван пулнине палăртмаççĕ. Пирĕн вĕсенчен ятарлă хут ыйтма ирĕк те çук. Паллах, кайран тивĕçлĕ хутсемпе ĕнентерсен вĕсене уйăраççĕ.

Николай ЕГОРОВ, филологи наукисен докторĕ:

— Ĕлĕк-авал чăваш ялĕсем пĕчĕк пулнă, ялта пĕр-пĕрне тăванлă лекнĕ. Çавăнпа хĕрĕсене каччă тупма ашшĕсемех ют яла лармана леçнĕ. Ун чухне кукка /аннен пиччĕшĕ-шăллĕ/ тăван аттерен те малта пулнă. Ывăл ачасене час-часах куккăшĕсем вĕрентсе ÿстернĕ. Амăшĕн ялĕ ашшĕ ялĕнчен те тăванрах пулнă. Манăн асанне Куснарта çуралса ÿснĕ. Атте: «Куснарта кушакĕ те кукка», — тетчĕ. Урăхла каласан, аннен ялĕнчи пур арçын та тăван шутланнă. Тăвана хĕр пама юраман. Аннен аппăшĕ-йăмăкĕ валли ятарлă ăнлав /куккан мăшăрĕ/ çук. Вĕсем тăван шутне кĕмен, çавăнпа «майăн хĕр илме юранă». «Кукаçи» /кукка аçи/ тата «кукамай» /кукка ами/ сăмахсен пулăвĕ кăсăклă. Авал «аçа» тата «ама» сăмахсем «атте», «анне» пĕлтерĕшпе çÿренĕ.  /.../

Андрей МИХАЙЛОВ.

 


 

Килес çулхи тарифсем паллă

Раштавăн 17-мĕшĕнче ЧР тарифсен службинче «Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçи 2021 çулта улшăнасси çинчен» ыйтупа брифинг иртрĕ.

Служба ертÿçи Надежда Колебанова пĕлтернĕ тăрăх — 2021 çул валли муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçин улшăнăвĕн чи пысăк индексĕсене çирĕплетнĕ.

— Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев виçи çулталăкра пĕр хут — утă /июль/ уйăхĕн 1-мĕшĕнчен — улшăнать, — терĕ Надежда Колебанова. — Вăтам индекссене Чăваш Ен валли 2021 çулшăн 3,4% çирĕплетнĕ. Раççей Правительстви вĕсене 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен чи нумай 2% унталла- кунталла пăркаланма ирĕк парать. Çапла вара республикăри хăш-пĕр муниципалитетра коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансен тÿлев виçин чи пысăк улшăнăвне çитес çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен индексăн 5,4% чикĕленĕ.

Служба ертÿçи тÿлевĕн вăтам виçи коммуналлă пулăшу ĕçĕсен йышĕнчен тата икĕ компонентран — коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе калăпăшĕнчен, вĕсен тарифĕнчен — килнине аса илтерчĕ. Пурăн-малли çуртсене хутса ăшăтассипе, ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, таса мар шыва вĕсенчен юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕ ресурспа тивĕçтерекен кашни организацин хăйĕн пулать, мĕншĕн тесен вăл технологи процесĕнчен, тивĕçлĕ оборудовани тата вăл кивелсе юрăхсăра тухни пурринчен, налук хумалли хăш йĕркене суйласа илнинчен, ресурсăн усăллă пайĕн калăпăшĕнчен, ыттинчен килет.

Пурăнмалли вырăна хутса ăшăтассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕн вăтам улшăнăвĕ 3,4% ытла, хура шыва юхтарса кăларассин, вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтерессин 3,9% ытла пулмасть.

Регион операторĕн коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕн вăтам улшăнăвĕ 3,4% танлашĕ. Ял çыннисем, вĕсемпе танлаштарнă ытти категори патне çитерекен электроэнерги тарифĕсене 2021 çул валли РФ Монополипе кĕрешекен служби çирĕплетнĕ тарифсен чи пĕчĕк тата /е/ чи пысăк шайĕсемпе килĕштерсе тунă. Ял çыннисем, электроплитапа усă куракан çуртра пурăнакансем валли тарифсене май килнĕ таран пĕчĕклетнĕ 0,7 коэффициентпа никĕсленĕ.

2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электроэнерги хакĕ пĕр киловатт-сехетшĕн хулара пурăнакансемшĕн 3 тенкĕ те 60 пус /12 пус ÿсет/, ял çыннисемшĕн 2 тенкĕ те 52 пус /8 пус хушăнать/ пулать.

Халăха парса тăракан çут çанталăк газĕн хакĕ 2021 çулăн пĕрремĕш çурринче 2020 çулхи иккĕмĕш çурринчи пекех — пĕр кубла метршăн 5 тенкĕ те 88 пус. Çак кун тĕлне РФ Монополипе кĕрешекен служби Чăваш Ен валли çут çанталăк газĕн курттăммăн сутмалли хакне çирĕплетмен. Раççейĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2021 çул, малашлăх тапхăрти 2022 тата 2023 çулсем валли хатĕрленĕ прогнозĕнче килес çулăн иккĕмĕш çурринче унăн кашни кубла метрĕ 6 тенкĕ те 6 пус тăрассине палăртнă.

Коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемшĕн 2021 çулхи утă уй-ăхĕн 1-мĕшĕнчен хула çыннисемшĕн кашни уйăхра 64 тенкĕ те 89 пус /ÿсĕм 2 тенкĕ те 13 пус/, ялта пурăнакансемшĕн 51 тенкĕ те 71 пус /1 тенкĕ те 69 пус хушăнать/ пулать. . /.../

Юрий МИХАЙЛОВ.

 


 

«Йĕпе тумпах çывăраттăмăр»

Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпара пурăнакан аслă ăрури çынсем аса илнĕ тăрăх, вĕсен ялĕнчен окоп чавма улттăн кайнă. Вĕсенчен пĕри — Екатерина Петрова.

97 çулти Екатерина Ивановнăпа нумаях пулмасть ялти культура çурчĕн заведующийĕ Любовь Горшкова курса калаçнă. Ветеран вăрçă çулĕсене куççульпе аса илнĕ. «Эпĕ ун чухне 18 çулти хĕрччĕ. 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Аслă Таяпаран 6 çамрăк Сăр хĕррине окоп чавма тухса кайрăмăр. Анне кутамккана çĕр улми, çăкăр, какай татăкĕ чикрĕ. Эпир Улатăр тăрăхĕнче окоп чаврă-мăр. Çанталăк питĕ сивĕ тăнăран çĕре кĕреçепе чавса илме май çукчĕ, çавăнпа кувалтăсемпе лум-сене çапса кĕртеттĕмĕр. Эпир Наçтаçпа тăпрана наçилккапа Сăр хĕррине йăтаттăмăр. Кунĕпе ĕçленĕрен тумтир йĕпенетчĕ, ăна типĕтме май çукчĕ. Йĕпе тумтирпех урайне выртса çывăраттăмăр», — каласа кăтартнă Екатерина Петрова. Вăл ялтан хăйĕнпе пĕрле Николай Ялманов, Наталия Адюкина, Анастасия Тяптушкина, Перасковья Танкина, Александр Гордеев окоп чавма кайнине пĕлтернĕ.

Паллах, вăрçă çулĕсенче хура-шурне пайтах курма тивнĕ. Екатерина Петрова ĕмĕр тăршшĕпех Карл Маркс ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Вăл мăшăрĕпе пĕрле çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. /.../

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 


 

Приютсем тумалла. Йытă-кушака вырнаçтарма

Федерацин 2018 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнчи «Чĕр чунсен çаврăнăшне яваплă йĕркелесси тата Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун актне улшăнусем кĕртесси» 498-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн общество вырăнĕсенче çÿрекен хуçасăр чĕр чунсене вăхăтлăх пăхса тăракан ятарлă приютсене вырнаçтармалла. Чĕр чунсен çаврăнăшне Чăваш Енре те çĕнĕлле йĕркелеççĕ. Ĕç еплерех пыни çинчен республикăн патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов каласа парать.

— Саккунра приютсем патшалăх, муниципалитет е уйрăм çын харпăрлăхĕнче шутланса тăраççĕ тенĕ. Вĕсене тутарма район-хулан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем укçа тупайĕç-ши?

— Çаврăнăша йĕркелеме тăрăшаççĕ, анчах ĕç кирлĕ пек пулса пыраймасть. Мĕншĕн тесен 498-мĕш саккуна йышăниччен республикăра пĕр приют /Шупашкарта/ çеç ĕçленĕ. Вăл ытларах йышăнма тă-рăшсан та Чăваш Ене кирлĕ чухлĕ вырнаçтараймасть. Çĕнĕ приютсем тумаллах, анчах хăпартма вăхăт чылай — икĕ çула яхăн — каять. Вĕсене лартма çĕр лаптăкĕ уйăрмалла, çурт проекчĕпе смета документне хатĕрлеттермелле, строительствăна вĕçленĕ хыççăн приютра ĕçлеме çынсене суйласа илмелле, вĕрентмелле, ытти ыйтăва татса памалла.

— Хальлĕхе районсенче приютсем çук. Килсĕр йытă-качка шучĕ ÿсмĕ-ши?

— Хула тата район муниципалитечĕсем пире пĕлтернĕ тăрăх — 2020 çулхи раштавăн 17-мĕшĕ тĕлне хуçасăр 570 йытта тытнă, çав шутра 569-шне пăхма приюта вырнаçтарнă, 400-шне стерилизациленĕ, 568-шне сипленĕ, 336-шне маркировкăланă, хуçисем тупăннă пирки 184-шне маларах пурăннă вырăнсене тавăрнă /Канаш хули — 126, Шупашкар — 27, Вăрмар — 15, Улатăр — 9, Сĕнтĕрвăрри — 7/.

Канаш районĕнче — 32, Сĕнтĕрвăрри енче — 8, Вăрмар тăрăхĕнче — 15, Улатăр хулинче — 9, Канаш хулинче — 136, Çĕмĕрле хулинче — 38, Шупашкарта 332 йытта тытса приюта леçнĕ, ытти районтан пĕрре те ăсатман.

— Çакăн пек ыйту тухса тăрать: вĕсенче хуçасăррисем çук-ши? Сăлтавĕ республика бюджетĕнчен муниципалитетсене субвенци кирлĕ чухлĕ уйăрманнинче мар-и?

— Çук. 2020 çул валли ял тата хула тăрăхĕсене куçарма унта 6,231 млн тенкĕ пăхса хăварнă, 2020 çулхи раштавăн 17-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 1692649 тенке çеç ĕçе кĕртнĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хуçасăр чĕр чунсен çаврăнăшне йĕркелеме республика бюджетĕнчен укçа çуллен çителĕклĕ уйăраççĕ.

— Ял е хула çыннисем вĕсенчен килсĕр йытă-кушака тытса хупма ыйтмаççĕ-ши?

— 2020 çулхи вун пĕр уйăхра муниципалитетсем чĕр чунсен çаврăнăшĕпе çыхăннă 532 ыйтăва йышăннă. Республикăра хуçасăррисене тытса приюта вырнаçтаракан уйрăм предпринимательсем пур, вĕсемпе çыхăнса килĕшÿ тумалла çеç.

— Йытă е кушак хуçисен пĕр пайĕ çапла шухăшлать: килтен ăнсăртран тухса кайнисене, çухалнисене тытса приюта вырнаçтарнă чухне муниципалитет шаннă ятарлă уполномоченнăй организаци /юридици сăпачĕ е уйрăм предприниматель/ ĕçченĕсем сиен кÿме пултараççĕ. Кÿрентерменнине мĕнпе çирĕплетеççĕ?

— Видеоаппаратурăпа. Хĕненĕ, çапнă е тăкак кăтартнă тĕслĕх ан пултăр тесе ветслужба хăш вырăнта тата вăхăтра тытнине, датăна дисплейра палăртма, автомашинăна тиенĕ, приюта шанса панă, чĕр чун маларах пурăннă вырăна тавăрнă саманта видеокамерăпа ÿкерме сĕнет. /.../

Читлĕхĕ мĕнлескер?

— Фургонра вырăн кашни йытă пуçне — 0,6, кушак валли 0,3 тăваткал метртан пĕчĕкрех пулмалла мар. Читлĕхре пĕччен е темиçен тĕк ирĕккĕн, пĕр-пĕрне сиенлемесĕр харăс тăма е выртма пултармалла. Республикăн Министрсен Кабинечĕн 2020 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче хуçасăр чĕр чунсен çаврăнăшĕпе çыхăннă ĕç-хĕле йĕркелесси çинчен» 102-мĕш йышăнупа килĕшÿллĕн 300 километртан ытла вырнаçнă приюта илсе кайма юрамасть. Унта стерилизациленĕ, вакцинациленĕ хыççăн маларах пурăннă вырăна уполномоченнăй организациех тавăрса парать.

— Константин Вячеславович, ял тата хула тăрăхĕсенче миçе чĕр чун хуçасăр шутланнине ветслужбăна хăш органсем пĕлтереççĕ?

— Район-хула администрацийĕсем. Калăпăр, 2020 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра вăл 3885 пулнă. Çак информацие общество вырăнĕсенче çÿресе пухнă. Шутлама общество организацийĕсене, волонтерсене, ял-хулари хастарсене явăçтарнă. Хуçасăр чĕр чунсен çаврăнăшне 2021-2023 çулсенче йĕркелемешкĕн ял тата хула тăрăхĕсене республика бюджетĕнчен укçа кирлĕ чухлĕ уйăрма пăхса хунă.

Приютсем хута яма палăртнă-и?

— Шупашкарти /Трактор тăвакансен проспекчĕ, 108 «а»/ çинчен каларăм ĕнтĕ. Унта хуçасăрри 500 яхăн. Республика тĕп хулине вăл пурне те вырнаçтарма çитмест. Хула администрацийĕ муниципалитет валли 2021 çулта 680 вырăнлăх тăвасшăн. Çавăн пекех Улатăр районĕнче, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче хута ярасси çинчен шухăшлаççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

 


 

Хĕрсене хÿтĕлесе вилнĕ

Граждансене хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартнăшăн Шупашкар арçыннине Раççей Следстви комитечĕн председателĕ Александр Бастрыкин «Харсăрлăхпа паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă — вилнĕ хыççăн. Çак кунсенче вара Следстви комитечĕн республикăри органĕсем хăюллă çав çынна вилĕм кÿнĕ тĕслĕхпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ — айăпли кĕçех суд умне тăрĕ.

Преступлени кăçалхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче тĕп хулари Октябрĕн 50 çулĕн урамĕнчи çуртсен кар-тишĕнче каçхине пулнă. Шупашкар арçынни, 43 çултискер, ÿсĕрскер, хăй палламан хĕрсен çумне çулăхнă. Лешсем унпа калаçас кăмăллă пулманшăн кÿренсе кăшкăрашма-ятлаçма, вĕсене пушă кĕленчесемпе пеме тытăннă. Хăраса ÿкнĕскерсем тарма пикеннĕ, пулăшу ыйтса кăшкăрнă. Пуçтах вара — вĕсен хыççăн.

Кÿршĕ картишре арçынсем пулнă та — хĕрсем вĕсен хыçне пытаннă. Арçынсенчен пĕри, 35 çул-тискер, пикесен хутне кĕнĕ, пуçтаха лăпланма сĕннĕ. Лешĕ вара ăна… çĕçĕпе чикнĕ. Тытăçса кайнă. Преступник аманнăскере татах та татах тĕрлĕ çĕртен чикнĕ: мăйĕнчен, кĕлеткинчен… Йывăр суранланнăскер çавăнтах вилнĕ. Путсĕр вара унăн тусне те çĕçĕпе хăмсарса чикме тăнă, анчах арçын ăна çĕре ÿкерме, шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем килсе çитиччен тытса тăма пултарнă.

Судпа психиатри экспертизи преступник психика тĕлĕшĕнчен йĕркеллех пулнине çирĕплетнĕ. Прокуратура айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе уголовлă ĕçе тишкерме республикăн Аслă судне панă. Арçын Уголовлă кодексăн 105 статйин 2-мĕш пайĕн икĕ пункчĕпе — общество тивĕçне пурнăçлакан граждансене вĕлернĕшĕн тата вĕлерме тăнăшăн — явап тытĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Материсалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.