Комментари хушас

25 Пуш, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 11 (6359) № 25.03.2021

 «Çемье пурнăçĕ тинĕс тăвăлĕ пек те пулать»

АЛЕКСЕЙ АРĂМĔПЕ КАШНИ КУНАХ ВĂРÇĂННĂ. АРÇЫННĂН ЧУНĔ ТĂВĂЛСА ÇИТНĔ, МĔН ТУМАЛЛИНЕ ПĔЛМЕН. ВĂЛ ШУПАШКАРТА ПĔЛТĔРХИ УТĂ УЙĂХĔНЧЕ ЙĔРКЕЛЕННĔ «ÇЕМЬЕ» ЦЕНТРА ПУЛĂШУ ЫЙТМА ПЫНĂ. АННА ДИНОВА — ЦЕНТР КООРДИНАТОРĔ — ĔÇĔ-ХĔЛĔПЕ ПАЛЛАШТАРЧĔ.

Çамрăксене пулăшаççĕ

«Çемье» центр çамрăк çемьесене тӳлевсĕр консультаци, психологи пулăшăвĕ парать. Ку ĕçе ахальтен пуçăнман. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре 2020 çулта çемье чăмăртанисен 65% уйрăлнă. 30 çул каялла ку хисеп 42% танлашнă, 70 çул каялла вара — 4% çеç. Ытларах чухне çак утăма 25-29 çулсенчи çамрăксем тăваççĕ. Статистика палăртнă тăрăх, ку ӳсĕмре чылай чухне хĕрарăм пуçарăвĕпе уйрăлаççĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енре 3484 çемье чăмăртаннă, уйрăлнисем вара 179 мăшăр ытларах пулнă. Шупашкарта йĕркеленнĕ «Çемье» центр çамрăксене йăнăш утăм тăвасран сыхланма, арăмĕпе упăшки хушшинче сиксе тухнă ыйтусене татса пама пулăшать.

«Çамрăк мăшăр туйĕнче тус-тăванĕ, пĕлĕш-юлташĕ чунран савăнать. Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе çемье чăмăртанă мăшăр кĕске вăхăтранах уйрăлни çинчен илтсен чун ырататчĕ. Чылайăшĕн шухăшĕпе, ку — сиксе тухнă йывăр лару-тăрăва татса памалли чи лайăх меслет. Анчах вĕсем тĕрĕс мар шухăшлаççĕ. Çакăн пек лару-тăрăва лекнĕ çамрăксене пулăшас килчĕ. Çемье арканнин сăлтавĕсене тишкертĕмĕр. Чи малтанах ку çамрăк мăшăр çемье пурнăçĕ валли хатĕр маррипе çыхăнни палăрчĕ. Шупашкарта пĕрлешнисен 74% — 22-24 çулсенчи яшсемпе хĕрсем. Çемье çавăрни — пысăк яваплăх, анчах чылайăшĕ çак утăма тĕплĕ шухăшламасăрах тăвать, самантлăх йăпанăва юрату пек йышăнать. Иккĕмĕш сăлтав — арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне ăнланманни, йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттерме мехел çитерейменни. Кунашкаллисем кил-тĕрĕшри ĕçсене те пĕрле килĕштерсе пурнăçламаççĕ, çемье бюджетне те тытма пĕлмеççĕ. Çамрăк мăшăра хутшăнура сиксе тухнă ыйтусене тӳлевсĕр татса пама пулăшакан центр пулманни те ура хурать. Çапла «Çемье» центр йĕркелеме шухăшларăмăр. Пирĕн специалистсем ытларах 14-35 çулсенчисене пулăшаççĕ. Проектпа килĕшӳллĕн, психологпа онлайн мелпе тĕлпулусем иртеççĕ, специалист арăмĕпе упăшки хушшинче сиксе тухнă çивĕч ыйтусене сӳтсе явать. Ыйтусем эфир вăхăтĕнче те килеççĕ. Ушкăнпа та, уйрăм çынпа та тĕлпулу йĕркелетпĕр. Унта килнисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене уçăмлатма çеç мар, ыттисен шăпипе паллашма та пултараççĕ», — центр ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ Анна.

Центрта Çамрăк çемьесен шкулĕ те йĕркеленет. Психологсем хулари аслă шкулсене, колледжсемпе техникумсене тухса çӳреççĕ, студентсемпе «Арçын тата хĕрарăм. Вĕсен хутшăнăвĕсем» темăпа калаçу иртеççĕ. Çемье чăмăртама палăртнă çамрăксене сĕнӳ-канашпа пулăшаççĕ.

Пушăн 18-мĕшĕнче кунашкал тĕлпулу Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче иртнĕ. Ăна центр психологĕ Денис Яковлев ертсе пынă. «Арçынпа хĕрарăм психологийĕ расна, çавăнпа çемье пурнăçĕ хăш чухне тинĕсри çил-тăвăла аса илтерме пултарать. Çак çăмăл мар лару-тăруран мăшăра мĕнле пур, çавăн пек йышăнма пултаракансем çеç тухаяççĕ. Арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрин валли çуралнă, çураçупа ăнланура пурăнсан, каçарма пĕлсен вĕсен çемйине никам та, нимĕн те аркатаймĕ», — канаш панă вăл. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Пулăшу илсе хăйсен ĕçне пуçараççĕ

Хальхи çамрăксенчен ытларахăшĕ блогера тухса реклама туса укçа ĕçлесе илесшĕн, ТикТок валли видео ӳкересшĕн. Республикăри ĕç рынокĕнче вара пахча çимĕç ӳстерекенсем, çĕвĕçсем, штукатурсем, кирпĕч хуракансем, монтажниксем, сварщиксем, плотниксем, грузчиксемпе слесарьсем çитмеççĕ. Анчах çамрăксене рабочи специальноçĕсем илĕртеççĕ-и?

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса пыракан яш-хĕр теплицăна, строительство организацине кайма васкамасть. Ĕç секторĕн ертӳçи Валерия Иванова пĕлтĕр вĕренсе тухнă çамрăксене уйрăмах йывăр килнине палăртрĕ. Паллă ĕнтĕ: коронавирус пандемине пула. Дистанци мелĕпе ĕçленĕ организацисем тин çеç диплом илнĕ çамрăк специалистсене ĕçе йышăнма васкаман. Çавăнпа чылайăшĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра шута тăма тивнĕ, вĕсем пособи илнĕ.

«Ун чухне ытларах бухгалтерсем, ЭВМ операторĕсем, патшалăх тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕçченĕсем, юристсем ĕç шырарĕç. Центрта шутра тăракан çын 3 уйăхра ĕç тупаймасан ăна вĕренӳ курсĕсене кайма сĕнетпĕр. Унта ĕç рынокĕнче кирлĕ специальноçа илме пулать, практика тухнă организацирех ĕçе вырнаçма та май пур. Çулталăк пуçланнăранпа центр 447 çынна професси пĕлĕвĕ илме янă. Ытларахăшĕ парикмахера, ЭВМ операторне, сметчика, çĕвĕçе, интерьер дизайнерне, «В» категорири водителе вĕренесшĕн. Хăшне-пĕрне пулăшу сфери, пĕчĕк тата вăтам бизнес йĕркелесси илĕртет. Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 197 çынна хушма пĕлӳ илмешкĕн направлени панă. Ку — тӳлевсĕр. Вĕренекенсене стипенди тӳлеççĕ», — палăртрĕ Валерия Владимировна. Ĕç рынокĕ вырăнта тăмасть. Çавăнпа маникюр тăвакансене, экскаватор машинисчĕсене, заправка станцийĕн операторĕсене те вĕрентме пуçласшăн. 16-29 çулсенчи яшсемпе хĕрсен çĕнĕ профессие илсе ĕçлеме май пур.

Шупашкар районĕнчи Шорчекассинче çуралса ӳснĕ Алексейпа Андрей Прокопьевсем — йĕкĕреш. Пиччĕшĕпе шăллĕ мĕн ачаран ĕçе хăнăхнă. Ашшĕ, Тутаркассинчи ял хуçалăхĕнче механикре вăй хунăскер, ывăлĕсене пĕчĕкренех техникăпа ĕçлеме хăнăхтарнă. 9-мĕш класран вĕренсе тухсан Андрейпа Алексей Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумне çул тытнă. Иккĕшĕ те механик специальноçне алла илнĕ.

«Хулана куçас шухăш нихăçан та пулман. Мана ялта пурăнма, ĕçлеме килĕшет», — кĕскен хуравларĕ Алексей. Каччă ашшĕпе амăшне килти хуçалăхра пулăшать. Прокопьевсем 50 гектар çĕр çинче тырă акса ӳстереççĕ, мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Ашшĕ вăрçăран таврăннине сăнланă

«Халĕ çăпата хуçма пĕлекенсем пур-ши? Пур тăк мана систерĕр тархасшăн», — терĕ 62-ри Сергей Васильев. Тивĕçлĕ канури арçынна çăпата кăна мар, кăçатă, ĕлĕкхи тум та кирлĕ. Вĕсене туянассишĕн вăл Шупашкара пасара темиçе те çитнĕ, анчах тупайман.

Çĕрпӳ районĕнчи Йĕкĕрварта пурăнакан Сергей Васильев чăваш халăхĕн кун-çулне сăнлакан пуканесем ăсталать. Вĕсене хатĕрлес шухăш унчченех пулнă-ха, анчах алли çитмен. «Асаттепе асанне 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса ӳстернĕ. Михаил ял ачисене вĕрентнĕ. Ăна 1940 çулта çара илнĕ. Каччă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çапăçăва кĕнĕ. Тепĕр кунхине унăн пурнăçĕ татăлнă. Тепĕртакран аттен иккĕмĕш пиччĕшне вăрçа илсе кайнă. Леонид 1943 çулта йывăр аманнă. Тухтăрсем унăн урине татнă. Çав çул шкултан вĕренсе тухнă аттене — Петра — салтака кайма повестка тыттарнă. Парта хушшинчен тухнă лутра кĕлеткеллĕ яша ялĕпех ăсатнă. Çĕнтерĕве вăл Австрире кĕтсе илнĕ, тăван тăрăха 1947 çулта таврăннă», — каласа кăтартрĕ Сергей Петрович. Салтак киле çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче, çемйи çĕр улми лартнă чухне, çитнĕ. Сергей Васильев çак саманта сăнласа парасшăн пулнă, анчах малтан майне пĕлмен.

«Эпир вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă атте-анне пирки каласа кăтартмасан çакна кам тăвĕ?» — ыйтрĕ арçын. Ял çывăхĕнчи пысăк вольтлă электролини айĕнчи çăкасене кассан вăл шухăша путнă. Умра — Аслă Çĕнтерӳ уявĕ. Унăн ашшĕн кӳлепине ăсталас шухăш çуралнă. Композицире — 6 кӳлепе. Çĕр улми ани çинче «ĕçлекен» кӳлепесен алли-ури хускалать. Çак ялти Татьяна Михайлова пуканесем валли тум çĕленĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Мăшăрĕпе 20 çул ташлать

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн ĕçченĕсемшĕн Натальйăпа Наиль МИНГАЗОВСЕМШĔН ташă пурнăç илемĕ, тĕллевĕ пулса тăнă. Вĕсене шăпах ташă, пысăк юрату пĕрлештернĕ. Наталья Мингазовăна хамăн тĕпеле шăп та лăп çак черчен те çепĕç туйăм çинчен калаçма чĕнтĕм.

— Нумаях пулмасть интернетра «Ташăра çуралнă пĕр-пĕрне парăннă юрату историйĕ» ролик сарăлчĕ. Мĕнех, çуркунне çитрĕ, апла юрату çинчен калаçмалли тепĕр сăлтав та тупăнчĕ. Вулакансене хăвăрăн юрату историйĕпе паллаштар-ха.

— Пирĕн çулсене ташлама юратни пĕрлештерчĕ. 1999 çулта эпир иксĕмĕр те Чăваш Республикин культура училищин хореографи уйрăмне вĕренме кĕрес тĕллевпе экзаменсем тытма пынă. Наиле эпĕ çамрăксен хушшинче тӳрех асăр-харăм. Яштака пӳллĕ хитре каччă ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Ун чухне эпĕ Наиль мана килĕштересси пирки шухăш-лама та пултарайман. Манăн пĕр тĕллевччĕ — вĕренме кĕресси. Телее, иксĕмĕр те студент сакки çине лартăмăр. Вĕренӳ çулĕсем общежитире пурăннипе, студентсемпе экзаменсем умĕн пĕр-пĕрне ташă лартма хавхалантарнипе асра юлчĕç. Наиль мана, ытти хĕрпе танлаштарсан, тимлĕх нумайрах уйăрма пуçларĕ.

— Каçар та, эсĕ хăвна тивĕçлипе хакламан пек туйăнчĕ халĕ. Сана пысăк кăвак куçушăнах юратма пулать.

— Çамрăк чухне шухăшлав урăхларах çав. Кĕлетке тĕлĕшĕнчен çӳллех мар эпĕ, самай начарччĕ. Тымарăм — Красноармейски районĕнчи Пăрăнтăк ялĕнчен, Наиль вара Канашра ӳснĕ. Хула каччи ял хĕрне хăйĕн чĕрине кĕртессине ĕненмен те эпĕ.

— Çапах Наиль сана асăрханă-çке. Апла темĕнле асамлăх тупнах.

— Мана мĕншĕн килĕштернине каярахпа каласа кăтартрĕ. Аудиторие кĕрсен кашнинчех ман тавра студентсем кĕпĕрленнине курнă вăл. Эпĕ алăпа хăлаçланса, кулса вĕсене темĕн каласа пани кăмăлне кайнă. Унăн та çак хаваслă ушкăна лекес килнĕ. Пĕррехинче, эпир ун чухне ташламалли станок умĕнче тăнă, хăйне сăмах панă: «Ку хĕр манăн пулатех».

— Хăйĕн шухăшне сана мĕнле майпа систерчĕ-ха?

— Вăл хăйне хĕрсемпе еплерех тытни кăмăла каятчĕ. Пӳлĕме кĕнĕ чухне алăк уçса паратчĕ, троллейбусран тухнă чухне алăран тытатчĕ. Çывăх тусĕ пулма сĕнсен хирĕçлемерĕм.

— Çав самантран эсир ташăра мăшăр пулса тăнă та ĕнтĕ.

— Çапла. Наиль ача чухне Канашри «Созвездие» ташă ушкăнĕнче пултарулăхне туптанă. Училищĕре çĕнĕ ташă вĕреннĕ вăхăтра хусканусене еплерех тумаллине кăтартатчĕ. Классикăпа эстрада ташшисене вĕрентекен Зоя Александрова пире пĕрле ташлама сĕнчĕ. Кăçал пирĕн дуэт 20 çул тултарать.

— Мăшăрупа 20 çул ташласа ывăнса çитмерĕн-и?

— Тус-тăван та çавнах калать /кулать/. Ара, эпĕ унпа çеç ташламастăп вĕт. Сцена çинче урăх ташăçăпа та тухма тивет. Ялан пĕрле пулсан та пире ку çителĕксĕр пек туйăнать. Тепĕр тесен, юратнă çынран ывăнма пулать-и вара?

— Эсĕ — чăваш, Наиль — тутар. Эсир тĕрлĕ наци çемйинче воспитани илнĕ, расна тĕне ĕненетĕр. Ку сире чăрмантармасть-и?

— Манăн шухăшпа, Турă пĕрре çеç, анчах кашни çын ăна хăйне кирлĕ пек ĕненет. Наиль эпĕ чиркĕве çӳренине лăпкă йышăнать, эпĕ те вăл мечете кайнине хирĕçлеместĕп. Чи пĕлтерĕшли — вăл ман аттепе аннене, эпĕ ĕненекен тĕне хисеплет. Турă çинчен калаçу пуçласан Наиль яланах: «Унăн чĕрере пулмалла», — тет.

— Аслисем ку ыйту çине еплерех пăхаççĕ-ши?

— Пирĕн аттесемпе аннесем — ăслă, йăлтах ăнланакан çынсем. Вĕсемшĕн чи хакли – ачисен телейĕ. «Сана эпир ăс-тăн панă. Малашне яваплăха хăвăн çине илме тивет. Наильпе санăн пурăнмалла», — терĕ атте качча тухас умĕн.

— Телей тенĕрен. Вăл тĕрлĕрен пулать. Пĕрисемшĕн телей — пысăк укçа, теприсемшĕн — чаплă хваттер, ют çĕршывра канни…

— Наильпе иксĕмĕршĕн вара телей — юрăпа ташă ансамблĕнче пĕрле ĕçлеме май пурри. Малтан Наиль ĕçе кĕчĕ. Ăсталăхне тата тăрăшулăхне кура вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята тивĕçрĕ. Каярахпа мана та унтах ĕçлеме чĕнчĕç. Ĕçе вырнаçиччен ятарлă ташăсем хатĕрлеме тиврĕ. Артистсен пысăк та туслă çемйин пĕр пайĕ пулса тăтăм.

— Çĕнĕ ĕçтешсемпе пĕр чĕлхе тӳрех тупайрăн-и?

— Коллектива çăмăллăнах хăнăхрăм. Ку эпĕ уçă кăмăллă çын пулнипе те çыхăннă ахăртнех. Хореографпа çĕнĕ туссем хаваспах ташăсене вĕренме пулăшрĕç. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Хамăр валли тырă арпи çеç юлатчĕ»

Шупашкарта пурăнакан 95 çулти Галина Николаевăн ĕç стажĕ 12 çулта чухнех çырăнма пуçланă. Вăл 8-мĕш класра звеньевойра ĕçлеме тытăннă. Мускаври институтра аслă пĕлӳ илсе коммерци директорĕнче, ЧАССР суту-илӳ министрĕн заместителĕнче вăй хунă. Çамрăк чухне окоп чавма та кайнă.

Çĕр улми çулçине çинĕ

Галина Матвеевна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксарин ялĕнче 1925 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче çуралнă. «Ун чухне колхозсем çукчĕ. Пирĕн лаша пурччĕ. Эпир вăтам пурăнакан çемьеччĕ. 5-6 çулта чухнех аттепе лашапа çĕр сухалама, сӳрелеме тухнине астăватăп. Çĕр ĕçĕ пуçлансан вĕсем уя çывăрмаллах каятчĕç. Колхозсем йĕркеленме тытăнсан пирĕн атте унта кĕме хирĕçлерĕ. Çапла 2-3 çул пурăнтăмăр. Тыр-пул акмалли çĕр лаптăкне инçетре паратчĕç. Унта кайса çӳреме кансĕрччĕ. Пĕррехинче çырмаран хăпарнă чухне пирĕн лаша çурăм шăммине амантрĕ. Урхамахпа текех çӳрейменшĕн атте хытă кулянчĕ. Çавăн хыççăн вăл Звениговăри карапсене юсакан завода ĕçлеме вырнаçрĕ. Аппа Зинаида качча тухсан эпир килте тăватă ача юлтăмăр. Ман хыççăнхисем Василипе Нинăччĕ, чи кĕçĕнни Ольга ун чухне çуралнă çеçчĕ. Атте ĕçлесе килсен пасартан пĕр михĕ тырă илсе килетчĕ. Тепĕр çур михĕ колхоз паратчĕ. Пирĕн ĕне пурччĕ. Халĕ ялта ĕне валли апат темĕн чухлех, ун чухне вара çырмасенче те тыр-пул акатчĕç. Утă çулса илме вырăн çукчĕ. Хĕлле ĕне усрама питĕ йывăрччĕ. Вите тăррине улăмпа витнĕччĕ. Хĕлле анне пире çавна антарма хушатчĕ, ун çине тăвар сапатчĕ те ĕнене паратчĕ. Пĕррехинче вăл хĕлле пăруларĕ. Апат çитменнипе вăйсăрланнăран ури çине тăраймарĕ. Ăна хырăмĕнчен пăявпа çыхса вите маччинчен çакрĕç. Ĕне пур çинче те тăраниччен сĕт ĕçсе курайман эпир, уйранпа турăх кăна лекетчĕ. Фронт валли 8 килограмм сарă çу памаллаччĕ. Пĕрре ака уйăхĕнче çăнăх пĕтрĕ. Вăрлăх хăварнă çĕр улмине çиме тытăнтăмăр. Çу уйăхĕччен вăл та пĕтрĕ. Вара анне пасара сĕт сутма çӳреме тытăнчĕ. Укçа мар, кăштахшар-кăштахшар вăрлăх çĕр улми илсе килетчĕ. Çапла хамăра çимелĕх çĕр улми лартрăмăрах. Вăл шăтса тухсанах унăн çулçине татса çиеттĕмĕр, хырăм выçă-ха та. Пиçенпе мăянран яшка пĕçереттĕмĕр», — иртнине аса илчĕ тивĕçлĕ канури хĕрарăм.

Пурнăç темле йывăр пулсан та Галина Матвеевна вĕренме тăрăшнă. Унăн пĕлӳ илсе чухăнлăхран тухас килнĕ. Пуçламăш классене вăл ялти шкула çӳренĕ, 5-7-мĕшĕсенче Кĕчкейре ăс пухнă. Унти шкултан вĕренсе тухсан Октябрьскине кайнă. Пĕр еннелле 5 çухрăм ытла утнă вăл. Галина шкула тĕртсе çĕленĕ тумтирпе çӳренĕ.

Вăрçă пуçланнă чухне ачасем каникулта пулнă. Галинăн аппăшĕ Зинаида качча тухиччен звеньевойра тăрăшнă. Йăмăкĕ ăна тăтăшах пулăшма çӳренĕ, çавăнпа унăн ĕçне лайăх пĕлнĕ. Нимĕçсем Совет Союзне тапăнса килсен вăй питти арçынсем вăрçа кайнă, ялта ваттисемпе ачасем, хĕрарăмсем юлнă. Колхозра ĕçлекен çын сахалланнă. 8-мĕш класс хĕрачине аппăшĕ вырăнне звеньевоя лартнă. Галинăн ирĕксĕрех килĕшме тивнĕ. Шăпах утă вăхăчĕ пынă. Унтан вырма пуçланнă. «Манăн миçе тĕм тунине кура наряд çырса пымаллаччĕ. Пилĕк кĕлте хурса пĕр тĕме çыхаттăмăр. Вĕсене кайран пĕр купана пуçтараттăмăр та авăн çапма илсе каяттăмăр. Вăрçă пуçланиччен лашасем пулăшнипе авăн çапнă. Кайран вĕсене те фронта илсе кайрĕç. Урхамахсемсĕр юлсан тыр-пула вăхăтра пухса кĕртейменни те пулнă. Юр айне юлатчĕ. Тырра тӳрех Кĕчкей чиркĕвне леçсе памаллаччĕ. Йăлтах фронт валли хатĕрлеттĕмĕр. Хамăр валли арпи çеç юлатчĕ. Ăна михĕсене тултарса киле илсе килеттĕмĕр те юлнă тырă пĕрчисене пуçтараттăмăр. Унран яшка е пăтă çеç пĕçерме пулатчĕ, çăкăрлăх пухăнмастчĕ», — ачалăхне паянхи пекех астăвать 95 çулти ватă. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Машина, холодильник, лаша… парнелеççĕ артистсене

Хăш чухне концертра юрăç чечексем айне пулать. Куракансем юратнă артистне çыхă хыççăн çыхă парнелеççĕ. Тепĕр чухне вĕсем ытама та вырнаçмаççĕ. Юрăçăн тăван районĕнчен килнĕ делегаци сцена çине тухса темĕн те пĕр тыттарать вара. Чăваш эстрада артисчĕсене мĕн парнелесе тĕлĕнтернĕ? Кун пирки хăйсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр.

Космонавтпа вĕçменшĕн ӳкĕннĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисткине Валентина Ситовăна юбилей каçĕнче тем пысăкăш çаврака сыр парнеленĕ. Вăл аптăраса ӳкнĕ: кун чухлĕ çимĕçе ăçта хумалла? Уявра ĕçтешĕсемпе тăванĕсене, хăнасене сырпа сăйланă, ăна пĕрле те касса парса янă. Сыр çавах пĕтмен, юлнине теркăпа хырса морозильнике хунă.

Пысăк çемçе теттепе халĕ никама та тĕлĕнтереймĕн. Вăт чăн-чăн чĕр чун парнелесен мĕн тумалла? Чăваш эстрада юрăçине Дианăна темиçе çул каялла лаша парнелесшĕн пулнă. Мускавра пурăнакан усламçă, арçын, унăн пултарулăхне питĕ килĕштернĕ. Юрать, урхамаха вăл сцена çине çавăтса тухман, ăна Канаш районне пырса илме ыйтнă. Унăн юлташĕ унта лаша усрать-мĕн. Усламçă Диана валли ахаль-махальлине мар, ăратлине суйланă. «Хура куçсем» хитпа чапа тухнă юрăçăн çак хаклă парнене йышăнма совеçĕ çитмен. Ара, çынни те пач палламанскер вĕт… Усламçă çавах лăпланман, юрăç патне ăçта пурăннине ыйтса çырнă, лашана кил умнех пырса парасшăн пулнă. Тепĕр фанат та Дианăн адресне пĕлесшĕн çуннă: вăл вара машина парнелесшĕн иккен! Паллах, юрăç ăçта пурăннине никама та каламан.

Чăваш эстрада юрăçисен союзĕн президенчĕ Алина Федорова та чутах машинăллă пулман. «Ку Çĕпĕрте гастрольте пулса иртнĕччĕ. Концерт вĕçленсен пĕр арçын пырса тăчĕ те: «Мĕн парнелес?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна пĕлетĕп, вăл — çемьеллĕ çын. «Нимĕн те кирлĕ мар», — тесе хуравларăм. «Атя, сана машина парнелĕп, паянах сан ятупа регистрацилĕпĕр», — кĕтмен çĕртен каларĕ хайхискер. Вăл — пуян, унăн темиçе машина пур. «Мĕскер эсĕ? Санран машина уççине илсен арăмун куçĕнчен мĕнле пăхмалла манăн? Çакна вăл мĕнле йышăнĕ?» — терĕм. Парнене йышăнмарăм», — каласа кăтартрĕ Алина Никифоровна. Музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтра, 1997 çулта, вăл Пушкăрт Республикине Чăваш культурин кунĕсене уявлама кайнă. Шупашкар делегацийĕ йышĕнче паллă çын чылай пулнă, çав шутра — профессорсем те. Нефть кăларакан заводăн генеральнăй директорĕсем аякран килнĕ çамрăк юрăçа парнесемпе савăнтарнă. Чи-чи асра юлнă самант вара Андриян Николаев космонавтпа çыхăннă. Тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентеш Алина Федорова юрланине питĕ кăмăлланăран ăна вертолетпа Мускав курма илсе каясшăн пулнă. Çамрăк юрăç вăтаннă, çавăнпа хирĕçленĕ. Кайран вара çĕршывăн тĕп хулине космонавтпа кайманшăн ӳкĕннĕ. <...>

Фанатсем юрăçсене мĕн парнеленипе Ирина КОШКИНА кăсăкланнă.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.