Комментари хушас

21 Раштав, 2013

«Чĕлхемĕре нĕрсĕрлĕхрен сыхласа хăварасчĕ»

Çак кунсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Алексей Леонтьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн преподавателĕсемпе тата студенчĕсемпе тĕл пулчĕ. Сăмах куçару ыйтăвĕсем тавра пычĕ.

Малтанах Ираида Мукина доцент чăваш литературинче куçару ĕçĕ мĕнлерех вырăн йышăннипе паллаштарчĕ. «Эпир вырăсларан чăвашла куçарнă литературăпа питĕ пуян. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчен пуçласа 70-мĕш çулсемччен куçару ĕçĕ сĕре вăйлă аталаннă. Гетене, Фауста, Пушкина, Лермонтова, Горькие, Гоголе, Чехова, Тургенева тата ыттисене куçарнă. Нумаях пулмасть 5-мĕш курссемпе Шолоховăн «Уçнă çеремне», «Лăпкă Донне» вуларăмăр, куçару уйрăмлăхĕсене тишкертĕмĕр. Сăмах май, «Уçнă çереме» виçĕ автор куçарнă. Вырăс классикĕсен хайлавĕсем чăвашла çав тери хитре вуланаççĕ.

Юлашки вăхăтра чăваш литературинче куçарнă произведени сахал пичетленет. Алексей Леонтьевăн 2006 çулта тухнă «Хĕрлĕ парăсне» студентсем вуларĕç ĕнтĕ. Паян вара хăвăр пултарулăхăрпа анлăрах паллаштарсан питĕ аван пулĕччĕ», - терĕ Ираида Васильевна.

- Хăй вăхăтĕнче «Хыпар» /каярахпа «Канаш», «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ»/ хаçат шкулĕ чăваш литературишĕн тата публицистикишĕн, журналистикишĕн пĕлтерĕшлĕ пулнă, - терĕ Алексей Леонтьев. - Хаçатра ĕçлесе «туптаннă» çыравçăсем кайран классика тухса пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласа чăваш литературинчи куçару шкулĕ çав тери вăйсăрланни кулянтарать. Эпĕ ку ыйтăва министрсемпе те нумай сÿтсе явнă. Пĕри мана, «Вырăсларан чăвашла куçарни мĕн тума кирлĕ. Хальхи чăваш вырăсла та вулаять», - тесе хунăччĕ. Мĕнле кирлĕ мар пултăр. Тĕнче литератури ĕмĕр-ĕмĕр ытти литературăпа пуянланса пынă. Çакă - литературăн çырса хуман саккунĕ. Вăл вара çырса хунинчен те пĕлтерĕшлĕрех, çирĕпрех. Мĕншĕн тесен çырса хунине тытаççĕ те улăштараççĕ. Куçару кирек мĕнле литературăна та пуянлатнă, пуянлатать те, пуянлатма тивĕçлĕ те. Енчен те литература куçару ĕçĕпе пуянланма пăрахрĕ тĕк - апла вăл чирлĕ! Хамăрăн «лаçра» эпир нимĕн те туса çитерейместпĕр. Çав «çимĕç» - хамăр валли кăна.

Алексей Леонтьев Александр Гринăн çĕре яхăн повеçне, ултă романне куçарса 5 кĕнеке кăларнă. Вĕсене Мускав çыравçисем те пысăк хак панă. Сăмах май, Александр Грина халĕччен Раççей Федерацийĕнче нихăш халăх литератури те куçарман.

- Мĕншĕн Грина. - калаçăва малалла тăсрĕ Алексей Леонтьев. - Хуравăм ансат, юратнăран. Тата - хама тĕрĕслесе пăхма. Ăна куçарма питĕ йывăр. Мĕншĕн тесен унăн стилĕ хăйне евĕрлĕ.

Гринăн сюжечĕсем тĕлĕнмелле хитре. «Хĕрлĕ парăсне» эпĕ 30 çул каяллах куçарнă. 1991 çулта, мана «Хыпар» редакторне лартсан, тĕрлĕ ĕç капламне лекрĕм. Çĕн йĕркелÿ, кашни çул суйлав... тата ытти те. Куçарупа ĕçлеме вăхăт тупма йывăрччĕ. Халĕ пушшех сахал. Анчах еткерĕм архивра выртатчĕ. Çапах та кăлармалла-çке-ха тахçан куçарнă хайлавсене. Министрсен шухăшне пĕлни пĕрре, пирĕн вара пур пĕрех тăван литературăшăн тăрăшмалла. 2010 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче килти архива çĕклерĕм. Пĕр 300 страницăллă кĕнеке пултăр тесе вырăс литературин классикĕн ытти калавне куçартăм. Çапла вара, кĕнекене /1-мĕш тома/ «Хĕрлĕ парăс» роман-феери тата 21 калав кĕчĕç. «Чун çимĕçĕ» «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетленсе тухрĕ. Пĕрремĕш кĕнеке тухнă хыççăн, «Мĕншĕн татах куçармалла мар-ха.»- терĕм. Чун туртнă хайхи ĕçе çанă тавăрсах пикентĕм. Унтан - турă калашле виççĕ пултăр терĕм. Тăлмачă ĕçне путрăм та - 2011 çулхи çулла 5-мĕш тома куçарса пĕтертĕм. Пысăк çак ĕçе çулталăк çурăра вĕçлерĕм. Манăн «чун çимĕçĕ» çакнашкал пиçсе тухрĕ.

«Мĕн тума кирлĕ Грин.» - тейĕ хăшĕ-пĕри. Вăл чи малтанах çамрăксене кирлĕ, шкул ачисене. Грин - хăйне евĕрлĕ, сăваплă çыравçă. Унăн хайлавĕсенче арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсене уççăн çырса кăтартни пĕртте çук. Вăрттăннине вăрттăнлăхрах хăварнă вăл. Чуп тунине те урăхларах калать çыравçă. Ытамлашнине те раснарах сăнлать. Мĕн тери таса юрату унта! «Гнор утравне» вуласамăр е - «Ланфиер колонине». Тĕлĕнмелле хитре повеçсем.

Пирĕн çыравçăсем тăтăш диалог тăваççĕ - темĕн калаçтараççĕ геройсене... Вĕсенче пуш сăмах нумай. Хитре мар вăл. Вулас килмест манăн вĕсене. Арçынпа хĕрарăмăн «яри уçă» хутшăнăвĕсене литературăна пач кĕртмелле мар. Савăшу, секс «япалисем» телекуравра та, Интернетра та темĕн чухлех. Вĕсем çамрăксене минретеççĕ, аташтараççĕ. Апла айтăр-ха çак нĕрсĕрлĕхрен сăмахлăха сыхласа хăварар! Çапла чĕнсе каласшăн эпĕ паянхи çыравçăсене.

А.Гринăн Алексей Леонтьев куçарса кăларнă произведенийĕсене /5 томне те/ ЧР Вĕрентÿ тата Культура министерствисем туянса республикăри шкулсемпе библиотекăсене çитернĕ. Тăлмачă Александр Беляевăн «Человек-амфибия» тата «Голова профессора Доуэля» романĕсене те куçарнă. Кĕнеке «Çĕнĕ вăхăт» типографирен çак кунсенче тухмалла.

- Асăннă икĕ роман - «Ачасен ылтăн вулавăшĕ» ярăмри пĕрремĕш кĕнекере, - паллаштарать тăлмачă. - 2-мĕш томра - Алексей Толстойăн «Гиперболоид инженера Гарина» тата «Аэлита» романĕсем. Çитес çул пуçламăшĕнче кĕнекеленмелле. Манăн тĕллев - ачасем валли çырасси, мĕншĕн тесен халĕ вулав культури ахрат çырми хĕррине çитсе ларнă.

- Тĕллевĕмсем пысăк. Эпĕ ачаранах Михаил Лермонтова кăмăллатăп. Унăн «Герой нашего времени» хайлавне студент чухнех куçарма шухăшланă. Тĕрĕссипе, ăна маларах, иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен вĕçĕнче куçарнă пулнă. Эпĕ ăна вулавăшран илсе тишкерсе тухрăм. Унта паянхи редакторăн темĕн чухлĕ «сухаламалла» та «çумламалла». Ун чухне куçару шкулĕ вăйсăр пулнă, йĕркеллĕ словарьсем çукки те ура хунă ахăр. Çак романа темиçе кун каялла куçарса пĕтертĕм.

«Ачасен ылтăн вулавăшĕнче» вырăс, тĕнче классикин произведенийĕсем пулĕç. Э.Хемингуэй та - манăн юратнă писатель. Унăн «Старик и море» повеçĕнче - хивре сюжет. Унта этем теветкеллĕхĕ, хăюлăхĕ сăнланнă. Çамрăксен шăпах çавнашкал произведенисене вуламалла.

Алексей Леонтьев студентсене те куçару ĕçне тытăнса пăхма сĕнчĕ. Пĕр-пĕр произведение ушкăнпа, пайласа куçарсан пăхса тухма, редакцилеме шантарчĕ. Тен, ăна «Хыпар» çумĕнче пичетлесе кăларма май килĕ терĕ. Çутă тепĕр ĕмĕчĕпе те паллаштарчĕ куçаруçă, «Николай Никольский пирки хитре роман курас килет. Сюжетне те, ыттине те шухăшласа хунă. Вăхăт тата мехел кăна çиттĕр. Ытти автор çырсан та тем пекехчĕ, çынни - Улăп».

Аслă шкулта пĕлÿ илекенсем чылай ыйту пачĕç. Тăлмачă ĕçĕнчи йывăрлăхсем, куçару теорийĕ ... темĕн те кăсăклантарчĕ вĕсене. «Грина куçарнă чухне эпĕ географи ячĕсене çавăн пекех хăварнă, вырăс каларăшĕсене, сăмах çаврăнăшĕсене вара чăвашлисемпе улăштарнă. Пурăна киле куçару опытне тĕпе хурса хăйне евĕр «япала» /теори пирки пырать сăмахăм/ çырас килет. Тĕлĕнме пăрахаймастăп, чăваш сăмахлăхĕ, çырулăхĕ мĕн таран пуян. Хăш-пĕр сăмах словарьте те çук, анчах шухăшласа каятăн та - вырăнлине, кирлине тупатăнах. Çыравçă кашни предложенипе, кашни сăмахпа мĕне те пулин пĕлтересшĕн. Эппин, вĕсене чăвашла пурне те куçармалла. Прозăра çакă пурнăçланаять, поэзире, паллах, урăхларах».

Алексей Леонтьев студентсен пултарулăх студине йĕркелеме кирлине те палăртрĕ, мĕншĕн тесен журналист кадрĕсем çитмеççĕ. «Хыпар» ИÇ кăларăмĕсем вара çамрăк авторсене яланах хапăл.

Анна ВЛАДИМИРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.