Комментари хушас

13 Çурла, 2021

Урамĕсем хитре, çулĕсем таса

Тĕп хуламăрăн урамĕсем хитре те хăтлă, çулĕсемпе тротуарĕсем таса пулнине хăнăхса пыратпăр ĕнтĕ. Туристсем те Шупашкара килсен тӳрех çакна асăрхаççĕ. Манас марччĕ: куншăн куллен çĕр-çĕр çын ырми-канми тăрăшать, ертӳçĕ ĕçе йĕркелеме пĕлнинчен те нумай килет çакă.

Вĕсен ĕçĕ конвейера аса илтерет: шартламара та, шăрăхра та, кăнтăрла та, çĕрле те, çумăрта та, юр айĕнче те хула хăтлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. «Дорэкс» предприяти — хулари çул-йĕре çулталăкĕпех пăхса тăрас, хăтлăлатас тĕлĕшпе комплекслă ĕçлекен Шупашкарти пĕртен-пĕр ятарлă организаци. Çулсене, кĕперсене, тротуарсене, ытти объекта тирпейлесе тăмалла-и, юртан тасатмалла-и, çӳп-çап тиесе каймалла-и — вĕсен рабочийĕсем тул çутăлса çитнĕ-çитмен ĕçе пикенеççĕ. Чарăнусенчи, çĕр айĕн çуран каçса çӳремелли вырăнсенчи тасалăхшăн та вĕсемех яваплă. Асфальта та хĕлĕн-çăвĕн юсаса тăраççĕ. Предприяти 4313 пин тăваткал метр калăпăшлă лаптăка пăхса тăрать. Вăл шутран 2850 пин тăваткал метра яхăнăшĕ — çулсем, 700 пин тăваткал метртан ытларах лаптăкĕ — тротуарпа кĕпер, 474 чарăну тата ытти объект. «Дорэксра» 400 ытла çын ĕçлет. Вĕсенчен кашниех хула хăтлăхĕшĕн хăйĕн тӳпине хывать. Предприятин ĕçе пурнăçламашкăн пĕтĕм майсем пур. 2020-2024 çулсенче вăл «Хăтлă хула» регионти проекта пурнăçа кĕртсе çынсене пурăнмалли условисене лайăхлатас енĕпе нумай ĕç пурнăçлать.

Кăçалхи çу уйăхĕнче предприяти Шупашкарти Ленин, Калинин, Мускав районĕсенче картишсене хăтлăх кĕртме пикенчĕ. Организаци директорĕ Владимир Доброхотов палăртнă тăрăх, паянхи кун тĕлне 18 объектра 287 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пыраççĕ. Хула кунĕ тĕлне çак урамсемпе çуртсен таврашĕсенче — Ярмăрккă, 13; Гагарин, 27; Текстильщиксен, 3, 14, 16; Ленин, 27; Энгельс, 12, 14, 16; Ленинла Комсомол, 18, 22, 24/1, 24/2; Университет, 38/1, 38/2; Хула çум вокзалĕ, 8, 10, 12 — ĕçсем вĕçленмелле. Пĕлтĕр «Дорэкспа» субподряд организацийĕсен вăйĕпе 27 картише хута янă.

Вĕсенче тротуар сарнă, ачапăча, спорт лапамĕсен вырăнĕсене хатĕрленĕ, парковкăсене пысăклатнă. Пур ĕçе те вăхăтлă та пахалăхлă пурнăçланă. Депутатсемпе, влаç çыннисемпе пĕрле халăха пухса объектсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çынсем ĕçе пурнăçлакансене чун-чĕререн тав тунă. Çавăн пекех çулталăк каялла организаци Шупашкарти пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн управленийĕпе 60 миллион та 660 пин тенкĕлĕх 3 контракт çырнă. Унпа килĕшӳллĕн хулан виçĕ районĕнче те хăтлăх кĕртрĕç: 5 пин тăваткал метр ытла тротуар сарчĕç, юсарĕç. Картишри юсанă çулсен калăпăшĕ — 48 пин тăваткал метр. Çавăн пекех 5 «выртакан полицейски» хунă. Ĕçсене вăхăтра вĕçлес тесе рабочисем канмалли кунсăр тăрăшнă. Ахальтен мар ертӳçĕ: «Тĕп пуянлăх — туслă та пĕтĕçӳллĕ коллектив», — тет.

Владимир Анатольевич хула администрацийĕпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлени техника паркне пуянлатмашкăн пысăк пулăшу кĕнине те асăнчĕ. Юлашки вăхăтра предприятие çĕнĕ йышши ятарлă техникăсем килнĕ. Вĕсем ĕçе пахалăхлăрах пурнăçлама май параççĕ.

www.hypar.ru

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.