Комментари хушас

27 Çурла, 2021

«Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр»

Çак кунсенче Раççейри потребитель кооперацийĕ 190 çул тултарнине халалласа Шупашкарта форум иртрĕ.

Унта 300 ытла хăна хутшăнчĕ. Çав шутра Тĕп союзăн правленийĕн председателĕ Мария Бекетова, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ытти сумлă хăнасем.

Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем, организацийĕсем уява хатĕрленнĕ май курав-экспозици йĕркеленĕ. Çакна палăртмалла, Чăвашпотребсоюз виççĕмĕш çул ĕнтĕ пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе 64 регион хушшинче пĕрремĕш вырăнта. Тĕп союзăн куçса çӳрекен ялавне алăран вĕçертмеççĕ темелле. «Эпир чăваш кооператорĕсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр», — палăртрĕ Олег Николаев.

Форумра хастар ĕçченсене, конкурс çĕнтерӳçисене чысларĕç.

www.hypar.ru