Комментари хушас

7 Утă, 2022

Йышлă çемьере тунсăхлама вăхăт çук

Утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» конкурсăн округри тапхăрĕ иртет. Унта, хăнăхнă йĕркепе, 14 çемье ăмăртать. Шупашкарта пурăнакан Падиаров-Прокопьевсен çемйи Чăваш Республикин чысне хӳтĕлет. Сăмах май, ашшĕпе амăшĕ 14 ачашăн чун ăшшине шеллемеççĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ хальхи вăхăтра Донбасри çар операцине хутшăнать.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăнасене хамăр тăрăхра хапăл туса йышăннине палăртрĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Нумай ачаллă çемьесене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарнă май кăçал 7 тата ытларах ачаллă 19 çемьене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине каларĕ.

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Машковцев хăнасене Шупашкарăн хитре вырăнĕсене çитме сĕнчĕ. Çакă тĕрлĕ тăрăхран килнисен туслăхне çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ. Çавнашкалах çемьери ырă йăласене аталантармалли çине пусăм турĕ.

Конкурса хаклакансенчен пĕри, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса çитĕннĕ Анатолий Гущин актер — 3 ача ашшĕ. Унăн аслă ывăлĕ авланма хатĕрленет. Варта тĕвĕленнĕ пепкен пурнăçне татма юраманни çинчен ачисемпе пĕрре мар калаçу пуçарнă вăл.

«Пысăк йыш — çемье пуянлăхĕ», — терĕ республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева. Ашшĕ-амăшне ачасемшĕн асамçă вырăнĕнче пулма чĕнсе каларĕ вăл. Нумай ача çуратас йăлана сармаллине палăртрĕ.

Тĕрлĕ тăрăхран килнисем сцена çине умлă-хыçлă тухрĕç. Юрлама, ташлама пултарнине, спортпа туслине ĕнентерчĕç.

www.hypar.ru Марина Тумаланова сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: