Марина ТУМАЛАНОВА.

1 Юпа, 2021

Сывлăха çирĕплетни ватăсемшĕн пĕлтерĕшлĕ

Шупашкарта пурăнакан Кузьма Трифонов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр хӳтĕлев чиккине тума хутшăннă.

«Ун чухне эпĕ, вуннăри арçын ача, анне вырăнне ĕçе тухса кайрăм. Çывăх çыннăм чирленĕччĕ. Мана лаша шанса пачĕç. Çынсене шартлама сивĕре ĕçлесси те хăратман. Пирĕнтен кашниех хушнине тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшрĕ», — ачалăхне аса илет Кузьма Трифонович. Çав вăхăтрах хăйĕнпе пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсене ятран калать вăл.

19 Авăн, 2021

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков - тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн

Паян РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Шупашкарти коопераци институчĕнче вырнаçнă суйлав участокĕнче сасăларĕ

17 Авăн, 2021

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов суйлава çĕкленÿллĕ кăмăлпа хутшăннă

«Эпĕ суйлава хутшăнтăм», — çĕкленӳллĕ кăмăлпа пĕлтерчĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов.

Вĕсем мăшăрĕпе Надежда Николаевнăпа иккĕшĕ, яланхи пекех, Шупашкарти 60-мĕш шкулти суйлав участокĕнче сасăларĕç. РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн йышне суйлани çав тери пĕлтерĕшлине палăртрĕ вăл. Çакă çĕршыв, республика малашлăхне витĕм кӳнине каларĕ.

Pages