Комментари хушас

4 Çурла, 2022

Пурнăçпа тан пыракансем электрон документ суйлаççĕ

Ача çурални çинчен электрон е хут свидетельство илмелле-и? Çакна, чи малтанах, амăшĕ палăртать. «Ача çурални» /Рождение ребенка/ суперсервис урлă электрон документ илме ансат. Хальлĕхе пирĕн тăрăхра пурăнакансенчен 16-ăн çав çăмăллăхпа усă курнă.

ЧР Юстици ĕçĕсен патшалăх службин пуçлăхĕн çумĕ Алексей Вязов тата Медицина информаципе аналитика центрĕн ертӳçи Светлана Ананьева «Контактра» социаллă сеть урлă суперсервиспа çыхăннă ыйтусен хуравне тупма пулăшрĕç.

Паян патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Документа харпăр хăйĕн уйрăм кабинетне яраççĕ. Электрон вариант суйланисене хут свидетельство памаççĕ.

www.hypar.ru Интернетран илнĕ сăн ÿкерчĕк