Комментари хушас

2 Çурла, 2023

Хресчен сасси 30 (2969) № 02.08.2023

Çуллахи ĕç тутă тытĕ

Юлашки информаци тăрăх, республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 52 пин тонна ытла тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан — 33,8 центнер.

Элĕк округĕнче те ĕççи пуçланнă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен тыр-пула 8616 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Вăл шутра кĕрхисем 2252 гектар йышăнаççĕ. Уй-хир ĕçĕсене 41 комбайна явăçтарасшăн. Пур техника та тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă. Вăрнар округĕн администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн ертÿçи Вячеслав Горбунов пĕлтернĕ тăрăх, муниципалитетра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 18461 гектар йышăнаççĕ. Ку шутра кĕрхисем — 4774 гектар, çурхисем — 13687 гектар. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн ертÿçи Николай Аливанов тырăпа пăрçа йышши культурăсем пĕтĕмпе 5614 гектар пулнине пĕлтерчĕ. Хирте 11 «уй карапĕ» ĕçлет. Тырра йышăнма сушилка хатĕр. Кĕрхисене акмашкăн пысăк пахалăхлă тĕш тырă çителĕклĕ. Техника паркĕнче комбайнсем, тракторсем, сеялкăсем пур. Çĕнĕ йышши техника ĕçе самай çăмăллатать, тăкаксене чакарать. Куславкка округĕнчи хуçалăхсенче хĕрÿ ĕç пырать. Çак кунсенче 10 ытла хуçалăх вырмана тухнă. Чи пысăк тырă лаптăкĕсем — «Родина» тата «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕсен, Г.Н.Сорокинпа И.В.Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕсен. Пĕлтĕр округри хуçалăхсем кашни гектартан вăтамран 45-50 центнер пухса кĕртнĕ пулсан кăçалхи типĕ çанталăка пула тухăç çавăн пекех пысăк пуласси иккĕлентерет. Хĕрлĕ Чутайсем те хастар. «Нива» хуçалăхра кĕрхи тырра пуçтарма виçĕ комбайн тухнă. Штурвал умĕнче Юрий Воронов, Владимир Яндайкин тата Андрей Чеченешкин опытлă комбайнерсем. «Кировец» тракторпа тырра йĕтем çине ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Кочеганов турттарать. Хуçалăх ĕçченĕсен кĕрхи тырра 360 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Пĕтĕмĕшле тыр-пул лаптăкĕ 1043 гектар йышăнать. Ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вырăнти аграрисен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4987 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Çĕрпÿ\ тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем те ырă çанталăкпа усă курса юласшăн. 24 хуçалăхран 7-шĕ вырмана тухнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1278 гектар çинче çулнă, 5883 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç — 46 центнер. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме аграрисем ял хуçалăх техникине, тырра хывăх-хылчăкран тасатакан тата тирпейлекен агрегатсене, кĕлетсене хатĕрленĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Кăçал тата тырă пуçтаракан çĕнĕ икĕ комбайн туяннă. Кĕрхисене акма 5677 гектар çĕр хатĕрленĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем малалла пыраççĕ. Пĕтĕмпе 2349 тонна утă, 500 тонна силос тата 9750 тонна сенаж янтăланă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Грантшăн 29 фермер тупăшĕ

Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви «Перспектива» грант илме заявкăсем йышăнма чарăннă.

Патшалăх пулăшăвне фермер хуçалăхĕсемпе индивидуаллă предпринимательсем илме пултараççĕ. Субсидие тăватă енпе параççĕ: «сыр пĕçересси», «аквакультура», «улма- çырла» тата «сурăх ĕрчетесси». Кăçал 20-е яхăн бизнес-план валли пĕтĕмпе 125 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Сыр пĕçерекенсемпе пулă ĕрчетекенсем — 10-шар миллион тенкĕ, улма-çырла ÿстерекенсемпе сурăх ĕрчетекенсем 5-шер миллион тенкĕ таран укçа тивĕçме пултараççĕ. Республикăри Ял хуçалăх министерствине пĕтĕмпе 29 заявка килнĕ: 12 çын çырлапа, 8 çын аквакультурăпа, 9 çын сурăх ĕрчетессипе ĕçлеме кăмăл пуррине палăртнă. Халĕ конкурс комиссийĕ бизнес-плансене пахалать, конкурс витĕр ăнăçлă тухнисемпе куçа-куçăн курса калаçать. Пĕтĕмлетÿсем август уйăхĕн варринче паллă пулĕç. Аса илтеретпĕр: пирĕн республикăра «Перспектива» грант 2021 çулта хута кайнă. Юлашки икĕ çулта патшалăх пулăшăвне ял хуçалăх таварне туса илекен 33 фермер тивĕçнĕ. Сăмах май, «Агро-Инновацисем» предприятин Компетенцисен центрĕ Чăваш Енри ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермерсене çур çулта 200-е яхăн пулăшу панă, 99 çын валли бизнес-план çырнă. Ку çăмăллăхпа хушма хуçалăх тытакансем, фермерсем, ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен предпринимательсем, кооперативсем усă курнă. Унсăр пуçне январь-июнь уйăхĕсенче Компетенцисен центрĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсене пулăшу парас ыйтусемпе 20 семинар йĕркеленĕ. Тĕлпулусем регионти муниципалитетсенче тата «Агро-Инновацисем» предприятире иртнĕ. Унта 260 ытла çын хутшăннă. <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   ♦


Йывăрлăхран хăраман

Нумаях пулмасть Йÿçкассинчи ваттисен çуртĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Унта пурăнакансен пурнăç условийĕ хăтлă, çуртĕнче таса та çутă. Кунти учреждение чылай çул Валентина Шивирева ертсе пырать.

Эпĕ унта тыл ĕçченĕпе Лидия Тимофеевăпа калаçрăм. Кинемей тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Шор Пусай ялĕнче çуралнă. Кăçалхи май уйăхĕнче Лидия Тимофеевна 98 çул тултарнă. Шел, йывăр çулсенче çемье çавăрасси пирки шухăшлама вăхăт пулман унăн, çулĕсем вара иртсех пынă. Ăна халĕ шăпа Йÿçкассинчи ватă çынсен çуртне илсе çитернĕ. Лидия Тимофеевна мана хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа пачĕ. Паллах, вăл ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Шкулта 7 класс вĕреннĕ. Вĕсен çемйинче ача йышлă çуралнă, анчах та пĕри те нумай пурăнайман. Лидăн кăна кун-çулĕ вăрăм килнĕ. «Эпĕ ыттисемшĕн те пурăнатăп», — терĕ вăл шÿтлесе те хурланса. Çавăн пек йывăр шăпаллă çемьере ÿснĕ вăл. Ача-пăчана ĕмĕрлĕхе çухатасси ашшĕ-амăшĕшĕн çав тери пысăк хуйхă. Лида малалла вĕренме кайман, ялти колхозрах ĕçлесе ĕмĕрленĕ. — Вăрçă пуçланнă çулхине эпĕ вун тăваттăра пулнă. Аслисемпе танах ĕçлесе пурăнтăмăр темелле. Вăйĕ пур-и, çук-и — тăрăшнă. Каçсерен ал ĕçĕ тунă, фронт валли посылкăсем хатĕрленĕ. Çимелли енчен питĕ начар пулсан та салтаксем валли памаллăх пулнă. Паянхи пекех астăватăп, 17 çула çитсен мана мобилизаци йĕркипе Иваново облаçне ĕçлеме ячĕç. Шывлă-лачакаллă вырăнта торф кăларса пурăнтăмăр, вăрçă тăршшĕпех унта ĕçлеме тиврĕ. Ун чухне нихăш ĕçре те çăмăл пулман. Окоп чавнă çĕрте те, вăрман каснă çĕрте те, торф кăларнă çĕрте те выçăллă-тутăллă тар тăкнă. Чăваш хĕрĕсен уринче çăпата пулнă. Ура сивĕпе, йĕпепе шăнса кÿтетчĕ, çăпата çĕтĕлсе-татăлса ларса юлатчĕ. Кайран вăрман касрăм. Пĕтĕмпе çапла ĕçлесе 11 çул иртрĕ. <...>

Илья ЯКОВЛЕВ. Муркаш округĕ, Хурăнкасси ялĕ.

♦   ♦   


Çĕршывĕпе чапа тухрĕ

Кампа кăна тĕл пулман-ши эпĕ 1970 çулсенче ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче тата Чăваш Енĕн республика комитечĕн пай заведующийĕнче ĕçленĕ тапхăрта? Совет Союзне йĕркеленĕренпе çур ĕмĕр çитнине халалласа Елчĕк районĕн культура керменĕн иккĕмĕш хутĕнче комсомол райкомĕн ертÿçисем пуçарнипе историпе тăван тавралăх музейне уçма мехел çитертĕмĕр. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл республикипех ырă ят çĕнсе илчĕ, халăх музейĕ пулса тăчĕ.

Ăна йĕркеленĕ вăхăтра эпĕ Аслă Пăла тăрăхĕнчи кашни ялтах темиçе хутчен пулнă, республикăри тата çĕршыври мухтавлă çынсемпе тĕл пулнă, çĕр-çĕр экспонатпа историллĕ документсем, архив материалĕсем пуçтарнă. Аслă Пăла юхан шывĕн сулахай çыранĕ хĕрринчи Кавал ялĕнче мана хăйсем патне Теллинсен йăхĕнчи юлташсем магнит пекех туртатчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче автомобилистсен взвочĕн командирĕ пулнă, виçĕ орденпа вунă медале тивĕçнĕ Герман Ефимовичпа унăн шăллĕ, Кивĕ Эйпеçри 8 çул вĕренмелли шкулта чĕрĕк ĕмĕр ытла учительте вăй хунă таврари паллă педагог Гурий Ефимович кунта маншăн хăйне евĕрлĕ наставниксем, Ленин орденлă «Победа» колхозăн инженер-строителĕ Ардалион Гурьевич Теллин вара чи чаплă та шанчăклă юлташ пулса тăчĕç. Вĕсем сĕннипех çур ĕмĕр каялла асăннă хуçалăхра ĕç тата вăрçă паттăрĕсемпе тата вĕсен çывăх тăванĕсемпе час-часах тĕл пулнă. Çапла майпа эпĕ А.Теллин сĕннипе 1900 çулта çут тĕнчене килнĕ Хĕрлĕ Çăлтăр тата «Хисеп Палли» орденсен кавалерĕпе П.Сорокинпа çывăх паллашрăм. — Вăрçăччен те, мирлĕ вăхăтра та Павел Васильевич пирĕн колхозăн тимĕрçинче вăй хунă. Вăл ман асаттепе, çавăн пекех аттепе туслăччĕ. Пуçламăш классенче вĕреннĕ вăхăтра эпĕ тимĕрçĕ лаççине ăна май пур таран пулăшма çÿреттĕм. Унăн иккĕмĕш ывăлĕ Алексей Павлович Елчĕкри вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Чăваш ял хуçалăх институчĕн студенчĕ пулса тăнă. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн Палля тетен ывăлне Çĕрпÿ çывăхĕнчи Сăнав поселокне аслă агроном тивĕçĕсене пурнăçлама янă. Пирĕн ентеш тепĕр 10-12 çултан ăста селекционер пек палăрнă. Пысăк тухăçлă пăрçан паха сортне шухăшласа кăларса чапа тухнă. Çавăншăн ăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят панă. Унăн ывăлĕ, 1958 çулта çут тĕнчене килнĕ Владимир Сорокин та, паллă çын. Мускаври Феликс Дзержинский ячĕллĕ çар академийĕнче вĕренсе тухсан вăл Раççей Президенчĕн Чăваш Республикин Представительствин ертÿçин çумĕнче, çав вăхăтрах Шупашкарти «Элара» акционерсен пĕрлешĕвĕн директорсен пĕрлешĕвĕн председателĕнче тăрăшнă. <...>

Владислав СИДОРОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.