Комментари хушас

25 Çурла, 2023

Xaльхи ыйтусене сÿтсе яврĕç

Паян Етĕрне округĕнче ЧР Ял хуçaлăx министерствин коллегийĕн тата Правительствăн агропромышленноç ыйтăвĕceмпе ĕçлекен комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕ тата республикăн Фермерсен слечĕ иртрĕ. Унта коллегипе комисси членĕceм, фермерсем хутшăнчĕç.

ЧР ял хуçaлăx министрĕ Cергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн тата пĕчĕк формăллă xуçaлăxceн 2023 çyлхи пĕрремĕш çyр çyлхи ĕçĕ-xĕлĕ çинчен доклад туса пачĕ.

"Агро-Инновацисем" предприяти директорĕ Николай Васильев республикăри хресчен-фермер хуçaлăxĕceн пĕрлехи рейтинге палăртмалли методикăпа паллаштарчĕ. Унпа килĕшÿллĕн республикăри Фермер клубне йĕркелеме йышăннă, унта лайăx ĕçлекен ХФХсене кĕртеççĕ. Слётра 2023 çyлшăн клубăн малти 10 вырăнне йышăннă XФХсене, пĕрремĕшне Вăрмар округĕнчи Владимир Иванов хресчен-фермер хуçaлăхĕ йышăннине пĕлтерчĕç.

РФ Ял хуçaлăxĕнче тавар туса илекенсен "Халăx фермерĕ" ассоциаци председателĕ Олег Сирота çĕршыври фермерсене, прависене xÿтĕлес тĕллевпе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăл тата Леонид Кузнецов, республикăри фермерсен ассоциацийĕн председателĕ, пĕр-пĕрипе килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ çирĕплетрĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: