Комментари хушас

15 Юпа, 2014

Çемье ăшши пурне те çитет

«Нумай та пĕтет, сахал та çитет - çемье пĕрлĕхне мĕн çитет?» - çакăн пек девизпа хутшăннă Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнче пурăнакан Музыкантовсем «Çулталăк çемйи - 2014» конкурса. «Çĕнтерессе шухăшлама та пултарайман эпир. Мĕншĕн тесен пурте тĕплĕн хатĕрленнĕ», - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Елена Николаевна.

Асăннă конкурса кашни çулах йĕркелеççĕ. Малтан вăл вырăнта иртет, кайран - районта, виççĕмĕш тапхăрĕ вара - Шупашкарта. Халĕ Музыкантовсем республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Стася юратăвĕ

Çак çемье пирки ялта ыррине çеç илтме тÿр килчĕ мана. Олег Николаевичпа Елена Николаевна тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Виççĕшĕ тăван килтен вĕçсе тухса кайнă. Кĕçĕнни Андрей вырăнти шкулта 4-мĕш класра вĕренет. Унсăр пуçне Музыкантовсем ачасене çемьене йышăнакан ашшĕ-амăшĕ шутланаççĕ. Кунта Алена, Вовăпа Стася телей тупнă.

Алена вĕсем патĕнче çиччĕмĕш çул пурăнать. Халĕ 7-мĕш класра вĕренет. Шкулта та аванах ĕлкĕрсе пырать. Кил хуçисене «хресне анне», «хресне атте» тесе хисеплет. «Чиркÿре шыва кĕртрĕмĕр. Хресне амăшĕ хам пултăм», - терĕ кун пирки Елена Николаевна.

Вовăпа Стася вара - пĕр тăвансем. Хăй вăхăтĕнче вĕсене те ашшĕ-амăшĕнчен уйăрнă. Пиччĕшĕ Музыкантовсем патĕнче 2011 çултанпа пурăнать. Йăмăкне каярах илсе килнĕ. «Ун чухне Стася 4 çулта çеçчĕ. «Анне патне каяс килет ман», - тесе йĕретчĕ. «Атя эпĕ санăн аннÿ пулатăп», - терĕм ăна пĕррехинче. «Атя», - килĕшрĕ вăл. Çав кунран мана «анне» тесе чĕнме тытăнчĕ», - аса илет иртнине хĕрарăм. Вова вара «Лена аппа», «Олег пичче» тет. Халĕ вăл Андрейпа пĕр класра вĕренет, хĕр пĕрчи ялти ача садне çÿрет.

Капмар çуртра пурте туслă пурăнаççĕ. Пурин валли те вырăн çителĕклĕ. Пĕр-пĕрне урок тума пулăшаççĕ. Пĕчĕк Стасьăна вара пурте юратаççĕ.

«Ют ачасене илсе килсен килтисем хирĕç пулмарĕç-и?» - кăсăкланатăп эпĕ. «Çук. Пĕр-пĕрне тÿрех хăнăхрĕç вĕсем. Ывăлăм Женя Стасьăна пĕрре курсах килĕштерчĕ. Пĕчĕкскер хăй те ун патне туртăнать. Женя Мускавра вĕренет. Унсăр тунсăхлать вăл. Стася Аленăпа та питĕ туслă, унпах çывăрать», - кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм.

Музыкантовсен аслă ывăлĕ Саша Çĕрпÿри аграри техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕвне аталантарать. Хĕрĕ Светлана Шупашкарти кулинари техникумĕнче ăс пухать. Кĕçĕннисем аслисене куç пек кĕтеççĕ. Каникулта е уявсенче пĕрле пухăнсан вара кермен кĕрлесе çеç тăрать.

Çемье туслăхĕ сцена çинче те палăрнă. Елена Николаевна «Пилеш кайăкĕсем» юрра шăрантарнă чухне ачисем ун тавра ташланă. «Юрри тунсăхлă пулнăран ачасем çине пăхмарăм, куççуль тухасран асăрхантăм. Стася вара мана куçран пăхса ташланă иккен. Çакна жюри асăрханă. Пĕчĕкскерĕн юратăвĕнчен тĕлĕннĕ вĕсем. Тен, çавăншăнах пĕрремĕш вырăн пачĕç пире», - терĕ вăл.

 

Вĕсемшĕн алăк уçă

Елена та, Олег та пысăк çемьере ÿснĕ. Çавăнпа та яланах нумай ача-пăча çитĕнтересси пирки ĕмĕтленнĕ хĕрарăм. Мăшăрне ют ачасене хÿтлĕхе илесси çинчен каласан, лешĕ хирĕçлемен.

Вăл каланă тăрăх - ачасен ашшĕ-амăшĕсем килсех çÿреççĕ. Аленăн ашшĕ хăйĕн йăнăшне ăнланнă. Халĕ вăл Мускава ĕçлеме çÿрет. Çавна май хĕрне кăçал шкула кайма япаласем туянса панă. Стасьăпа Вовăн ашшĕ-амăшĕ те çулталăкне виçĕ хутчен килсе каяççĕ, парнесем илсе килеççĕ. Унсăр пуçне вĕсемпе скайппа калаçаççĕ. Ачасене ашшĕ-амăшне юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ Музыкантовсем. «Мĕншĕн вĕсене ашшĕ-амăшĕ хăйсем патне илсе кайманни пирки ыйтрĕ Вова пĕррехинче манран, - чунне уçрĕ хĕрарăм. - Эпĕ ăна вĕсен пурнăçри йăнăшĕ пирки ăнлантартăм. Хальлĕхе пирĕн патра пурăнатăр терĕм. Ашшĕ-амăшне хирĕç пĕр сăмах та каламан эпĕ. Мĕншĕн тесен ачашăн вĕсем - яланах çывăх çынсем. Çакă чунра-юнра çирĕпленнĕ. Ашшĕ-амăшĕ иртнишĕн кулянать халĕ. Пире яланах тав тăваççĕ вĕсем».

Стасьăна ашшĕ-амăшĕ илсе кайма шухăшлать иккен. «Мĕнле пурăнăпăр эпир унсăр? Пурте ăна хăнăхнă. Çитменнине пиччĕшĕнчен уйăрас килмест», - пăшăрханать Елена Николаевна.

Ачасене çемьене йышăннăшăн патшалăх паракан укçана шутлакан ялта тупăнатех. Хăй вăхăтĕнче Музыкантовсене те темĕн те пĕр каланă. Ара, «халăх çăварĕ - хапха çăвар» тесе ахальтен каламан. Вĕсен çемйи ялта тĕслĕх вырăнĕнче пулнине кура «хапха» уçăлса хупăнма пăрахнă.

«Ачасене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшатпăр. Çитĕнсен те пире манса ан кайччăр. Килтен тухса кайсан пирĕн пата килĕç-и е çук-и - вĕсен ирĕкĕ. Килсен - савăнатпăр, килмесен - кулянатпăр. Алăк вĕсемшĕн яланах уçă. Алена, Стасьăпа Вова пирĕншĕн хамăр ачасем пекех хаклă», - вĕçлерĕ шухăшне кил хуçи хĕрарăмĕ.

Çемье пĕрлĕхне мĕн çитет?

Олег Николаевичпа Елена Николаевна 19 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Хăйсен пĕрлехи кун-çулне пĕчĕк пÿртрен пуçланă мăшăр. Ку керменте вара сакăр çул кун кунлаççĕ. Укçа ĕçлесе илес тĕллевпе кил хуçи ялти ытти арçын пекех Мускав çулне такăрлатать. Елена вара кил-тĕрĕшре ĕçлет. Маларах вăл 18 çул шкулта поварта вăй хунă. Хĕрарăм валли килте те ĕç туллиех: сăвакан ĕне çеç виççĕ. Унсăр пуçне хур-кăвакал, чăх-чĕп, сысна, сурăх. Урăхла каласан, пĕчĕк ферма. Вĕсене хĕл каçарма чылай апат хатĕрлемелле-çке. Çавăнпах хирте икĕ гектар çĕр илнĕ Музыкантовсем. Унта нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. «Кăçал çанталăк савăнтарчĕ. Курăка тăватă хутчен çулса илтĕмĕр. Пахча çимĕç те лайăх çитĕнчĕ», - пĕлтерчĕ вăл.

Ку тăрăхра та ял çынни выльăх-чĕрлĕхпе усă курма тăрăшать. Чылайăшĕ кăçал уй-хирте çĕр илнине палăртрĕ хĕрарăм. Çапла, выльăх кăмпа пек ÿсмест. Унран тупăш илес тесен нумай тар тăкмалла. Пурнăçа сыпăнтарма сĕт укçи те самай пулăшу кÿрет. Ăна кунта ял халăхĕнчен 13 тенкĕпе туянаççĕ. Елена Николаевна патшалăха кунсерен 20 литр сĕт парать. Çу кунĕсенче вара - 40-50 литр. «Çитĕнекен организма сĕт те, аш та çителĕклĕ кирлĕ. Çавăнпа чылай выльăх тытатпăр. Тепĕр чухне хур какайне те тутанса пăхас килет. Сурăх ашне те юратса çиеççĕ ачасем. Апат-çимĕçе лавккаран туянас пулсан çука юлатпăр», - терĕ хĕрарăм.

Паллах, кил-тĕрĕшри ĕçсене ачисемпе пĕрле пурнăçлаççĕ вĕсем. Лешсем мĕн вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Аслă тĕпренчĕкĕсене те Музыкантовсем пĕчĕкрен ĕç пурнăç тыткăчи пулнине вĕрентнĕ. Халĕ çак йĕркене кĕçĕннисем хăнăхаççĕ. Пушă вăхăтра вара çемйипех кăмпа-çырлана çÿреме юратаççĕ. Хĕлле пурте йĕлтĕр сыраççĕ, çулла велосипедпа ярăнаççĕ. Олег Николаевичпа пĕрле уйра футболла выляма кăмăллаççĕ. Вăл килте час-час пулманран унсăр тунсăхлаççĕ, ăна пурте кĕтеççĕ. Çакă мар-и вăл çемье ăшши, çемье телейĕ? Ĕçре те, спортра та, канура та пĕрле пулни кил-йыша çирĕплетет, пĕр чăмăра пĕтĕçтерет. Çапла, çемье пĕрлĕхĕнчен ырри нимĕн те çук.

Валентина ПЕТРОВА. Йĕпреç районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.