Комментари хушас

18 Юпа, 2014

«Шупашкар хурчкисем» - çÿллĕ шайри çÿллĕ каччăсем

Иртнĕ эрнере Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум кĕрлесе иртрĕ. Чылай сумлă хăна килсе çитрĕ унта. Чаплă хăнасене кил хуçисем чыслăн йышăнчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн спикерĕн çумĕ Анатолий Князев пĕр тĕл пулура çак кунсенче çÿлелле пăхса çÿресе хăйĕн мăйĕ хытса ларнине асăннăччĕ. Мĕн пулнă-ши каплах? Анатолий Пантелеймонович хăй те пĕчĕк çын мар-ха та... Мĕншĕн кунĕпех çÿлелле пăхнă-ши тата? Спикер çумĕн улăп пек тĕреклĕ те çÿллĕ хăнапа Николай Валуевпа çÿреме тивнĕ-мĕн! Лешĕ вара 213 см çÿллĕш. Çапах тĕлĕнмелли ку кăна та мар-ха. Валуевăн та, пур çĕрте те çынсем çине çÿлтен аялалла пăхаканскерĕн, Шупашкарта пĕрремĕш хут пуçне çÿлелле çĕклеме тивнĕ - Раççей боксерĕ, тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Чăваш Енре хăйĕнчен те вăрăмрах çынпа тĕл пулнă! "Çынсемпе пуçа пĕксе калаçма тиветчĕ. Пĕрремĕш хутчен çĕклеме тиврĕ", - тенĕ кĕтменлĕхе пытармасăр Николай Сергеевич. Пуçне çĕклесе кам çине пăхма тивнĕ-ха патвар чемпионăн?

Алексей Бауэр, çÿллĕ яша çапла чĕнеççĕ, "Шупашкар хурчкисенчен" пĕри пулнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çап-çамрăк-ха "хурчкасем": çунат сарнăранпа çур çул та çитмен. Кун пек шайри команда республикăра хальлĕхе урăх çук - Чăваш Енри спорт вăййисен командисенчен Аслă лигăри пĕртен-пĕр ушкăн вăл. Сăмах май, шăпах çак кунсенче яшсем пысăк пĕрремĕш ăмăртăва - Раççей чемпионатне - Саранска тухса кайнă.

Команда утă уйăхĕнче йĕркеленме пуçланă. Çĕртме уйăхĕнче пĕрремĕш пуху иртнĕ. 15 пултаруллă та маттур каччăна тренерсем паллакансем урлă шыранă, çирĕп тĕрĕслев витĕр кăларнă. Çÿллĕ шайри çÿллĕ каччăсене Сергей Худаев тренер Сарă ту, Пенза, Ижевск, Ĕпхÿ, Эрĕнпур, Сургут тăрăхĕнче суйланă. Тăххăрăшĕ вара - чăваш.

Çÿллĕ шайри команда йĕркелеме пултарнă Сергей Алексеевич "Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Вăлах Чăваш Енри баскетбол федерацийĕн президенчĕ те. Хăй хăçан выляма пуçланине ас тумасть те иккен. Ачаранах илĕртнĕ ăна мечĕк вăййи. Улатăр каччин спорт пурнăçĕ 12 çулта çырăнма тытăннă. 1981-85 çулсенче аслă пĕлÿ илнĕ. Икĕ çул салтак пăтти çинĕ хыççăн 1987 çулта тренер ĕçне пуçăннă.

Сергей Алексеевич чунĕнче Аслă лигăри команда пухас ĕмĕт тахçанах çуралнă.

- Республикăра çак юхăма ачасемпе çамрăксен хушшинче сарас, вĕсене илĕртес тĕллев те ларать пирĕн умра. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме компьютер, телевизор, телефонран кăштах та пулин сивĕтсе сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарассишĕн те ĕçлетпĕр. Ачасем сахал хусканнине форумра та пĕрре мар палăртрĕç. Çавăнпах ÿсекен ăрăва нумайрах чупма-выляма илĕртмелле, - тет Сергей Алексеевич.

Николай Валуева тĕлĕнтернĕ Алексей Бауэр - 220 сантиметр çÿллĕш. Каччă Сарă ту тăрăхĕнчен килсе çитнĕ. Леша каланă тăрăх, вĕсен йăхĕ çапла. Амăшĕ - 197, ашшĕ - 193 сантиметр çÿллĕш. Аслашшĕ те 2 метр та 10 сантиметра ÿссе çитнĕ. Тетĕшĕ те çÿллĕ пулнă. Йăмăкĕ те ыттисенчен юлмасть.

Шкулта вĕреннĕ чухне Леша баскетбол пирки пачах ĕмĕтленмен. Ытти ачасем мĕн пĕчĕкрен мечĕк ывăтма хăнăхаççĕ пуласан, вăл ку вăйăпа физкультура урокĕнче кăна паллашнă. 10-12 çулсенче шкулти секцие çÿреме пуçланă. Шел, тренерпа пĕр чĕлхе тупайманран выляма пачах пăрахнă арçын ача. Анчах чунĕ вăйă патнех туртнă, çавăнпах вăл урамра та мечĕке алăран яман. Çакна Сарă ту тăрăхĕнчи баскетболистсем асăрханă та хăйсен командине чĕннĕ.

Çапла вăл салтака кайичченех профессионалн шайĕнче выляма вĕренсе çитнĕ. Салтак атти тăхăнсан Сывлăш-Çарĕн ретне лекнĕ. Кунта хастаррисене кăна йышăннине кашниех пĕлет.

- Йĕкĕлтетчĕç, кулатчĕç тантăшсем. Çавăнпах эпĕ çÿллĕ çеç мар, пысăк çын та пулайнине кăтартас тесех спортпа туслашнă. Кун пек тĕслĕхсем - пĕрре кăна мар. Шăпах шкулти, ача чухнехи кÿренĕве ирттерме спорта суйлать чылайăшĕ, - тет 25 çулти каччă. - Ача çурчĕсенчен те спортсмен нумай тухать вĕт. Шăпах шалти кÿренÿ тĕксе пырать кун пек чух.

Пĕрле вĕренекенсем час-часах кулнине пусăрăнчăклăн аса илнĕ май класри чи лутра арçын ачапа туслашнине каласа кăтартрĕ. Пĕринчен - вăрăммишĕн, тепринчен пĕчĕккишĕн кулнă тантăшĕсем. Икĕ Леша çапла туслашнă та. Халĕ те çывăх юлташсем.

Кÿренÿ мар тăк, лайăх вĕреннĕскер, тен, пурнăçне пĕр-пĕр ĕç профессийĕпе çыхăнтарнă пулĕччĕ. Сварщик, сивĕтмĕшсен монтажникĕпе сварщикĕн пĕлĕвне ахальтен илмен йĕкĕт. Института та вĕренме кĕнĕ. Анчах кÿренÿ вăйлăрах пулнă курăнать...

Чăваш çĕрĕ килĕшсен те чунĕ тăван тăрăхне туртнине пытармасть каччă.

Шупашкарта хĕр тупсан юлма хирĕç маррине те систерет. - Форума Николай Валуев килессе илтнĕччĕ. Анчах унпа куçа-куçăн тĕл пуласса пачах та шухăшламан. Тĕнче чемпионĕ пырса алă тытасси пирки вара ĕмĕтленмен те. Пĕр-пĕрне харăсах куртăмăр темелле. Эпĕ ун еннелле е вăл ман патăмалла маларах утма тытăннине халĕ ас тумастăп та ĕнтĕ. Ăна курни, паллах, хавхалантарчĕ, кăмăла хăпартрĕ.

- Çынсем сана тĕрлĕрен йышăннине кура алă сулма хăнăхма çук-и? - ыйтассăмах килчĕ.

- Кăмăлтан килет. Тепĕр чухне хамранхам кулатăп та. Хĕрсене: "Пĕлĕтрен кайăк тытса парас мар-и?" - тетĕп, - вĕçлерĕ вăл калаçăва.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.