Комментари хушас

30 Утă, 2025

Хресчен сасси 28 (3068) № 30.07.2025

Сĕтрен тупăш илесшĕн

Кил хуçалăхĕнче ĕне усракансем кашни кг сĕте мĕнле хакпа сутаççĕ, вăл иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан пĕчĕкрех-и е пысăкрах-и? Хаçата çырăнса илекенсем çак тата сĕтпе çыхăннă ытти ыйтупа кăсăкланаççĕ.

«Агро-Инновацисем» предприяти пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне предпринимательсем е организацисем кашни литр чĕрĕ сĕтшĕн Улатăр округĕнче — 24-25, Элĕксене — 24 (çав кун тĕлнех «Новый Путь» ЯХПК — 28, Л.Петров предприниматель — 25-28), Вăрнар енче — 24 (М.Федоров — 24-25), Патăрьел Йĕпреç округĕсенче — 25-шер (Б.Петров — 24, В.Кириллов — 24-25, Н.Иванова — 24-26), Канаш тата Куславкка таврашĕнче 24 тенкĕ тӳленĕ.

Сутлăх хак Комсомольски тăрăхĕнче темшĕн выляса тăрать, сăлтавĕ мĕнре-ши? Продукцие пĕрремĕш предприниматель — 25-26, иккĕмĕшĕ — 27-30, виççĕмĕшĕ — 25-29, тăваттăмĕшĕ — 25-28, ытти 25 тенкĕлле туянать. Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Тăвай, Çĕрпӳ округĕсенче — 24-шар, Муркашпа Шăмăршă округĕсенче — 25-26-шар, Пăрачкав, Елчĕк таврашĕнче — 25-34-шар, Шупашкар таврашĕнче 24-30 тенкĕ тӳленĕ.

Танлаштарма: 2024 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне сутлăх хак Улатăрсен — 20-22, Элĕксен — 22-27, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Красноармейски, Вăрмар, Шăмăршă округĕсенче — 22, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Етĕрне таврашĕнче — 21, Муркаш тăрăхĕнче — 23, Пăрачкавсен — 22-23, Çĕрпӳ таврашĕнче — 20-21, Шупашкар округĕнче — 21-23, Елчĕксен — 22-24, Тăвайсен 21-22 тенкĕ пулнă.

Куратпăр ĕнтĕ: палăртнă кун тĕлне кăçалхи сутлăх хак пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Ăна 2020 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнипе танлаштарар-ха. Кил хуçалăхĕнче туса илнĕ кашни литр сĕте Улатăрсем — 15-17, Элĕк районĕнче — 14-16, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпӳ, Шупашкар, Шăмăршă (Р.Хамидуллова — 14-21), Çĕмĕрле, Тăвай таврашĕнче — 14, Йĕпреç тăрăхĕнче — 14-16, Куславккасем — 13, Комсомольски хутлăхĕнче — 14.5-18.5, Сĕнтĕрвăрри районĕнче — 13-14, Пăрачкавсем — 15-16, Вăрмар енче — 13-15, Етĕрнесем — 14-15, Елчĕк районĕнче 14-17 тенкĕлле сутнă. Çак танлаштаруран кил хуçалăхĕсенчен туяннă сĕтĕн сутлăх хакĕ иртнĕ çулсенче самаях тата тĕрлĕрен ӳсни курăнать.

«Сĕтшĕн мĕншĕн колхоза — нумайрах, пире чылай сахалрах тӳлеççĕ?» — ыйтаççĕ кил хуçалăхĕнчен продукци сутакансем. Çапла, лайăх ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем туса илекен 1-мĕш сортлă сивĕтнĕ сĕтĕн база сутлăх вăтам хакĕ чылай пысăкрах. Вăл 2025 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне — 33.17 (НДСсăр), 25.07.2024 ç. тĕлне — 27.75, 27.07.2023 ç. тĕлне — 22.29, 28.07.2022 ç. тĕлне — 27.35, 29.07.2021 ç. тĕлне — 23.01, 30.07.2020 тĕлне 19.85 тенкĕ пулнă. Çак танлаштаруран иртнĕ 5 çулта 1-мĕш сортлă сивĕтнĕ сĕтĕн база сутлăх вăтам хакĕ çуллен хăпарнине куратпăр.

Тирпейлекен предприятисем республикăри чылай организаци туса илнĕ сĕте чи паха сорта кĕртсе йышăнаççĕ, унăн сутлăх хакĕ 1-мĕш сортлинчен пысăкрах. Çавăнпа сĕт туса илекенсем чи пахине сутма тăрăшаççĕ, завод продукцие 1-мĕш, 2-мĕш сортсене е чи пахин шутне кĕртес ыйтупа икĕ ен хушшинче тавлашу пĕрмай пырать.

«Пирĕнтен предприниматель хальхи вăхăтра кашни кг сĕте 24-26 тенкĕлле илсе каять. Шупашкар лавккинче пĕр литра миçе тенкĕлле сутаççĕ тата сĕт завочĕсем кашни литр сĕтрен тупăш мĕн чухлĕ илеççĕ?» — ыйтаççĕ ял çыннисем. Иртнĕ çулсенче сĕт суту-илӳ организацийĕсенче çуллен хакланчĕ. Вĕсен хака ӳстермех тивет: электричество, газ, ытти ресурс хакĕ хăпарчĕ.

Вулакан лартнă ыйтусене хуравлар. 2025 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне сĕте тирпейлекен предприятисем çу хисепĕ 2,5 процентлă пастеризациленĕ, пленка пакета тултарнă кашни литр сĕте вăтамран — 68.15 (НДСпа пĕрле), çу хисепĕ 3,2 процентлă кашни литр ăсатнă сĕте — 73.83, лавккасенче вара пĕрремĕшне — 80.2, иккĕмĕшне 90.8 тенкĕлле сутнă, апла тăк лавккасенче кашни литртан тупăш пĕрремĕшĕнчен — 12.05, иккĕмĕшĕнчен 16.97 тенкĕ е кил хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх организацийĕсем сĕт сутса тунă тупăшран чылай сахалрах илнĕ.

Сутуçăсем иртнĕ çулсенче заводран турттарса килнĕ сĕтĕн кашни килограмĕнчен тупăш мĕн чухлĕ тунă?

Пастеризациленĕ, пакета тултарнă çу хисепĕ 2,5 процентлă кашни литр сĕтрен 25.07.2024 ç. тĕлне тунă отчет тăрăх — 7.83, 27.07.2023 ç. тĕлне — 6,06, 28.07.2022 ç. тĕлне — 10,04, 29.07.2021 ç. тĕлне — 8,8, 30.07.2020 ç. тĕлне 10 тенкĕ илнĕ. Вĕсем çу хисепĕ 3,2 процентлă кашни литр çавнашкал сĕтрен 25.07.2024 ç. тĕлне тунă отчет тăрăх — 10.71, 27.07.2023 ç. тĕлне — 11,6, 28.07.2022 ç.тĕлне — 8,4, 29.07.2021 ç. тĕлне — 9,61, 30.07.2020 ç. тĕлне 13,35 тенкĕлĕх тупăш курнă.

«Лавккасем кашни кг сĕтрен тупăш пирĕн чухлĕ те илеймеççĕ тĕк пысăкрах пайĕ хăш организацире юлать вара?» — кăсăкланаççĕ кил хуçалăхне тытакансем. Ыйтăва хуравлама тата темиçе цифра илсе кăтартас килет.

Сĕте тирпейлекен предприятисем суту-илӳ организацийĕсене çу хисепĕ 2,5 процентлă кашни литр сĕте 2024 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вăтамран — 54.87 (НДСпа пĕрле), 27.07.2023 ç. тĕлне — 54.14, 28.07.2022 ç. тĕлне — 53.26, 29.07.2021 ç. тĕлне — 43.9, 30.07.2020 ç. тĕлне 43.2 тенкĕлле сутнă. Вĕсем çу хисепĕ 3,2 процентлă кашни литр сĕтрен тупăш маларах палăртнă сортлинчен темиçе тенкĕ ытларах илеççĕ.

«Кукăлĕн» пысăкрах татăкĕ сĕте тирпейлекен предприятисене лекет. «Çапла пулмалла та, — хуравлаççĕ вĕсен ертӳçисем. — Мĕншĕн тесен эпир предпринимательсемпе ял хуçалăх организацийĕсенчен, фермерсенчен сĕт туянса, ăна заводра сивĕтсе, тасатса, пастеризацилесе, савăта е пакета тултарса, производствăна модернизацилесе нумай тăкакланатпăр. Технологие çĕнетсех тăрса укçа чылай тухса каять. Çак ĕçе вăхăтра пурнăçламасан завод чарăнса ларас хăрушлăх тухса тăрать. Пирĕн çавăн патне çитме, тăкаклă ĕçлеме юрамасть, илнĕ тупăшпа конвейера куллен ĕçлеттермелле». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.