Хыпар 83 (28400) № 07.11.2025
Çамрăк специалист стоматологсен династине тăсать
Медицина кадрĕсем çителĕксĕррипе çыхăннă ыйтăва татса парасси — республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. «Вăрăм тата хастар пурнăç» нацпроект пулăшнипе çак тĕллев тӳрре тухса пырать. Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хулан стоматологи поликлиники çамрăк специалистсемпе ăнăçлă ĕçлет, наставниксен тытăмне аталантарать, ĕçе пуçăнакансем професси енĕпе ӳсмелли условисем йĕркелет.
Çамрăксенчен пĕри — Хула стоматологийĕн 7-мĕш поликлиникинче ĕçлеме пуçланă Артем Силеров врач-стоматолог. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, «хирурги стоматологийĕ» специальноçпа 2-мĕш курс ординаторĕ. Артем Игоревич вĕренĕве Шупашкарти Болгарстрой урамĕнчи 11-мĕш çуртра вырнаçнă поликлиникăн хирурги пӳлĕмĕнчи ĕçпе ăнăçлă çураçтарать. «Вĕренĕве ĕçпе пĕтĕçтерни мана теори пĕлĕвне ӳстерме кăна мар, практикăри хăнăхăва куллен çирĕплетсе пыма та пулăшать», — тет çамрăк врач. Вăл çитĕннисене те, ачасене те йышăнать. Унпа калаçу пуçарнă май врачстоматолог тивĕçĕсен шутне мĕнмĕн кĕнипе кăсăклантăмăр. «Чи малтанах, паллах, шăл кăларасси. Çав шутра — кăткăс тĕслĕхсем те: калăпăр, кайри ăс шăлне кăларасси. Çăварти шыçăсене касасси, онкоскрининг процедурине пурнăçласси, ытти...» — пулчĕ хурав. Хăйĕн пирвайхи пациентне те лайăх астăвать: «Ансат мар тĕслĕх пулнăччĕ. Ăс шăлĕн туни шыçнă та — пациент ыратнипе нушаланать. Ытти шăлшăн та хăрушлăх тухса тăни палăрчĕ. Çав шăла кăларасси икĕ сехете тăсăлчĕ. Çак процедурăна пурнăçланă хыççăн ăна тивĕçлĕ сĕнӳсем патăм, тепĕр кунах каллех тĕрĕслеве килме каларăм». Артем Игоревич çăмăл çулсем шырамасть — васкавлă стоматологи пулăшăвĕн уйрăмĕнче те ĕçлет: «Унта — çĕрлехи дежурствăсем те, çын ыратăвĕ те... Çынсем шăл туни шыçнипе çыхăннă чирсемпе килеççĕ, янах хуçнă тĕслĕхсем те пулаççĕ». Медицинăна юратасси унăн юнра темеллетĕр. Вăл врачсен династине тăсать. Ашшĕ — стоматолог-терапевт тата ортопед, амăшĕ — анестезиолог-реаниматолог. Шăллĕ Алексей та Хула стоматологийĕн 7-мĕш поликлиникинче вăй хурать. Тепĕр шăллĕ вара ЧПУра вĕренет — вăл та стоматолог пуласшăн. Йăмăкĕсем те шурă халат тăхăнса çынсене сывă пулма пулăшас тĕллевлĕ. Мĕн пытармалли, пирĕнтен чылайăшĕ шăл тухтăрĕ патне кайма шикленет. Çамрăк стоматолог хăй вара пациентсене йышăннă чухне пăлханмасть-ши? «Хăрас туйăм нихăçан та пулман. Енчен те эсĕ медицинăна килтĕн тĕк — хăрамашкăн кая юлнă ĕнтĕ. Медицинăна суйласа илсен ытларах пĕлме тăрăшмалла, вĕренмелле, шырамалла, пациент сывлăхĕшĕн кĕрешмелле, профессионализма туптамалла. Çавăнпа та — хăрама вăхăт çук», — шӳтлет Артем Силеров. Вăл хăйĕн ĕçне парăннă, тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăракан, хăнăхăвĕсене лайăхлатсах пыма ăнтăлакан специалист. Ятарлă литературăна тишкерет, стоматологири çĕнĕлĕхсене сăнасах тăрать. Çийĕнчен астрономипе, спортпа кăсăкланать. Вăхăт иртнĕ май професси ăсталăхĕн конкурсĕсене, наука-практика конференцийĕсене, семинарсене хутшăнасшăн. Поликлиника ертӳлĕхĕ те унăн хирурги стоматологийĕнче ĕçлеме кирлĕ пĕтĕм пахалăх пуррине çирĕплетет. Ĕçченлĕхĕ, яланах малалла аталанма тăрăшни çамрăк специалистăн малашлăхĕ пысăк пулассине шанма май параççĕ. Эппин, вăл республикăн стоматологи отраслĕн аталанăвне, Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне упрас ĕçе курăмлă тӳпе хывасси иккĕленӳсĕр. <...>
Татьяна КРОТОВА.
♦ ♦ ♦
Тасалăхпа хăтлăхшăн хамăрах яваплă
Ăçта та пулин тирпейсĕрлĕх хуçаланнине е урăх кăлтăка асăрхасан çынсем çакăн пирки социаллă сетьсенче çырса пĕлтересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Чăваш Республикинчи региона ертсе пыракан центр ун пек пĕлтерӳсене çийĕнчех асăрхаса кирлĕ çĕре çитерет, унтан çав вырăншăн е ĕçшĕн яваплисем ыйтăва татса параççĕ. Анчах яланах айккинчен килсе пулăшасса кĕтни те вырăнсăр. Пирĕн тавра мĕнлерех лару-тăру хуçаланасси чи малтан хамăртан килет.
Нумаях пулмасть «Хыпар» Издательство çурчĕн телеграм-каналĕн чат-бочĕ урлă çыру килчĕ. Унта Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи Юртукассипе юнашар вырнаçнă «Банновский» гаражсен кооперативĕ пирки сăмах пырать. Çакăнта тăкăрлăксем çултан-çул арканса пыни, çӳп-çап пухăнни, хĕллехи тĕттĕм вăхăтра час-часах çутă чарни çинчен каланă. Çак таранччен ку никама та хумхантарман тейĕн. Кăçал вара гараж тытакансенчен нумайăшĕ çакнашкал лару-тăрăва «куç хупса ирттерес» темен. Хастарсем пухăнса канашланă та Телеграмра пĕрлехи чат йĕркеленĕ, гараж комплексĕнчен пĕр пус ыйтмасăрах ĕçе пуçăннă. Малтан субботник ирттернĕ, тĕп тăкăрлăкри тарăн шăтăксене хупланă. «Халĕ хамăра та машинăпа çӳреме меллĕрех. Кам та пулин килсе пирĕн ыйтăва татса парасса темиçе çул мĕншĕн кăлăхах кĕтсе пурăнмалла пулнă-ши? Çав вăхăтра шăтăк-путăка пула машинăсене те мĕн чухлĕ нушалантарнă», — тенĕ çырура. Пĕр сехет çурăра хастарсем 100 метр çула юсанă, ултă тарăн шăтăка «сапланă». Çак ĕç валли 55 михĕ ваннă кирпĕч тиесе килнĕ, ăна интернетри пĕлтерӳ тăрăх тӳлевсĕрех тупнă. «Пĕр çурта хăпартнă çĕрте пӳлĕмсен хушшинчи стенана ватса çĕнĕрен тăватчĕç. Шухăшласан, эпир ырă ĕç турăмăр — вĕсене строительство çӳп-çапĕнчен хăтартăмăр. Гараж тытакансенчен пĕри вара хăйĕн ГАЗелĕпе ваннă кирпĕче тиесе килме пулăшрĕ. Ку ĕçе саккăрăн çăмăллăнах пурнăçларăмăр. Сакăр çула тăсăлнă ыйтăва икĕ сехетре татса патăмăр тесен те юрать. Çак çулсенче кунта автомашинине чĕртерекен, çавна май мăкăртатакан сахал мар пулчĕ. Хушăран çеç хăшĕ-пĕри хăйĕн гаражĕ умне вак чул сапатчĕ. Пĕрлехи ĕç хыççăн унта хутшăннă хĕрарăмсем çавăнтах апат çисе чей ĕçмелли вырăн хатĕрлерĕç. Çакăнта вара малашнехи ĕçсене те сӳтсе яврăмăр. Çĕнетнĕ çулпа çӳреме тытăннă хыççăн пирĕн чата гараж хуçисем татах та хушăнчĕç. Анчах пысăк ыйтусене татса памашкăн пирĕн йыш хальлĕхе пĕчĕкрех-ха. Хамăр пурăнакан е канакан вырăнти тасалăхпа хăтлăх чи малтан пирĕнтен килет, çавăнпа йывăрлăхсене хамăрăнах татса пама тăрăшмалла. Пирĕн пурнăç мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăр алăра», — палăртнă çырура. Хастарсене кура вĕсенчен тĕслĕх илекенсем те тупăннă. Кӳршĕри «Виктория» гараж кооперативĕнче те çынсем пĕр чĕлхе тупса çула çĕнетнĕ. Сирĕн тăрăхра та нимелле ĕçлекен йыш пур-и? Пирĕн чат-бота çырса хыпарлăр. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Шкул пулсан ял пурăнать
Чăннипех çапла. Ку шухăша Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинке шкулĕ 150 çул тултарнине халалланă уявра та палăртрĕç. Асăннă пĕлӳ çурчĕн ĕçĕхĕлĕпе тĕплĕнрех Дмитрий Ильин директор паллаштарма килĕшрĕ.
Пĕлтĕр те 14, кăçал та «Уява хавас кăмăл-туйăмпа кĕтсе илтĕмĕр. 150 çул тултарни шкул мăнаçлăхĕ тесе шухăшлатăп. Пĕлӳ çурчĕн историйĕ питĕ пуян. Хамăр округра ун пек шкул сахал. Юбилей – халĕ ăс пухакан ачасемпе кунтан вĕренсе тухнисем, маларах шкулта ĕçленĕ çынсем валли йĕркеленĕ уяв. Выпускниксене тĕрлĕ вырăнтан çитме çăмăлрах пултăр тесе юбилее чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче ирттертĕмĕр. Чи малтанах хаклă хăнасемпе вĕренекенсене чысларăмăр. Пысăк концерт пулчĕ. Уява килнисем шкул музейĕпе паллашрĕç. Чаплă аваллăх управçи йĕркеленĕ эпир. Ăна аталантарас енĕпе музей ертӳçи, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елизавета Михайлова, нумай тăрăшать», – çапла пуçларĕ калаçăва Дмитрий Владимирович. Шкул пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмасть. 2023 çулта кунта тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Йăлтах çĕнетнĕ, техникăна ылмаштарнă. Халĕ вăл çĕнĕ шкул пек туйăнать. «2025 çулта пирĕн шкул территорине хăтлăх кĕртекен ĕçсене тумаллаччĕ. Анчах малтанхи подрядчикпа йывăрлăхсем пулчĕç. Халĕ урăх подрядчикпа ĕçлетпĕр. Вăл Чăваш Республикинченех, унăн йышĕнче — яваплăха туйса вăй хуракан строительсем. Вĕсем ĕçсене палăртнинчен маларах, чӳк уйăхĕн варринче, туса пĕтерме шантараççĕ. Пирĕн коллективра — 26 çын. Вĕсенчен 18-ăшĕ — вĕрентекенсем. 161 ача пĕлӳ илет. Пучинке шкулĕ хамăр округра ялта вырнаçнисенчен чи пысăкки тесе шухăшлатăп, пĕтĕмпе – 350 вырăн. Пирĕн тĕллев — ачасене пĕтĕм енĕпе аталантарасси. Округ шайĕнчи пĕр мероприятие те сиктерместпĕр. Республика шайĕнче чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче часчасах малти вырăнсене йышăнатпăр. Эпир чăваш литературипе культурине аталантарассипе лайăх ĕçлетпĕр. Çав вăхăтрах çарпа патриотлăх енĕпе те пирĕн кăтартусем лайăх. Ачасем спортăн ытти енĕпе те палăраççĕ. Пучинкесем хоккейла лайăх выляççĕ. Пирĕн «Партизан» команда час-часах малти вырăнсене тухать. Ялта кире пуканĕ йăтассипе чемпион чылай. Кăçал тренер тивĕçлĕ канăва кайрĕ. «Хыпар» хаçат парнисемшĕн йĕркелекен турнира эпир малтан яланах çӳренĕ. Кăçал та пирĕн выпускниксем хутшăнчĕç унта. Йĕлтĕрпе округ шайĕнче кăтартусем лайăх. Робототехникăпа та ĕçлетпĕр. Ăслăлăх енĕпе те кая юласшăн мар: шкул ачисем тĕрлĕ тĕпчев тăваççĕ. 2024-2025 çулсенчи пĕлӳ кăтартăвне илес тĕк эпир лайăх шайра тесе шухăшлатăп. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче 99 балл илекенсем те пулчĕç. Пĕлтĕр шкул пĕтернĕ 12 ачаран улттăшĕн — 90 балл ытларах. 5-шĕ пысăк хуласенчи — Мускаври, СанктПетербургри, Хусанти — аслă шкулсене вĕренме кĕчĕç. Кăçал 1-мĕш класа 14 ача килчĕ: 7 хĕрача, 7 арçын ача. Ялти шкулшăн ку — лайăх кăтарту. Вĕрентекен кашни ачапа ĕçлет, тимлĕхсĕр пĕрне те хăвармасть. Пĕлтĕр те авăнăн 1-мĕшĕнче 14 ача парта хушшине пуçласа ларнăччĕ. Çитес çул та 14-ăн пулсан эпир пурăнатпăр», — хавхаланса калаçрĕ Дмитрий Владимирович. Дмитрий Ильин директор ĕçне пурнăçланипе пĕрлех аслă классенче историпе общество урокĕсене ертсе пырать. Ачасене вĕрентес килнине пытармасть вăл. Дмитрий Владимирович шкулта ăс пухакансен шучĕ нумайланса пытăрччĕ тесе ĕмĕтленет. «Кашни предметпа вĕрентекен пултăр. Çамрăксем шкула килччĕр», – тет. Хальлĕхе кунта кадр ыйтăвĕ çивĕч мар. Анчах учительсенчен нумайăшĕ пенсире. «Кăçал акăлчан чĕлхин учителĕ килчĕ. Хамăр шкултанах вĕренсе тухнăскер питĕ тăрăшса ĕçлет. Эпĕ хам та яла юлнăшăн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Эпĕ — учительсен йăхĕнчен. Асаттепе асанне вĕрентекенсем пулнă. Петровсемпе Ильинсен ратнисенчен тăракан учительсен династийĕн ĕç стажĕ 500 çулпа танлашать. Пирĕн династире пур предмета та вĕрентекен пур теме юрать. Атте Владимир Иванович чылай çул технологи урокĕсене ертсе пынă. Халь физика вĕрентет, военрукра тăрăшать. Вăл пĕлӳ çуртĕнче 40 çул ытла ĕçлет. Анне шкулта техничкăра тăрăшнă. Халĕ килти хушма хуçалăхра тăрмашать. Çывăх çыннăм нумай çул фермер пулнă. Аппа Ольга Васильева Йĕпреçри 1-мĕш шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентет. Асатте НВП вĕрентнĕ, военрук пулнă, физикăпа пĕлӳ панă. Асанне математика предметне тытса пынă. Директор ĕçне хăнăхма йывăр. Унта кашни кун çĕнĕ, çивĕч ыйтусем сиксе тухаççĕ. Телее, мана коллектив пулăшса, хавхалантарса пырать. Хăш-пĕр шкул директорĕ учительсем ĕçе урок ирттерессишĕн кăна çӳрени пирки калать. Пирĕн вара ун пеккисем çук, пурте тăрăшса ĕçлеççĕ», — каласа кăтартрĕ Дмитрий Владимирович. Сăмах май, Дмитрий Ильин Йĕпреç округĕнче шкул директорĕсен йышĕнче чи çамрăккисенчен пĕри. Вăл тăрăшнипе шкулта кашни пӳлĕме пысăк экрансем лартнă. Кашни класра интернет, принтерсем пур. Пĕр сăмахпа, урок ирттерме мĕн кирлĕ — йăлтах пур. Пĕлтĕр вĕсем республикăра «Чăваш чĕлхине вĕрентекен чи лайăх шкул» ята тивĕçнĕ. Грант укçипе видеоконференци йĕркелемелли система илнĕ, шкул музейĕ валли витринăсем туяннă, фойене илемлетнĕ. Акт залĕнче вырнаçтарма баннерсем /чăваш эрешĕсемпе/ тата кабинет валли пысăк экран туяннă. Ку шкулта халĕ ачасем хăйсене килти пек туяççĕ. «Директор çамрăк пулни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял çамрăкĕсем, шкултан маларах вĕренсе тухнисем директор патне питĕ туртăнаççĕ. Çав килĕшӳ пире нумай хавхалантарать», — калаçăва хутшăнчĕ Пучинке шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елизавета Михайлова. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Салтаксем пире хÿтĕлеççĕ, эпир – вĕсене»
Маларах ятарлă çар операцине хутшăннă Николай Илларионов юлташĕсем валли маскировка тетелĕ çыхать.
Çĕнтерĕве халĕ пирĕн малти линири çар çыннисем кăна мар, сывлăхĕ хавшанипе стройра тăма пултарайман салтаксем те çывхартаççĕ. Вĕсем чунĕпе те, вăй-халĕпе те юлташĕсемпе юнашарах. Муркаш салинче пурăнакан Николай Илларионов ятарлă çар операцине 2023 çулхи юпа уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе кайнă. Аманнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă, реабилитаци иртнĕ. Арçын маскировка тетелĕ çыхмалли станока хăй тĕллĕн ăсталанă. Вăл пулăшнипе кĕмĕл волонтерсем блиндажсемпе çар техникине хупламашкăн тетел çыхма тытăннă. «Çăмăл мар çак вăхăтра пирĕн пĕрлешмелле, салтаксене пулăшмалла. Вĕсем пире хӳтĕлеççĕ, эпир — вĕсене», — тет ĕнерхи салтак. Асăннă тăрăхра çавăн пекех уйрăм çынсем салтаксем валли минтер хатĕрлеççĕ. «Катькас ялĕнчи Алефтина Кузьмина çар çынУçă çăл куçсенчи сăн ӳкерчĕксем нисем валли 50 минтер, минтер пичĕ çĕлерĕ. Хорнуй ялĕнчи Раиса Егорова та хастар ĕçлет. Вăл салтаксем валли 30 минтер çĕлесе пачĕ. Чуманкасси ялĕнче пурăнакан Анфиса Николаева та кашни кунах çĕвĕ машини умĕнче. Пĕтĕмлетсе каласан, хĕрарăмсен хастарлăхне пула салтаксем патне 100 ытла минтер ăсатнă. Çакăншăн пурне те тав тăвас килет. Материалпа тивĕçтерекенсене те çак йыша кĕртетĕп», — тет «Муркашсем — Çĕнтерӳшĕн» волонтерсен ушкăнĕн хастарĕ Наталия Иванова. Шупашкар округĕнчи ентешсем те ку тĕлĕшпе хастар ĕçлеççĕ. Хĕрарăмсем çеç мар, арçынсем те. Акă Эсеккасси ялĕнчи Николай Прокопьев салтаксене тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшать: маларах вăл окоп çуртисем тунă, халĕ вара вăрах çунакан шăрпăк хатĕрлет. Кунашкал шăрпăкпа кăвайт, окоп çуртисем чĕртнĕ чухне, апат-çимĕç, шыв ăшăтнă чухне усă курма пулать. Вăл 5 минут ытла çунать, çиллĕ çанталăкра та, çумăр çунă чухне те сӳнмест. Николай Александрович хатĕрсене Апашри волонтерсен центрне илсе пырать. Вĕсене каярахпа гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле салтаксем патне ăсатаççĕ. «Пирĕн çума çакнашкал хастар арçын «çыпçăннишĕн» эпир савăнатпăр. Турă ярса пачĕ пулĕ ăна, — терĕ Апашри волонтерсен ушкăнĕн ертӳçи Мария Иванова. — Çак кунсенче Николай Александрович строительство материалĕсем валли пăчкă, пуртă тата ытти хатĕр-хĕтĕр илсе килчĕ. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те пăчкă-пуртă çав тери кирлĕ пулнине пĕлетĕп. Фронтри пурнăç халĕ те улшăнман, салтаксене пăшал çеç мар, ĕç хатĕрĕ те кирлех», — терĕ вăл». Çакна та асăнса хăварам: Апашри волонтерсем те хастар ĕçлеççĕ. Маскировка тетелĕ çыхнисĕр пуçне типĕ душ хатĕрлеççĕ. Салтаксене пулăшас тĕллевпе вĕсем кунсерен вăй хураççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Тăван чĕлхене, культурăна юратнăран
«Эпĕ килте ларас пулсан чирлесех каятăп, — тет Чăваш Республикин ӳнер ал ăсталăхĕн маçтăрĕ, Чăваш Енри Ал ăстисен гильдийĕн пайташĕ Ольга Светопольская. — Çавăнпа эпĕ куравсене, фестивальсене тухса çӳретĕп. Ăçта йыхравлаççĕ — унта каятăп».
Хушпу, тухья, масмак… Елчĕк тăрăхĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ӳснĕскер ачаранах ал ĕçĕпе кăсăкланнă. «Малтан — тĕрĕ тĕрлеме, унтан — çăм арлама, алса-чăлха çыхма вĕрентĕм», — аса илет ачалăхне Ольга Николаевна. Вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти культура институтне вĕренме кĕнĕ. Унта «Хорпа юрласси, дирижер» специальноçа алла илнĕ чăваш хĕрĕ. Çавна май пĕр вăхăт Елчĕкри культура çуртĕнче методистра, каярахпа директорта тăрăшнă. Ал ăстисен кружокĕсене те ертсе пынă: çамрăксене тĕрлеме, çыхма, вĕтĕ шăрçапа мĕнле усă курмаллине вĕрентнĕ. Чăваш наци çи-пуçĕпе вара иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче ĕçлеме пуçланă. «Малтан пĕчĕк япаласем ăсталарăм, каярахпа пысăккисем çине куçрăм. Тухья тума вĕренес тĕллевпе пĕрне сӳтме тиврĕ. Ăна пăхса теприне хатĕрлерĕм. Халĕ эпĕ тивĕçлĕ канура. Килте ахаль ларма пултараймастăп. Ирхине те, çĕрле те ĕçлетĕп. Чун туртнипе тăрăшатăп», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Çичĕ теçетке çула çывхаракан хĕрарăм мĕн кăна ăсталамасть?! Хушпу, тухья, масмак, пиçиххи, алка, ама, тевет, сувенир валли хатĕр-хĕтĕр… Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, республикăри куравсене, фестивальсене хутшăнать, чăваш культурине аталантарма, йăли-йĕркине упрама тăрăшать. Çав вăхăтрах ăсталăх класĕсем ирттерсе çамрăксене вĕрентет, хавхалантарать. «Куравсенче те кĕрĕк арки йăваласа лармастăп, мĕн те пулин ĕçлетĕп. Алă ĕç патнех туртăнать. Мĕншĕн тесен пире, аслă ăрăва, атте-анне пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарнă. Эпир унсăрăн пурăнма пултараймастпăр. Кĕçĕн мăнука Даринăна хампа пĕрле вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме вĕрентетĕп. 5 çулта çеç пулин те манпа юнашар тăрăшать вăл. Çакăншăн савăнатăп. Манăн ĕçе малалла тăсасса шанатăп», — терĕ хавхаланса Ольга Николаевна. «Куç илеме юратать», — теççĕ халăхра. Халĕ çамрăксем те капăрлăхсем туянаççĕ. Хăшĕ-пĕри саккас та парать иккен. Акă Пушкăртстанри Çтерлĕ хулинчен пĕр хĕрарăм икĕ хушпу, пĕр тухья саккас панине пĕлтерчĕ вăл. Йăхташсем вĕсене ытларах кăмăлланине, туяннине палăртрĕ. «Чуншăн ĕçлетĕп» Унăн капăрлăхĕсене Дагестанра та илнине каларĕ Ольга Николаевна. Нумаях пулмасть вăл Чăваш Енри ал ăстисемпе Махачкалара иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Йăла-йĕрке управçисем» фестивальтен таврăннă. Чăваш Енрен унта 12 маçтăр хутшăннă. Асăннă фестиваль Пĕтĕм Раççейри «Уçă Дагестан» туристсен форумĕ вăхăтĕнче иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ халăх йăли-йĕркине упрасси тата аталантарасси пулнă. «Дагестан питĕ килĕшрĕ пире. Халăхĕ те кăмăллă, ăш пиллĕ. Ватă çынсене, хĕрарăмсене хисеплени курăнчĕ унта. Хам чи илемлĕ хĕрарăм пулнине Дагестанра пĕлтĕм. Çакăн пирки мана Ингушети ташăçисем пырса каларĕç. Паллах, вăтантăм. Дагестан хĕрарăмĕ манран тухья, масмак туянчĕ. «Тухьяна пирĕн качча кайман хĕрсем туянаççĕ, — терĕм ăна вĕрентсе. «Манăн упăшка питĕ кĕвĕçет. Çавна май килтен хамăрăн çи-пуçпа тухса кайăп. Унтан тухья тăхăнăп. Киле вара каллех хамăн çи-пуçпа пырса кĕрĕп, — кула-кула калаçрĕ вырăнти хĕрарăм. Çичĕ ютра Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, кайран унта качча кайнă хĕрарăма тĕл пултăм. Ман пата сухаллă çамрăк çын пычĕ те ăçтан килнине ыйтрĕ. Эпĕ Шупашкартан пулнине каларăм. «Мĕнле районтан?» — каллех кăсăкланчĕ хайхискер. «Эсĕ Чăваш Енре хăш района пĕлетĕн?» — ыйтăва ыйтупах хуравларăм. «Елчĕк районне пĕлетĕп», — тĕлĕнтерчĕ вăл. «Эпĕ унта çуралса ӳснĕ», — терĕм. «Манăн анне Елчĕк районĕнчен, чăваш», — хавхаланса калаçрĕ çамрăк. Унăн амăшĕ Тăрмăш ялĕнчен иккен. Калаçнă май амăшĕн аслă аппăшĕ Маша манăн пĕлĕш пулса тухрĕ. Çапла, çичĕ ютра çывăх тăвансене тупнăн туйрăм хама. Абдулла çавăнтах амăшне шăнкăравларĕ. Вăл мана хăйсем патне хăнана чĕнчĕ, вăхăт сахал пулнăран каяймарăм. Çуркунне хăйсем Шупашкара килессе пĕлтерчĕç. Çавăн чухне тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Питĕ кăмăллă калаçу пулчĕ. Сыв пуллашнă май Абдулла кăштах куççульленчĕ те. Вăл кайнă хыççăн чĕре çумĕнчен темĕн татăлса ӳкнĕн туйăнчĕ», — иртнине аса илчĕ Ольга Николаевна. Калаçма юратаканскер куравсенче ентешсемпе, йăхташсемпе паллашать вăл. Çавăн пекех ăсталăх класĕсем те ирттерет. Ун патне çамрăксем те вĕренме çӳреççĕ. Тăван халăха, чĕлхене юратнине пĕлтерчĕ. Ахальтен мар унăн ачисем те, мăнукĕсем те чăвашла пуплеççĕ. Сăмах май, мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Халĕ виçĕ мăнукĕпе савăнать. «Асанне», «кукамай» тени чуна ăшăтать. Мускаври мăнук та «асанне» тесе савăнтарать, — хĕмленсе калаçрĕ хĕрарăм. — Манăн аслă тете Олег 46 çул Латвире пурăнчĕ. Шел те, халĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çемйи вырăс пулсан та пирĕнпе яланах чăвашла пуплетчĕ. Ачаран калаçса çитĕннĕ анне чĕлхине епле манăн? Олег тете çакна тĕслĕхпе çирĕплететчĕ». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











